«Крым пысӑк пуласлӑхлӑ регион», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев

«Крым пысӑк пуласлӑхлӑ регион», – тесе палӑртнӑ  Олег Николаев

Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕ – Раҫҫей халăхĕсемшĕн тата унăн гражданĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ кун: вунӑ ҫул каялла ҫак кун Крым Республики тата Севастополь тăван ҫĕрне таврăннӑ. Кун пирки палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче паллӑ пулӑма халалласа Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртнӗ мероприятире Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ. Вунӑ ҫул хушшинче Крым палӑрмаллах вӑй илсе улшӑннине асӑннӑ вӑл.  Ҫӗнӗ аэропорт, Крым кӗперӗ халӑхшӑн питех те пӗлтерӗшлӗ объектсем тесе хакланӑ Пуҫлӑх.  «Артек» пӗтӗм халӑхсен хушшинчи Ача-пӑча центрӗ те хӑйне евӗр ҫӗнелсе улшӑннине палӑртнӑ регион Ертӳҫи.  «Артек» лагере чӑваш ачисем иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ кайса хӑйсен тавра курӑмлӑхне ӳстерсе ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатса пыраҫҫӗ.  

«Пирӗнтен кашни лайӑх астӑвать пулӗ. Тӳрех 2014 ҫул хыҫҫӑн унта пулнӑ май, кашни объект кивӗ, хӑйӗн сӑн-сӑпатне улӑштарнине асӑрхарӗ.  Ҫав вӑхӑтрах эпир курса ӗнентӗмӗр, халӑх тӑван ҫӗре таврӑннӑшӑн савӑнса хӑйсен ырӑ шухӑшне пӗлтернине.  Паян палӑртма кӑмӑллӑ, кӗске вӑхӑт хушшинче социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем тӗпрен ҫӗнелсе улшӑннине, халӑх савӑнса пурсӑмӑра та кӗтнине. Ку вара чи пахи», – тесе сӑмаха малалла тӑсса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.   Палӑртса хӑвармалла, чӑнласах та Крым Раҫҫейшӗн ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑчӗ.  Социаллӑ пурнӑҫпа экономика курӑмлӑн аталанса вӑй илсе пырать, халӑхӑн ӗҫ укҫи шайӗ виҫӗ хут ӳсни те ҫакнах ҫирӗплетсе парать. Запорожеск облаҫӗнче Бердянск районӗнче пирӗн Чӑваш Ен предприятийӗсемпе организацийӗсенче тӑрӑшакансем пулнӑ май, час-часах 2014 ҫулсенче чӑнласах та, Крым хавшаса пынине курнӑ. Унти халӑха пире хирӗҫ тӑракан тӑшмансем чылай йывӑрлӑха кӗртсе ӳкернине тепӗр хут ҫирӗплетсе каланӑ республика Пуҫлӑхӗ.   

«Паян эпир пурсӑмӑр та ҫирӗппӗн калама пултаратпӑр, Крым яланлӑхах пирӗнпе пӗрле.  Вӗсем тӑван ҫӗре таврӑнни, ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлма витӗм кӳреҫҫӗ, пурне те ӳсӗмпе палӑрма хавхалатараҫҫӗ.  Вунӑ ҫул хушшинче Крым тӗпрен ҫӗнелсе улшӑнчӗ.  Крым халӑхӗ эпир вӗсене пулӑшнине туххӑмрах туйса илчӗ. Пӗрле эпир тата та вӑйлӑрах аталанса вӑй илсе пыни куҫ кӗретех», – тесе тепӗр хут палӑртнӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ.

Асӑннӑ уявӑн тӗп хӑнисем, ятарӑ ҫар операцине хутшӑннӑ паттӑрсем. Хисеплӗ хӑнасене чыс туса сӑмах панӑ паллӑ пулӑмра.

Артемий Репкин подполковник, ятарӑ ҫар операцине хутшӑннӑ паттӑр сӑмаха пуҫланӑ май ҫапларах каланӑ: «Крымпа Севастополь халӑхӗ референдумра хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне палӑртнӑ,  Раҫҫей ӑс-хакӑл тӗнчине тӗпе хурса, уншӑн парӑнса пурӑннине пӗлтернӗ.  Палӑртма кӑмӑллӑ, пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, вунӑ ҫул каялла Тӑван ҫӗршывӑмӑра вӗсем таврӑнчӗҫ.  Ҫак кун ӗмӗр асра юлӗ пирӗн чӗремӗрсенче», – тенӗ.

Ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсен ассоциацийӗн регионти обществӑлла организацийӗн  председателӗн ҫумӗ  Иван Ярусов ҫапла каланӑ: «Тӑван ҫӗршывшӑн пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗ  ҫав тери паллӑ кун пулса тӑчӗ.  Эпир пурсӑмӑрта пӗрле пулнине ҫирӗплетет.  Пирӗн паттӑрлӑх, тӑван ҫӗршывӑмӑра юратни пурсӑмӑра та тата та вӑйлӑрах пулма витӗм кӳреҫҫӗ.   Пурне те тӑнӑҫ пурнӑҫ, сывлӑх, иксӗлми телей, ҫӗнтерӳ тума вӑй-хал сунатӑп», – тенӗ,  тӑван халӑх ырлӑхӗшӗн яваплӑха туйса, таса чунпа пурӑнма чӗсе каланӑ вӑл.

 



19 марта 2024
08:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter