Бензин хакӗсем Чӑваш Енре инфляци виҫинчен иртмен

Бензин хакӗсем Чӑваш Енре инфляци виҫинчен иртмен

Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Федерацин антимонополи службин Чӑваш Енри Управленийӗн ертӳҫипе Валерий Котеевпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ вӑхӑтра каланӑ.

«Пӗлтӗрхи ҫул ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи тата кӑҫалхи ҫулӑн кӑтартӑвӑсем пӗр-пӗринпе уйрӑлса тӑни куҫ кӗретех, инфляци калӑпӑшӗпе тӳр килсе тӑраҫҫӗ, тӑнӑҫлӑх ку тӗлӗшпе пурри сисӗнет, хальхи вӑхӑтра та вӑл ҫакнашкалах», – тесе хыпарланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче регионти Упрвленийӗн ертӳҫи.

«Управленийӗнче вӑй хуракансем кашни эрнере бензинпа тивӗҫтерекен организацисенче вӑй хуракансемпе ӗҫлӗ канашлу ирттереҫҫӗ.  Уҫӑ калаҫӑва Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерствинче, Чӑваш Енӗн Промышленность тата энергетика министерствинче тӑрӑшакансем, прокуратурӑра ӗҫлекенсем тата ытти ятарлӑ ведомствӑсен представителӗсем хутшӑнаҫҫӗ», – тесе сӑмаха малалла тӑснӑ вӑл.  

Реклама тӑвакансем, туянакансен ирӗкӗсемсӗрех хыпарсене вырнаҫтарни пирки тӑтӑшах Раҫҫей УФАСне ҫӑхавсем пӗлтӗрхи ҫулта та 2022 ҫулхи пекех чылай килнине асӑннӑ ертӳҫӗ.  Рекламӑсем пирки саккунсене пӑсни ҫинчен пӗлтӗрхи ҫул ытти чухнехи пекех час-часах  хыпарсем вӗсем патне килсе ҫитнине пӗлтернӗ, 2023 ҫулта асӑннӑ ведомствӑна 133 заявлени, 2022 ҫулта 105 тӗслӗх ҫакнашкаллисем пулнине каланӑ, йӗрке пӑсакансене ҫийӗнчех тупса палӑртса саккунсемпе килӗшӳллӗн явап тыттарнине  пӗлтернӗ вӑл. 

Сӑмах май, Валерий Котеев ҫулталӑк хушшинче йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ самай чакнине палӑртнӑ вӑл. 2023 ҫулта – 185, 2022 ҫулта вара 321 тӗслӗх тесе шута илнине асӑннӑ  ведомство ертуҫи.  

«Иртнӗ ҫул  ӗҫсене централизацилессипе тата цифра ҫине куҫарассипе чылай ӗҫ туса ирттернӗ.  Паллӑ, кун пек йышӑнусем туса хӑварни йӑнӑшсем тӑвассинчен пӑрать.  Хӑш-пӗр ӗҫсене тӗрӗслеве илме те аван.  Чи кирли вара ӗҫсем епле пулса пынине – халӑх хӑй курса ӗненни», – тесе сӑмаха ҫавӑрса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ.  

 



28 марта 2024
14:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter