Шкул ачисемпе студентсемшӗн, Шупашкар агломерацийӗ пирки ӳкернӗ фильм усӑллӑ пулӗ

 Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Раҫҫей» куравра Чӑваш Енӗн экспозицийӗсемпе паллашнӑ чухне хыпарланӑ.  Ку хутӗнче курава   Чӑваш Республикин Строительство министерстви кӑсӑклӑ материалсем хатӗрлесе тӑратнӑ, вӑл шутра Шупашкар хулин агломерацийӗ пирки те чаплӑ презентаци пулнӑ, видеоролик куракансене валли туса панӑ.   

«Палӑртма кӑмӑллӑ, фильм хӑйне евӗр чаплӑ пулса тухнӑ. Куракансем те кун пирки палӑртсах калаҫҫӗ.  Вӗрентӳ учрежденийӗсене фильма салатса памалла.  Пурнӑҫа епле калӑпламаллине ҫитӗнекен яш-кӗрӗмӗн пӗлсе ӳсмелле, Шупашкара аталантармалли мастер-плана курмалла вӗсен. Май пур таран пурин те палӑртнӑ ӗҫсене хастар кӳлӗнме тӑрӑшмалла.  Шупашкарта пурӑнакансемшӗн видеоролик уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ пуласса шансах тӑратпӑр.  Пирӗнтен кашни пуласлӑх пирки шухӑшлать, апла пулсан регионта пурӑнакансемшӗн ҫав тери кӑсӑклӑ материал, унпа пурин те паллашсан аван.  Раҫҫейре пурӑнакансем кӳршӗллӗ регионсене кайса пурӑнассине хапӑл тусах йышӑнаҫҫӗ. Кашни ҫын хӑй кӑмӑлне тивӗҫтерекен ӗҫпе ӗҫлесен, ҫитӗнӳ пуласси те часах.  Хулана аталантарса вӑй илтермелли мастер-план  ӳлӗмрен пуласлӑх тата та ырӑрах пуласса шантарать. Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви хатӗрлекен аталану ҫул-йӗрӗн проекчӗ те пуласлӑхшӑн витӗмлӗ», – тесе ҫапларах палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Курава хатӗрлесе тӑратнӑ презентацийӗн тӗп теми пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмне аталантарса пырасси пулса тӑнӑ Чӑваш Республикин Строительство министерстви хатӗрленӗ материалта.  Кулленхи ырлӑха камсем тунине те курава пынӑ хӑнасем курса ӗненеҫҫӗ.  Регионти предприятисем епле ӗҫленине, вӗсен ырӑ тӗслӗхне тӗпе хума тӑрӑшаҫҫӗ. Талӑкӗпе ӗҫлекен предприятисемпе организацисем халӑхӑн пурнӑҫ условийӗ лайӑхлантӑр тесе тимлеҫҫӗ.  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев экспозицисемпе тӗплӗн паллашнӑ, вӗсен хӑйне евӗрлӗхне курса ӗненнӗ.    

«Мастер-планра шыва тасатса халӑх патне илсе ҫитерессипе те ҫыхӑннӑ курӑмлӑ  проект пур. Ҫынсем патне таса шыв илсе ҫитермелли план хӑйне евӗр паха пулса тухнӑ. Курса ӗненме пулать, туххӑмрах таса мар шыв ҫап-ҫутӑ ҫуталса халӑх патне кирлӗ пек шайра ҫитнине. «Ӑслӑ ҫурт» проекта та пысӑк технологисен витӗмлӗхне тӗпе хурса электротехника енӗпе кӑсӑкланакан ҫамрӑк яш-кӗрӗм стендсем ҫинче курава курма пыракансене валли хатӗрлесе панӑ.  Пӗр сӑмахпа каласан, ҫынсен пурнӑҫ условийӗн шайне лайӑх енне куҫарма витӗм кӳрекен меслетсем чылай пулнӑ куравра. Халӑх хӑй ҫаксене пӗтӗмпех курса ӗненчӗ», – тесе тепӗр хут ҫирӗплетсе каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.   



22 марта 2024
09:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter