Хӗрарӑм-предпринимательсемпе пӗтӗмпе 1,3 млрд ытла тенкӗлӗх микрозайм илме 568 договор тунӑ

 Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗ тата Чӑваш Республикин Экономика министерстви «Хӗрарӑм тата ҫуркунне» ятпа йӗркелесе ирттернӗ вӑхӑтра кун пирки палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.  Ку хутӗнче паллӑ пулӑма Чӑваш Республикинчи хӗрарӑм-предпринимательсем хутшӑннӑ, пӗр-пӗрин паха ӗҫ опычӗсем пирки канашланӑ, пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрнисене тав сӑмахӗсем каласа хавхалантарнӑ.  

20212023 ҫулсенче пӗтӗмпе хӗрарӑм-предпринимательсемпе 568 килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ, пурӗ 1,3 млрд тенкӗлӗх микрозайм илме ӗҫ хучӗсене тирпейленӗ.  «Патшалӑх тӗревне илессипе хастар ӗҫлени курӑнать. Чылай проекта паташлӑх парса пулӑшнӑ укҫа-тенкӗпе пурнӑҫа кӗртсе пыни те куҫ кӗретех.  Пулаҫҫӗ тепре чухне ҫвӑн пек тӗслӗхсем, арҫынсем ӗҫлемелли ӗҫсене те чылай чухне хӗрарӑм-предпринимательсем пурнӑҫа кӑртсе пыраҫҫӗ. Кун пек тӗслӗхсем ыттисемшӗн ырӑ пуҫарусем пулса тӑни те никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар.  Калӑпӑр, пысӑк технологисен витӗмлӗхӗсене тӗпе хурса, производствӑсене хута яраҫҫӗ хӗрарӑмсем. Кунта вара, шӑпах та арҫынсен ӗҫлемелле пек те. Пур-пӗрех хӗрарӑмсем ытларах ӗҫлени никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Ку пире – пурсӑмӑра та ҫитӗнӳсем патне пыма хавхалантарать»,   тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗче республика Пуҫлӑхӗ.

Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче хӗрарӑм-предпинимательсене хӑйсен пуҫаруллӑ проекчӗсене пурнӑҫа кӗртсе пыма патшалӑх енчен 80 млн тенкӗ парса тивӗҫтернӗ.  Социаллӗ пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫлама хӗрарӑм-предпринимательсенчен 55-шӗ укҫан тӗрев илнӗ, пурӗ 25 млн тенкӗлӗх патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курнӑ.  Кивҫен укҫа илсе проектсене пурнӑҫа кӗртнӗшӗн, тӑкаксене саплаштарма 21 организацине 46 млн тенкӗ парса тивӗҫтернӗ. Предпринимательлӗх тытӑмӗнче ҫамрӑк яш-кӗрӗм те чылай тӑрӑшать, 25 ҫула ҫитмен ҫамрӑксем 10 проекта пурнӑҫа кӗртме грант мелӗпе патшалӑх енчен 10 млн тенкӗне тивӗҫнӗ. Ку та ҫав тери пысӑк кӑтарту.     

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев мероприятине пухӑннисене саламланӑ май ҫапларах палӑртса каланӑ: «Ҫемьере хӗрарӑм ҫав тери пысӑк вырӑн йышӑнать. Вӗсем патшалӑх тата общество ӗҫне яланах хастар хутшӑнаҫҫӗ.  Республикӑри хӗрарӑмсем кулленех пӗр чӑмӑра пухӑнса халӑхшӑн пархатарлӑ проектсене пурнӑҫа кӗртессишӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ. Уйрӑмах, паянхи пурнӑҫ таппинче, ятарлӑ ҫар операцийӗсем пынӑ тапхӑрта та хӗрарӑмсем чылай витӗм кӳреҫҫӗ.  Йывӑр лару-тӑрӑва  лекнӗ ҫемйесемпе тӑтӑшах тӗл пулаҫҫӗ, вӗсене май пур таран пулӑшаҫҫӗ. Раҫҫейшӗн пӗлтерӗшле чылай курӑмлӑ мероприятисене йӗркелесе ирттереҫҫӗ»,  тенӗ.  



06 марта 2024
08:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter