Нумай ачаллă çемьесене — тĕрев
Нумай ачаллă çемьесене патшалăх тĕрлĕ пулăшу кӳрет. Раççей Президенчĕ кăрлач уйăхĕнче кун пирки ятарлă хушу та йышăнчĕ. Унпа килĕшӳллĕн халĕ регионти саккунсене çĕнетмелле. Шăпах кун пирки калаçрĕç те Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тата Раççей Патшалăх Думин председателĕн çумĕ Анна Кузнецова.