Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Чӑваш Енре 11 пин ытла ҫын пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата йӑлари пулӑшу сферинче вӑй хурать.  Регионти мӗнпур ҫыннӑн хӑтлӑхӗпе ырлӑхӗ,  мӗнпур учрежденисемпе предприятисен ӗҫ-хӗлӗ, ҫуртсем таврашӗнче тасалӑхпа йӗркелӗх, ҫутӑлӑх сирӗн професси ӑсталӑхпа тӑрӑшулӑхран  чылай килет.

Чӑваш Республикинче коммуналлӑ инфратытӑма ҫӗнетсе улӑштарассипе курӑмлӑ ӗҫсем туса пыраҫҫӗ. Пӗчӗк хуласене ӑшӑпа тивӗҫтермелли тытӑмсене ҫӗнетеҫҫӗ.  Пуласлӑхра Чӑваш Енӗн мӗнпур округра тасатмалли ҫӗнӗ сооруженисем тума палӑртнӑ. Патӑрьел, Шӑмӑршӑ тата Каҫал ен округӗсенче нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансене таса шывпа тивӗҫтерме ҫӗнӗ объект хута яма тӗллев лартнӑ. Ҫурт-йӗр строительстви валли территорисене комплекслӑ майпа хута ямалли лаптӑксем валли инженери, транспорт, социаллӑ инфратытӑм тӑвас проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Пирӗн граждансем ҫак ырлӑха туясси,  пысӑк тӗллевсем пурнӑҫа кӗресси сирӗнте те чылай килет.

Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, чӑтӑмлӑх тата профессире ҫӗнӗ ӳсӗмсемпе палӑрма сунатӑп. Хӑвӑра кӑмӑла каякан ӗҫсем сире яланах тулли кӑмӑл, мӑнаҫлӑх туйӑмне парнелеччӗр.

Уяв ячӗпе!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                             Олег Николаев



17 марта 2024
08:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter