Чӑваш Енре «Служу России» концертран «Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр» акци пуҫланнӑ

Чӑваш Енре «Служу России» концертран  «Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр» акци пуҫланнӑ

Палӑртнӑ вунӑ ыркӑмӑллӑх концерчӗсенчен пӗрремӗшӗ Шупашкар хулинче иртнӗ. «Служу России» программӑна Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче тӑрӑшакан артистсен юрри-ташшисене кӗртнӗ.  

Чӑваш Республикин Культура министерстви пуҫарнӑ акци ака уйӑхӗ вӗҫленичченех пырӗ. Унта республикӑри патшалӑхӑн культура учрежденийӗсенче тӑрӑшакансене явӑҫтарма тӗллев лартнӑ.  Палӑртса хӑваратпӑр, концертсемшӗн пухӑннӑ укҫа-тенкӗне ятарӑ ҫар операцине хутшӑнакансене валли тӑкаклама палӑртнӑ.  

Мероприятине пухӑннисене саламланӑ май, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫапла палӑртнӑ: «Культура ӗҫченӗсем марафона пуҫарнӑ май, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене валли хушма укҫа-тенкӗ пуҫтарса параҫҫӗ.  Ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑнакансене валли пӗтӗмпе  гуманитари пулӑшӑвне 28 хутчен илсе ҫитерсе панӑ, 100 млн тенкӗ пухнӑ, вӗсенчен 3 млн концертсем лартнӑшӑн пухӑннӑ укҫа.  Культура учрежденийӗсене пухӑнса, пӗр-пӗринпе курса калаҫни пурсӑмӑра та ытларах та ытларах вӑй-хал хушать, ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлма витӗм кӳрет. Пирӗн халӑх ятарлӑ ҫар операцийӗсем пуҫланнӑранпах пӗр-пӗрне пулӑшма, май пур таран тӗрев пама пӗлнине ҫирӗплетет. Хуласемпе ялсенче пурӑнакансем тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшаҫҫӗ, пур-пӗрех пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе, хӑйсенчен мӗн килнине тума тӑрӑшаҫҫӗ.  Паллӑ, пире хирӗҫ тӑракансем ҫакна пӗтӗмпех туяҫҫӗ, каялла чакса, хӑйсем айван пулнине кӑтартаҫҫӗ. Пирӗн паттӑрсем, ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе хӑйсене шанса панӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлаҫҫӗ»,  тенӗ.

«Нумаях пулмасть ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансенчен пӗринпе курса калаҫма тӳр килчӗ.  Вӑл салтаксем, тыл ҫирӗп пулнине туяҫҫӗ тесе хыпарларӗ. Уйрӑмах, ятарлӑ пулӑшусем ҫитсен, пӗрлӗхре пирӗн вӑй пулнине те куратпӑр терӗ»,  пӗлтернӗ ырӑ хыпара регион Пуҫлӑхӗ. Ҫӗршывӑмӑрӑн историне хальхи вӑхӑтра тӑвакан, ҫӗнӗ тӗнче тытӑмӗн никӗсӗсене хывакан ентешӗмӗрсене уйрӑммӑн палӑртса хӑвармалла. Сӑмах республикӑра ҫуралса ӳснӗ ҫынсем – унчченхи Украина территорийӗнче иртекен ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем ҫинчен пырать. Вӗсенчен пирӗншӗн кашниех паттӑр шутланать.

Иртнӗ икӗ ҫул хушшинче патшалӑх театрӗсемпе культура учрежденийӗсем пӗтӗмпе ыркӑмӑллӑх мероприятийӗсене 13 хутчен йӗркелесе ирттернӗ.  Пухмача пухӑннӑ укҫа-тенкӗне «Пӗрле» фонда куҫарса панӑ, ятарлӑ ҫар опрерацийӗсене хутшӑнакансене валли кирлӗ хатӗрсем е тата ытти пулӑшусемпе тивӗҫтерме тӑкакланӑ.  

Ырӑ ӗҫ тума васкакансене, май пур таран пулӑшупа тивӗҫтерме кӑмӑл тӑвакансене пурне те мухтаса тав сӑмахӗсем каланӑ «Пӗрле» фондӑн директорӗ Наталия Колыванова.  «Пулӑшу парас текенсем хушшинче пурте пур - ача сачӗсенче ӗҫлекенсем, шкулсенче вӗрентекенсем, студентсем, ватӑсем.  Халӑхран пурӗ 10 млн тенкӗ пухӑннӑ. Эсир салтаксене пулӑшу пама кӑмӑл туни  - хӑйне евӗр пысӑк хисепе тивӗҫ. Паттӑрсем те ҫакна пӗрре мар ҫирӗплетсе калаҫҫӗ»,  тесе хыпарланӑ вӑл.

Ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑнакансене тӗрев парассипе Чӑваш Республики пысӑк тимлӗх уйӑрать. Кун пирки Чӑваш Республикин ҫар комиссарӗ Бахтиер Холиков та тепӗр хут палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче мероприятине пухӑннисене тав тунӑ май.  Правительство ҫар ҫыннисене хӑйсене те, вӗсен ҫемйисене те комплекслӑн пулӑшса пырать тенӗ вӑл.   

Культура учрежденийӗсем тӑтӑшах пӗлтерӗшлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ, пӗрлӗхре вӑй пулнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ачисене, ашшӗ-амӑшӗсене, мӑшӑрӗсене вулавӑшсене, музейсене тӳлевсӗрех ҫӳреме кирлӗ пек йышӑну туса хӑварнӑ.  

Сахал мар курӑмлӑ мероприятисем ирттереҫҫӗ республикӑра, паттӑрсен ятне ӗмӗр асра тытма витӗм кӳрекен объектсем те хута яраҫҫӗ.  Калӑпӑр, Етӗрне тӑрӑхӗнче палӑк уҫнӑ.    

 Музейсенче тӗрлӗ куравсем хатӗрленӗ, паттӑрӑн тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫса пуҫне хутӑ салтаксене асӑнса уҫӑ калаҫусем ҫитӗнекен ӑрупа йӗркелесе ирттернӗ.  Чӑваш Республикин патшалӑх архивӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисем пирки ӗҫ хучӗсене пухса ятарлӑ коллекци тума палӑртнӑ. Апла пулсан, вӗсем пирӗн чӗресенче ӗмӗрлӗх упранассине пӗрре те иккӗленмӗпӗр. Вӗсем – пирӗн мӑнаҫлӑх. Тӑван тӑрӑха вӑй пухса тӗрекленме килсен вӗсенчен нумайӑшӗ шкулсенче патриотлӑх урокӗсем ирттерет. Ҫитӗнекен ӑрушӑн ҫакӑн пек тӗлпулусем нумайлӑха асра юлаҫҫӗ. Ҫакна пурте лайӑх ӑнланатпӑр, паттӑрлӑх ҫапӑҫура палӑрать тесе те ӑнсӑртран каламан  пулӗ ватӑсем.



04 апреля 2024
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter