Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн ҫулсерен пулакан пресс-конференцине 80 ытла журналист хутшӑннӑ

Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн ҫулсерен пулакан пресс-конференцине 80 ытла журналист хутшӑннӑ

Мероприятие федераци, республика, район МИХӗсен, ҫав шутра Раҫҫейӗн ҫӗнӗ регионӗсен, шкул тата студентсен медиастудийӗсен 84 представителӗ (2023 ҫулта 51) аккредитациленнӗ.  Журналистсемпе   республика Пуҫлӑхӗ 2 сехет те 25 минут калаҫнӑ, ҫак вӑхӑтра 46 ыйту ҫине хурав панӑ.

Иккӗмӗш ҫул журналистсем электронлӑ черетӗн программипе усӑ курса хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене республика Пуҫлӑхне панӑ.  Республикӑра пурӑнакансенчен ыйтусем сахал мар килсе ҫитнӗ.  Массӑллӑ информаци хатӗрӗсене  куракансенчен итлекенсенчен, вулакансенчен те ыйтусем пулнӑ.

Пӗрремӗш хут Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн пресс-конференцийӗ  лару-тӑру центрӗнче иртнӗ. Ку вӑл управлени йышӑнӑвӗсене тума пулӑшакан даннӑйсен управленийӗн экосистеми. Вӑл ӗҫленӗ май цифрӑллӑ трансформаци центрӗн управленийӗн  аналитикӗсем интерактивлӑ информаци панелӗсем  дашбордсем  хатӗрленӗ, вӗсем регионӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн кӑтартӑвӗсемпе паллаштарнӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ журналистсемпе ҫул-йӗр, вӗренӳ, инфратытӑм,  ҫемьесем тата вӗсене пулӑшасси, Владимир Путин Президентӑн ӗҫлӗ ҫул ҫӳревӗ пирки тӗплӗн калаҫнӑ.

Пресс-конференцийӗн видеоне  ҫак ссылкӑпа пӑхма май пур.

 



12 марта 2024
17:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter