Чӑваш патшалӑх университечӗн «Студентсен ҫуркунни» 55-мӗш фестивалӗ тапраннӑ

Чӑваш патшалӑх университечӗн «Студентсен ҫуркунни» 55-мӗш фестивалӗ тапраннӑ

Студентсен пурнӑҫӗнче чи кӗтнӗ тапхӑр –  «Пӗтӗм Раҫҫейри студентсен ҫуркунни». Ӑна аслӑ шкулсенче вӗренекенсем кашни ҫул чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.  Фестивале пирӗн тӑрӑхра 1969 ҫултан пуҫласа ирттерме тытӑннӑ.

«Студентсен ҫуркунни – 2024» фестивале уҫасси питӗ пысӑк чыс та хисеп.  Республикӑри аслӑ шкулсенче «Студентсен ҫуркунни» фестиваль тапранчӗ.  Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑранпах студентсем ҫак уява хатӗрленме тытӑннӑ.  Паллӑ, пурнӑҫланӑ ӗҫсем те куҫкӗретех.  Ҫамрӑксем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартса парассишӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ.  Пултаруллӑ ушкӑнсем хӑйсенчен мӗн кирлине пӗтӗмпех туса пама пикенеҫҫӗ. Хӑйне евӗрлӗ проектсене пурнӑҫлассишӗн те сахал мар ӗҫлеҫҫӗ.  Вӗсен девизӗ те ӑнсӑртран мар, хӑв мӗн тума пӗлнине кӑтарса пар, ҫитӗнӳсемпе лӑпланса лармалла мар, ӳлӗмрен те пысӑк кӑтартусем патне ӑнтӑлма пӗлмелле. Хӑйне евӗрлӗ ӑмӑрту ҫамрӑк яш-кӗрӗме вӗренӳ пайӗнче те ҫитӗнӳсем патне туртӑнма витӗм кӳрет.  Тен каярах, пурнӑҫ ҫулӗнче те кирлӗ пулӗ ҫамрӑк чухне тавра-курӑмлӑха анлӑлатса ӳстерсе пыни.  Професси ӗҫӗнче, ҫемйере те ҫамрӑк чухне пухнӑ пуян паха опыт пулӑшса пырасса пӗлсех тӑратпӑр.   Командӑсене пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрма сунатӑп. Ҫуркунне – ҫамрӑксен тапхăрĕ. Кайрӑмӑр – малалла!», – тесе чӗнсе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.  

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Культура керменӗнче уйӑх хушшинче  вуннӑран кая мар концерт йӗркелесе ирттерме палӑртнӑ. Ытти жанрсемпе те хаваслӑ мероприятисем ирттерме программӑна кӗртнӗ.  Пӗтӗмпе 200 ытла пултарулӑх номерне хатӗрлеме шутланӑ.  

Фестивале И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӑс пухакан пин ытла  яш-кӗрӗм хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.

Чи кӑсӑклӑ самантсенчен пӗри – ытти ҫулсенче аслӑ шкултан вӗренсе тухнӑ профессионалсем уява пухӑнни.  Вӗсем ку хутӗнче те хӑйсен ӑсталӑхне ҫитӗнекен ҫамрӑксенене пӗтӗм кӑмӑлтан кӑтарса пама килӗшнӗ.  Пӗр-сӑмахпа каласан, пӗрне-пӗри савӑк кӑмӑл парнелӗҫ, пуласлӑра епле аталанса вӑй илсе пырса, ыттисемшӗн тӗслӗх пулма тӑрӑшмаллине кӑтратӗҫ.  

Кӑҫалхи ҫамрӑксен ҫуркунни уявне ака уйӑхӗн 24-мӗшӗччен ирттерме плана кӗртнӗ.

Паллӑ кун Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен фестивале тӗпе хурса «Действуй» фестивале те уҫнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренекен 165 ҫамрӑк яш-кӗрӗм мероприятин  хатӗрленӳ тапхӑрӗн кашни пайне хутшӑннӑ. Халӗ вӗсем пухнӑ паха опыта тӑван регионта ыттисене кӑтартса парӗҫ, ВФМ-2024 мероприяти пирки тӗплен паллаштарӗҫ.  

Кӗскен пӗлме, республикӑри мӗнпур муниципалитет округӗсенче мастер-классем йӗркелесе ирттерӗҫ.  Тӗрлӗ ӑмӑртусем, уҫӑ калаҫусем, кӑсӑклӑ темӑсемпе ӑсталӑх урокӗсене те ирттересси паллӑ.  Пӗр сӑмахпа палӑртсан, ҫамрӑксене валли ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприятисем ирттерме план тунӑ.

2020-2024 вӗренӳ ҫулӗсенче Чӑваш Енри ҫамрӑксем тӗрлӗ наградӑсем ҫӗнсе илнӗ ӑмӑртусенче. Гран-При тӑватӑ хутчен илме тивӗҫлӗ пулнӑ пирӗн пултаруллӑ ҫамрӑк яш-кӗрӗм.  Мелитополь хулинче ҫамрӑксен пултарулӑхне аталантарма витӗм кӳрекен программӑна та хутшӑнма ирӗк илнӗ пулнӑ.



12 марта 2024
08:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter