Чӑваш Енре Республика кунне уявлассипе ҫыхӑннӑ мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ

Чӑваш Енре Республика кунне уявлассипе ҫыхӑннӑ мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ

Чӑваш Республикин  Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче  Республика кунне уявлама палӑртнӑ мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ. 

Уявӑн тӗп мероприятийӗсем Шупашкар хулинче тата Тӑвай муниципаллӑ округра иртӗҫ.

Вӗсен йышӗнче – ӗҫлӗ тата пултарулӑхри ҫыхӑнусене анлӑлатса пымалли мероприятисем те чылай. Вӗсем:  Шупашкарти экономика форумӗ; регионсем хушшинчи «Регионсем – чикӗсӗр килӗштерсе ӗҫлесси» курав;  XXII Пӗтӗм Раҫҫейри декораципе ӳнер ӑстисен конкурсӗ «Руҫ ӑстисем»; архитектурӑпа урбанистика форумӗ; агроволонтер слечӗ «Ялсенчи чи лайӑххисем»; пӗтӗм тӗнчери «Асаматсен» фейерверкӗсен фестивалӗ; республикӑри чи лайӑх ял хуҫалӑх предприятийӗсен «Агро-100» клубӗ» презентацийӗ тата ыттисем те.

Йӑлана кӗнӗ уявсем те иртӗҫ «Сабантуй» тата «Акатуй». Раҫҫейӗн тӗп хулинче, Мускавра, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче чӑвашсен тӗп уявӗ «Акатуй» пулать.

Культура тата спорт мероприятийӗсене, ҫавӑн пекех Ҫемье ҫулталӑкӗ тата Экологи культурипе перекетлӗ ҫут ҫанталӑкпа усӑ курмалли ҫулталӑк шайӗнчи мероприятисене пӑхса хӑварнӑ.

 XXXII Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн фестивалӗ «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем»,  баскетбол, волейбол енӗпе Чӑваш Республикин чемпионачӗ иртет. «Кӗрешӳ» наци кӗрешӗвӗн фестивалӗ, республикӑри «Спорт ҫемйи» фестиваль, пӗтӗм Раҫҫейри ГТО физкультурӑпа спорт комплексӗн республика фестивалӗ; утпа чупса ӑмӑртасси«Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн кубокӗ – 2024», автомобиль спорчӗ енӗпе Чӑваш Республикин чемпионачӗ, «Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем – Чӑваш Ен ҫӑл куҫӗсем» экофестиваль иртесси те паллӑ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсемпе общество инфраструктурин объекчӗсене уҫма плана кӗртнӗ. «Атӑл» стадион;   пысӑк фермӑсем.  Тӑвайра халӑх таврапӗлӳ музейне тата Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн хирурги корпусне тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн уҫӗҫ. Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн маларах пыракан территорийӗнче импорта улӑштаракан полимер продукцийӗн производствине хута ярӗҫ. «Элкон» тулли мар яваплӑхлӑ обществӑн импорта улӑштаракан системине сери туса кӑларакан цех та уҫма плана кӗртнӗ.

Уява йӗркелесе ирттернӗ май,  ялсемпе хуласене тирпей-илем кӗртме анлӑ ӗҫсем палӑртса хӑварнӑ.

 



14 марта 2024
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter