Чӑваш Енре шыв-шур хӑрушлӑхӗ ҫукпа пӗрех, халӑха инкек кӑларса тӑрама пултаракан тапхӑр иртнӗ

Чӑваш Енре шыв-шур хӑрушлӑхӗ ҫукпа пӗрех,  халӑха инкек кӑларса тӑрама пултаракан тапхӑр иртнӗ

Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев эрнесерен ирттерекен планеркӑра пӗлтернӗ. Чӑваш Республикин гражданла оборонӑпа чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен патшалӑх комитечӗн председателӗ Сергей Павлов пӗлтернӗ тӑрӑх,  шыв-шурсене сирсе яма кирлӗ пек мӗнпур хатӗрсене йӗркелесе тӑратнӑ, туххӑмрах йывӑрлӑх кӑларса тӑратма пултаракан ыйтусене уҫӑмлатма  специалистсем сыхӑ  тӑраҫҫӗ. 2024 ҫулхи  ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа  регионта ятарлӑ вӑйлатнӑ режим ҫине куҫнине те палӑртнӑ вӑл . Шыв-шур сарӑлассинчен  оперативлӑ ушкӑнсем талӑкӗпех объектсене тӗрӗслеве илнине, ку ӗҫе муниципаллӑ округсенче уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрнине асӑннӑ.  

Кунран-кун ҫанталӑк ӑшӑтса пыни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар, апла пулсан, пирӗнтен кашнин харпӑр хӑй пурлӑхне упраса хӑварассишӗн тимлӗ пулмалла, пӗвесенче шыв тулса, кил-ҫуртсем патне юхса ҫитесрен сыхӑ тӑмалла.  Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа ятарлӑ ушкӑнсем ялсене шыв илессинчен кулленех сыхӑ тӑраҫҫӗ.

Çурхи ейрен хтĕленессипе çыхăннă ĕçсене явăçтармашкăн тивĕçлĕ йыш, хатĕр çителĕклĕ. Юхан шывсем çинче  гидропостсем йĕркеленĕ.  Тен хӑш-пӗр ялсенче çурт-йĕре шыв илме пултарӗ.  Пур ҫӗрте те сыхлăх пысăк пулмалла. Пенза шыв управĕнчен юхтарса кăларакан шыв калăпăшĕ пысăкланнă май, тепре чухне Сăр шайĕ чылай хăпарнă  тӗслӗхсем пулкаланӑ.

Хальлӗхе пур-ха ҫавӑн пек ялсем, усал таса мар шыв пӗвесене юхса кӗрсе, ҫынсен пурлӑхӗсем патне ҫитни.  Хальхи вӑхӑтра пӑтӑрмахсене сирсе янӑ, ҫынсемшӗн нимӗнле хӑрушлӑх та ҫук.  Автотранспортсем графикпа килӗшӳллӗн ҫӳреҫҫӗ, пур ҫӗрте те йӗрке хуҫаланни куҫ кӗретех.

«Мӗнпур служба ӗҫченӗсене, хӑйсене шанса панӑ ӗҫе яваплӑха туйса пурнӑҫланӑшӑн тав тӑватӑп.  Малалла та ыйтӑва куҫран вӗҫертме юрамасть. Тимлӗх тени малти вырӑна тухса тӑмалла. Инкекрен ҫӑлӑнса юлас тесессӗн, пурин те кулленех сыхӑ тӑмалла», - тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Регионта чи вӑйлӑ капланса килнӗ шыв-шур вӑхӑчӗ кӑштах иртсе кайнӑ теме те тен юрӗ, пур-пӗрех уйрӑм ялсенче шыв юхӑмӗ пур-ха.  Вӑрмансенчен те шыв сахал мар пухӑнать. Апла пулсан, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене, экономикӑна аталанма витӗм кӳрекен пайсене уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрма тӑрӑшмалла.  Республикӑра кӑҫал пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа, ҫанталӑк туххӑмарах ӑшӑтма пуҫланине кура, ятарлӑ ведомство ӗҫченӗсем объектсене шыв илессинчен сыхӑ тӑма тытӑннӑ.  

Кăçалхи хĕл нихçанхинчен те ытларах юрпа савăнтарчĕ. Хирсемпе вăрмансенче, урамсенче те шурă «пустав» хулăм выртрӗ. Çапах та çут çанталăкăн шыв-шурпа çыхăннă вăхăт тапхăрĕ кăçал та сиксе юлмĕ. Çавăнпа та çурхи ейӳ сарăлса çынсене инкек ан кăтарттăр, сăтăр ан тутăр тесен шыв çулĕсене яланхи пекех маларах уçмалла, кĕпер айĕнчи пăрăхсене юртан, пăртан тасатмалла. Хăрушлăхран асăрханмалли йĕркесемпе çынсене те паллаштармалла, инкекрен сыхланмалли хатĕрсене та алă айĕнчех тытмалла.

«Кӑҫал ака уйӑхӗн 8-мшӗ тӗлне Сӑрпа Ҫавал юхан шывсем ҫинче пачах та пӑр юлман тесен те юрать. Атӑл юхан шывӗ ҫинче юлашки пӑр катӑкӗсем ирӗлсе пыраҫҫӗ.  Апла пулсан кӑҫал хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултаракан шая шыв ҫитменни паллӑ», - тенӗ ведомство ертӳҫи.  Чӑваш Енри ГКЧС председателӗ Сергей Павлов сӑмаха пӗтӗмлетнӗ май, специалистсем хӑйсене шанса панӑ ӗҫсене яваплӑха туйса пурнӑҫланине тепӗр хут ҫирӗплетсе каланӑ.



08 апреля 2024
16:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter