Республикӑра пурӑнакансемшӗн куҫман пурлӑха регистрацилемелли вӑхӑт кун ҫурӑ таранах чакма пултарӗ

Республикӑра  пурӑнакансемшӗн куҫман пурлӑха регистрацилемелли вӑхӑт кун ҫурӑ таранах чакма пултарӗ

  Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Федерацин патшалăх регистрацийĕн, кадастр тата картографи службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертӳçипе Екатерина Карпеевӑпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ вӑхӑтра каланӑ.    

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ  Олег Николаев сӑмаха малалла тӑснӑ май ҫапла палӑртнӑ: «Ман шутпа, эпир пӗлтӗр ҫав тери пысӑк ӗҫсем туса ирттертӗмӗр, цифра сервисӗсене тӗпе хутӑмӑр.  Тӗп кӑтартусенчен пӗри – ресурссене йӗркелесе ҫитерни.  Куҫман пурлӑхсене пурне те тенӗ пекех шута илсе пытӑмӑр.  Ку питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Регионӑн пуласлӑхри аталанӑвӗн ҫул-йӗрӗ ҫине ҫакӑ пысӑк витӗм кӳрет. Калӑпӑр, ҫурт-йӗр строительствишӗн тата ытти хӑш-пер тытӑмсемшӗн. Вӗсем пурте тенӗ пекех, халӑхӑн пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатса пыма майсем туса параҫҫӗ.  Вӗсем шӑпах та, халӑх ырлӑхӗшӗн питӗ аван», – тенӗ вӑл.  

Федерацин патшалăх регистрацийĕн, кадастр тата картографи службин Чăваш Республикинчи управленийĕ 2020 ҫултан пуҫласа 150 ытла инвестициллӗ проектсене пурнӑҫа кӗртсе пыма витӗм кӳнӗ.

Федерацин патшалăх регистрацийĕн, кадастр тата картографи службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертӳҫи Екатерина Карпеева сӑмаха малалла тӑснӑ май, вӗсен тытӑмӗнче тӑрӑшакан кашни специалист хӑй ҫине шанса панӑ ӗҫе епле пурнӑҫланинчен бизнес сферинче тӑрӑшакансемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине асӑннӑ.  Специалистсем ӗҫӗн хӑвӑртлӑхне ӳстерсен, предпринимательлӗх сферинче тӑрӑшакансене туххӑмрах производствӑсене уҫса пыма  май парать.  Тепӗр тесен, республикӑра пурӑнакансемшӗн социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем те вӑхӑтра уҫӑласси часах пулӗ. Инвестициллӗ проектсемпе пурнӑҫа кӗрекен объектсене учӗта илессине пӗр икӗ кун хушшинчех  документсене йӗркене кӗртсе пыни паха. Калӑпӑр, вӗсен шутне автомашинӑсем валли ҫул-йӗрсем, вӗрентӳ пайӗнчи социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем, спорт, сывлӑх сыхлавӗпе агропромышленноҫ пайӗнчи объектсене кӗртсе хӑварма йышӑну тунӑ.  Федерацин патшалăх регистрацийĕн, кадастр тата картографи службин Чăваш Республикинчи управленийĕ граждансене строительство ĕçĕсене пуçличчен çĕр лаптăкĕсен чиккисене тĕрĕс палăртмалли çинчен асăрхаттарсах тăрать.  Апла пулин те юлашки çулсенче республикăра чикĕсемпе çыхăннă тавлашусем сахалтарах. Кӑтарту 2021 ҫулхипе танлаштарсан, чылай чакни те ҫакнах ҫирӗплетсе парать тесе асӑннӑ хӑйӗн сӑмахӗнче регионти Управленийӗн ертӳҫи.   Йывӑрлӑх кӑларса тӑратма пултаракан ыйтусене туххӑмрах уҫӑмлатса парас тӗллевпе, цифра технолгийӗсене тӗпе хурса ятарлӑ ресурсра чатсем те йӗркелеме пултарнине ырӑ хыпара пӗлтернӗ вӑл. Вӑл ушкӑнра нумай функциллӗ центрсенче тӑрӑшкансем, кадастр инженерӗсем, кредит парса тивӗҫтерекен организацисенче тӑрӑшакансем те пулнине каланӑ вӑл.  Пӗр сӑмахпа каласан, документсене вӑхӑтра йӗркене кӗртме кирлӗ пек мӗнпур специалистсене явӑҫтарнине асӑннӑ  ертӳҫӗ.  Росреестр бизнесра тӑрӑшакансене валли анчах мар, ялта  ӗҫлесе пурӑнакансене валли те ҫӑмӑллӑхсем туса пама тӑрӑшасшӑн. 2021 ҫулта куҫман пурлӑха шута илме, регистрацилеме 3 кун иртнӗ пулсан, паян вара  специалистсем кун ҫурӑра мӗн пур ыйтӑва уҫӑмлатса татса пама май килнине те хыпарланӑ.  Маларахри ҫулсенче куҫман пурлӑхсене кадастр учетне илме 5 кун иртнӗ пулсан, халӗ вара 2 кунрах йӗркене кӗртсе шута илме май пуррине асӑннӑ вӑл.   Чикĕ ăçта вырнаçнине çырса кăтартни куçман пурлăх кадастрне кĕртмелли хăйне евĕрлĕ характеристика шутланать. Çавна май лаптăк чиккине вырăна тухса палăртмалла. Çĕрпе усă куракан кашни çын чикке улăштарма пултарать. Ку ĕç-хĕле пурнăçлама ятарлă организацисем, геодезистсем, кадастр инженерĕсем пулăшаççĕ. 

Электронлӑ сервиссене аталантарса вӑй-илтерсе пырассипе хастар ӗҫленине асӑннӑ ертӳҫӗ, ыйтса ҫырнисенчен ытларах пайӗ электронлӑ майпа вӗсем патне ҫитнине хыпарланӑ. Министерствӑсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче тӑрӑшакансемпе СЭДпа усӑ курса пыни те куҫ кӗретех. Кредитсем парса тивӗҫтерекен организацисем вӗсемпе электронлӑ майпа ҫыхӑну тытса ӗҫлени те никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар.

Тӗллевлӗн ӗҫлесе пырса, цифра сервисӗсене тӗпе хурса мӗнпур ӗҫ хучӗсене йӗркене кӗртсе пырассипе, территори органӗсем хушшинче пирӗн Федерацин патшалăх регистрацийĕн, кадастр тата картографи службин Чăваш Республикинчи управленийĕ ыттисемшӗн тӗслӗхре пулнине ырӑ хыпара пӗлтернӗ вӑл. Кӑҫал валли палӑртса хунӑ тӗллевсенчен пӗри – Марий Элпа Чӑваш Республики хушшинче чикӗсене тупса палӑртса хӑварасси.  Ку енӗпе тивӗҫлӗ йышӑну туса хӑварассине шанса каланӑ Федерацин патшалăх регистрацийĕн, кадастр тата картографи службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертӳҫи Екатерина Карпеева.  

Сӑмах май каласан, Росрееестр Чӑваш Республикин Экономика министерствипе, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсеме тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени куҫ кӗретех. Республика тата муниципалитетсен куҫман пурлӑхӗсене шута илессие курӑмлӑ ӗҫлесе пынине тепӗр хут ҫирӗплетсе каланӑ вӑл. Паянхи пурнӑҫ таппинче, цифра технологийсем пурнӑҫа вирхӗнсе кӗреҫҫӗ, апла пулсан ятарлӑ пысӑк технологиллӗ хатӗрсемпе ӗҫлесе пырасси ыйту та кун йӗркинчех тӑрать. Республика хыснинчен укҫа-тенкӗ енчен пулӑшу куҫарма пултарассине те шантарса каланӑ  республика Пуҫлӑхӗ, картографи материалӗсене тума витӗ кӳрессине те асӑннӑ.



29 февраля 2024
14:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter