Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен фестивальне хутшӑнакансене ырланӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен фестивальне хутшӑнакансене ырланӑ

 «Сириус» федераци территорийӗнче пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗччен Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн 20 пин ытла ҫамрӑк яш-кӗрӗм паллӑ пулӑма хутшӑнать. Мероприятине  бизнесра, культурӑпа наукӑра, вӗренӳпе сывлӑх сыхлавӗнче тӑрӑшакан ҫамрӑк лидерсем чылайӑн пухӑннӑ.  Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен фестивальне ҫамрӑксемпе ӗҫлекен Федераци агенстви йӗркеленӗ.   

Фестивальте Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Енӗн делагацийӗпе курса калаҫнӑ, ҫав шутрах Абхази, Казахстан ҫамрӑкӗсемпе те курнӑҫнӑ.  Уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче регион Пуҫлӑхӗ ҫакӑн евӗр тӗлпулусем уйрӑмах ҫамрӑксемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине асӑннӑ. «Фестиваль пирӗн пӗрлӗхе ҫирӗплетет. Тӗлпулусем пӗр-пӗрин паха ӗҫ опычӗсемпе паллашма витӗм кӳреҫҫӗ. Ҫакӑн евӗр ҫӗнӗлӗхсем пуласлӑхри тӗллевсене пурнӑҫа кӗртсе пыма витӗм кӳресси те часах»,  тенӗ вӑл.

Фестиваль ҫамрӑк лидерсене пӗр чӑмӑра пухма пулӑшнине те асӑннӑ республика Пуҫлӑхӗ хӑйӗн сӑмахӗнче.  Шӑпах та,  форум Раҫҫейӗн, пӗтӗм тӗнчен  пуласлӑхне кӑтартса парать тенӗ регион Ертӳҫи. Ҫитес вунӑ ҫуллӑхра епле аталанса пырса вӑй илсе пымаллине те ҫутатса парать тенӗ вӑл.

Тӗлпулу вӑхӑтӗнче республика Пуҫлӑхӗ ҫамрӑк яш-кӗрӗмӗн ыйтӑвӗсем ҫине хурав панӑ.    

Пулас професси пирки сӑмах хускатнӑ май, вӑл ҫапла каланӑ. «Пурнӑҫ ҫав тери хӑвӑрт улшӑнса пырать. Паянхи пурнӑҫра ӗҫлесе пыракан меслетсем тепӗр пиллӗк ҫултанах актуаллӑ тен пулмӗҫ.  Ҫавӑнпа та кулленех ҫӗнни патне ӑнтӑлма тӑрӑшмалла.  Паянхи пурнӑҫ ыйтакан тӗллевсене пурне те тенӗ пекех  пурнӑҫа кӗртсе пырассишӗн тӑрӑшмалла. Пысӑк технологисене тӗпе хурса ӗҫсене йӗркелесе пыма пӗлни паха.  Апла пулсан, ҫын мӗн чухлӗ ытларах ӑслӑлӑх патне туртӑнать, ҫавӑн чухлӗ вӑл ҫӗннине пӗлет, унпа усӑ курса ӗҫлесе пыма хӑнӑхса пырать»,  тенӗ.  

Йӑнӑшсем пирки сӑмахланӑ май вара ҫапла каласа хӑварнӑ республика Пуҫлӑхӗ. «Кулленех ӗҫлекен ҫын пысӑк профессионал пулма пултарать. Апла пулсан, ӗҫлекн ҫыннӑн йынӑшсем пуласси те часах.  Мӗн чухлӗ ытларах ҫын тӑрӑшса ӗҫлет, ҫавӑн чухлӗ ытларах йӑнӑшсем  пулма пултараҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, йӑнӑшсене вӑхӑтра тӳрлетме пӗлни аван. Кун пек чухне ҫын хӑйӗн йӑнӑшне курса, тӳрех ӑнкарса илет, ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлать, хӑвӑртрах профессионал пулса тӑрать»,  тенӗ регион Ертӳҫи.

 Йӑла-йӗрке ыйтӑвӗ те ҫамрӑксемшӗн кун йӗркинчех.  «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти пирӗн пӗрлӗхе тепӗр хут ҫирӗплетсе пачӗ. Пире никам та парӑнтараймӗ. 200 ытла тӗрлӗ халӑх пурӑнать, вӗсенчен кашнин хӑйӗн йӑли-йӗрки, культури тата чӗлхи.  Ҫакна пирӗн пурсӑмӑрӑн та упрама пӗлмелле.  Пӗрне-пӗри ӑнланса килӗштерсе пурӑнсан, эпир тата та вӑйлӑрах пулӑпӑр.  Пире никам та парӑнтараймӗ»,  тенӗ Пуҫлӑх.    

Ҫемье ыйтӑвӗ пирки калаҫнӑ май, республика Пуҫлӑхӗ пурнӑҫӑн тӗрӗс ҫул-йӗрӗпе пырас тесессӗн, ҫемьере килӗштерсе яланах пурӑнмалла тенӗ.  Ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑласси ҫемьерен те нумай килнине палӑрнӑ. Общество тӑнӑҫлӑхӗ ҫирӗп ҫемйере. Ӑнсӑртран мар пулӗ, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин кӑҫалхи ҫула Ҫемье ҫулталӑкӗ тесе йышӑнса хӑварнӑ, Указа алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Фестиваль шайӗнче ҫамрӑксемпе кӑсӑклӑ темӑсене сӳтсе явасси те куҫ кӗретех.  «Мӗн чухлӗ ытларах пуҫаруллӑ проектсем, ҫавӑн чухлӗ ытларах кӑсӑклӑ ӗҫсем пурнӑҫлнса пырӗҫ.  Ӳлӗмран те сирӗн проектсене пурнӑҫа кӗртсе пыма витӗм кӳрӗпӗр»,  тенӗ вӑл.

Студентсем пирки чарӑнса тӑнӑ май, пӗр-пӗрин хушшинчи туслӑха ҫирӗплетсе пыни вырӑнлӑ пулнине асӑннӑ вӑл.  Паха опытсемпе паллашсан, вӗсене пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшсан, ӳсӗм пуласси те часах. Влаҫра тӑрӑшакансем яланах ҫамрӑксене пулӑшма хатӗр пулнине палӑртнӑ Пуҫлӑх.



04 марта 2024
09:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter