Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн пресс-конференцийӗ иртет

Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн пресс-конференцийӗ иртет

Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн пиллӗкмӗш пресс-конференцийӗ пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртет. Палӑртса хӑваратпӑр: пӗрремӗш пресс-конференцие 2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ирттернӗ, ӑна регион ертӳҫи должноҫа кӗнӗренпе 100 кун ҫитнине халалланӑ, иккӗмӗшӗ   2020 ҫулхи раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, виҫҫӗмӗшӗ  2022 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, тӑваттӑмӗшӗ  2023 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулса иртнӗ.

Журналистсен ыйтӑвӗсене хурав панӑ май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑн 2023 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пӗтӗмлетӗ, обществӑпа политика тӗп пулӑмӗсене хаклӗ, малашлӑх планӗсене палӑртӗ, Раҫҫей Президенчӗн РФ Федераци Пухӑвне кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче янӑ Ҫырӑвне пурнӑҫа кӗртессипе ҫыхӑннӑ тӗп ҫул-йӗрсем пирки чарӑнса тӑрӗ.

Пресс-конференцие Чӑваш Ен Наци телекуравӗн тӳрӗ эфирӗнче, «Тӑван Радио» тата «Чӑваш Ен наци радиовӗн» официаллӑ сайтӗнче, Чӑваш Ен Наци телерадиокомпанийӗн ВК ушкӑнӗнче тата Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн телеграм-каналӗнче, ҫавӑн пекех «Чӑваш РеспубликинчиВК ушкӑнӗнче тата телеграм-каналӗнче 21Республика» телеграм-каналта трансляцилӗҫ. Вырӑсла тата чӑвашла текстлӑ трансляци «Чувашинформ» тата «Хыпар» ресурссенче пулӗ.

Журналистсен аккредитацилеме ыйтса ҫырнӑ заявкисене пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗччен 15 сехетчен йышӑнаҫҫӗ. Ҫак ag-press@cap.ru.электрон почтине ҫырса пӗлтермелле.



01 марта 2024
15:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter