Чӑваш Ен аталанӑвӗн 2030 ҫулччен йышӑннӑ уйрӑм программине тӑсассине Владимир Путин ырланӑ

Ҫӗнӗ анлӑлатнӑ программӑна 2024 ҫулта авӑн уйӑхӗнче ҫирӗплетме пултарӗҫ. Кун пирки Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин  Правительство членӗсемпе видео ҫыхӑну мелӗпе ирттернӗ канашлура палӑртнӑ.

Регионсен социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн уйрӑм программисене пурнӑҫланин кӑтартӑвӗсем ҫинчен Владимир Путина Раҫҫейӗн Экономика аталанӑвӗн Министрӗ Максим Решетников пӗлтернӗ. Программӑсене пурнӑҫа кӗртсе пынӑ май,  хальлӗхе 240 ытла мероприятирен ҫуррине яхӑн вӗҫленине, 14 пин ытла ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленине, 100 млрд ытла укҫа-тенкӗ явӑҫтарнине хыпарланӑ вӑл.

 «Вӑтамран вуншар регионӑн  пӗр ҫын пуҫне тивекен тупӑш кӑтартӑвӗ ҫӗршывӑннипе танлаштарсан хӑвӑртрах ӳсни курӑнать.   Малта пыракансем: Тыва Республики – 23 процент хӑпарнӑ, Адыгей Республики – 15 процент, Чӑваш Ен – 14 процент таран ӳснӗ. Чухӑнлӑх шайӗ чакнӑ, ӗҫсӗрлӗх Раҫҫейри вӑтам кӑтартуран 2 хут  та сахалланнӑ. Инвестицисен ӳсӗмӗн хӑвӑртлӑхӗпе кӑтартусем хальлӗхе Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи кӑтартуран кӑшт аяларах, ҫав хушӑрах хӑш-пӗр субъектсен ӳсӗмӗ пурри вара куҫ кӗретех. Вӗсем: Алтай Республикин 3 хута яхӑн, Мари Эл   ҫуррине яхӑн, Чӑваш Енпе Карелийӗн  виҫҫӗ хут та ӳснӗ кӑтарту»,  тесе пӗлтернӗ  Максим Решетников.  Сӑмах май, кун пирки  нумаях пулмасть Чӑваш Енре ҫӗршыв Президенчӗпе ирттернӗ канашлура та тӗплӗн чарӑнса тӑнине асӑннӑ вӑл. Ятарлӑ экономика зонипе икӗ индустри паркӗ валли инженери сечӗсем тӑваҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, промышленноҫа аталантарса пыма пысӑк технологисен витӗмлӗхӗсене тӗпе хурса ӗҫлесе йӗркелесе пыма тӑрӑшаҫҫӗ.

Раҫҫей Федерацийӗн экономика Министрӗ каланӑ тӑрӑх, федераци субъекчӗсен ҫак переченьне йӗркеленӗ: Тыва Республики, Алтай Республики, Мари Эл, Курган облаҫӗ, Калмӑк Республики, Чӑваш Ен, Псков облаҫӗ, Алтай Ен. Вӗсене валли программӑсем хатӗрлесси паллӑ. Адыгейӑпа Карели ИПР пула хӑйсен социаллӑ экономика кӑтартӑвӗсене самай лайӑхлатнӑ,  чи лайӑх аталанса пыракан вун-вун регион йышне кӗнӗ.

«Республикӑшӑн пулӑшу программи пирӗн граждансен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме тата пӗтӗмӗшле Чӑваш Ен вӑй-хӑватне лайӑхлатма витӗм кӳреҫҫӗ. 3,5 пин ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ, виҫӗ хута яхӑн ӗҫсӗрлӗх чакнӑ,  халӑхӑн тупӑшӗ  ӳснӗ. Хӑш-пӗр вӑтам кӑтартусем Раҫҫейӗннинчен кӑштах пысӑкрах пулни те сисӗнет», – тенӗ республика Пуҫлӑхӗ.  

Пӗчӗк предпринимательство субъекчӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ  аталанса вӑй илсе пыни те никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар.

Паллах, ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатмалли пайра ҫынсемпе строительсене пулӑшмалли чаплӑ хатӗрсем туса панӑ.

Унсӑр пуҫне икӗ индустри паркне туса пӗтеретпӗр, унта резидентсем вырнаҫӗҫ, кирлӗ таварсем туса кӑларакан хӑйсен проекчӗсене пурнӑҫа кӗртӗҫ. Кунта эпир технологи суверенитечӗпе тивӗҫтересси пирки те калаҫӑпӑр.

Чӑваш Ен пулӑшу программинче юлнӑ май майсем вара пирӗн чылай ӳснӗ.

Калас пулать, эпир пӗлтӗр промышленноҫ производствин индексӗ ӳснин рекордлӑ хӑвӑртлӑхӗсене шута илтӗмӗр пулсан – ку вӑл 27,2% тата 32% тирпейлекен промышленноҫ енӗпе, инвестицисен ӳсӗмӗ пӗлтӗрхинчен 13% ытла, ӗҫ укҫин ӳсӗмӗ 21% чухлӗ. Кӑҫал та ку кӑтартусене чакармасси паллӑ. Ӗҫ укҫин ӳсӗмӗ  хӑпарса пыни те ҫакнах ҫирӗплетсе парать пулӗ.

Кӑтартусем пурте эпир уйрӑм программа мероприятийӗсене пирӗн аталану планӗсене тӗрӗс интеграцилеме тата тӗрлӗ ҫӑлкуҫсене синхронизацилеме пултарнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

Ҫӗнӗ тапхӑрта эпир шӑп та лӑп ҫавӑн пек тӑвӑпӑр. Пирӗн тӗллев предприниматель ӗҫне-хӗлне, экономикӑна аталантарассине чи малтан пысӑк вӑй-хӑват пур секторсенче активлӑрах ӗҫлеттерсе пырасси.

Пӗчӗк тата вӑтам бизнеса, строительствӑна пулӑшас йӑлана кӗнӗ ҫул-йӗрсемсӗр пуҫне, эпир хӑмла ӗрчетес ӗҫе аталантарассипе те ӗҫлесе пыма тӗллев лартнӑ.

Региона вӑй илме пулӑшакан тепӗр тӗп ҫул-йӗрсенчен пӗри – туризм. Ҫӗнӗ ҫул-йӗрсене пӗтӗмпех харпӑр хӑй  ҫӗнӗ индивидуаллӑ программӑна кӗртӗпӗр. Паллах ӗнтӗ, вӗсене пурне те кирлӗ цифровизаципе тивӗҫтерӗпӗр, ҫав цифровизаци те ҫӗнӗ программӑн пӗр ҫул-йӗрӗ пулса тӑрӗ.

Ҫакӑн шучӗпе те эпир тунӑ ӗҫсене ҫирӗплетнисӗр пуҫне экономикӑна аталантармалли тата пысӑк технологиллӗ, пысӑк тӳлевлӗ ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелемелли ҫӗнӗ импульссем хута ярӑпӑр.

Эпӗ калакан ҫак ҫул-йӗрсем чи малтан ял тӑрӑхӗнче  пурӑнакансене витӗм кӳрӗҫ.  Ҫапла майпа вара, ялӑн сӑн-сӑпачӗ тата та лайӑхланса улшӑнса пырӗ,  социаллӑ пурнӑҫпа  экономика вӑй илсе аталанса пырасси куҫ кӗретех пулӗ», тесе сӑмаха ҫавӑрса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.



05 апреля 2024
09:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter