Олег Николаевӑн «тӳрӗ линийӗ» валли Чӑваш Енре пурӑнакансенчен 280 ытла ыйту килсе ҫитнӗ
Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «тӳрӗ лини» ирттерет. Вӑл 18 сехетре пуҫланать.
Халӑхӑн ыйтӑвӗсемпе сӗнӗвӗсене «Чӑваш Республики» ушкӑнӗнче тата Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ регистрацилеме май пур.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, «Тӳрӗ эфир» вӑхӑтӗнче колл-центр ӗҫлет, унта ҫак телефон номерӗпе 8 (8352) 565-100 шӑнкӑравласа тухма юрать.
«Тӳрӗ лини» мелӗпе иртекен трансляцине «Чӑваш Республики» ушкӑнра, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн телеграм-каналӗнче, Чӑваш Ен Наци телекуравӗпе курма, Чӑваш Наци радиовӗн хумӗсем ҫинче итлеме пулӗ.
Онлайн-трансляцин текстне «Хыпар» хаҫатӑн социаллӗ сетӗнче (чӑвашла вариантне) тата «Чӑвашинформ» информагенствӑн социаллӑ сечӗн страницинче вырӑсла вырнаҫтарӗҫ.