Ҫуркуннехи тапхӑрпа пулакан ейӳне Чӑваш Ен тимлӗн хатӗрленет

Ҫуркуннехи тапхӑрпа пулакан ейӳне Чӑваш Ен тимлӗн хатӗрленет

Ейӳ тапхӑрне ӑнӑҫлӑ ирттерсе ярассине паян  республиӑра  вӗрентӳ тапхӑрӗ пынӑ май, чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва асӑрхаттарас тата сирес тӗлӗшпе ӗҫлекен комиссин республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынӑ ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.  Видео-канашлу мелӗпе ирттернӗ мероприятине республиӑри муниципаллӑ тата хула окургӗсен пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ.

Регион Пуҫлӑхӗ командӑпа штаб вӗрентӗвӗ икӗ тапхӑрпа иртнине хыпарланӑ.

Кӑҫал юр хулӑнӑшӗ те, шӑннӑ ҫӗр сийӗ те, ытти кӑтарту та маларахри ҫулсемпе танлаштарсан пысӑкрах пулма пултарасси паллӑ. Ҫавӑнпа ейӳ йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратма пуҫласси куҫкӗретех. Сӑмахран,  хӑш-пӗр муниципалитетра ялсене шыв илес хӑрушлӑх  сиксе тухма пултарӗ.  Вырӑнти пуҫлӑхсем ытти ҫулсенчи лару-тӑрӑва шута илсе тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнса хӑвараҫҫӗ. Чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва лексен, граждансене пулӑшу парассине, укҫа-тенкӗ ыйтӑвне татса парассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене палӑртнӑ вӗрентӗвӗн пӗрремӗш тапхӑрӗнче тишкерме плана кӗртнӗ.

Вӗрентӗвӗн иккӗмӗш тапхӑрӗпе килӗшӳллӗн, экономикӑшӑн пӗлтерӗшлӗ объектсене, социаллӑ инфратытӑма пушарсенчен сыхласа хӑварасси пирки, ҫут ҫанталӑк пӑтӑрмахӗсене сирсе ярассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явма палӑртнӑ.  Халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси тӗп ыйту, апла пулсан пурин те тимлӗ пулмалла, мӗнпур йӗркесене ҫирӗп пӑхӑнмалла тесе палӑртнӑ асӑннӑ канашлура.  

Чăваш Енре чрезвычайлă лару-тăру пирки халăха пĕлтерекен автоматизаци системине планпа килĕшӳллĕн тĕрĕслесех тӑраҫҫӗ. Гражданла оборона тренировки пуçланни пирки урамра вырнаçтарнă сиренăсемпе громкоговорительсем пĕлтереҫҫӗ.

Раççейри МЧСăн Чăваш Енри тĕп управленийĕ «Внимание всем!» текен асăрхаттару сигналĕ янăраттарать. Вĕрентӳ тревогине республика çыннисен лăпкăн йышăнмалла. Аса илтеретпĕр: гражданла хӳтĕлевĕн асăрхаттару сигналĕ авари, çут çанталăк синкерĕ, инкек, тăшман тапăнса кĕрес хăрушлăх пирки халăха пĕлтерет.



05 марта 2024
13:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter