Пурнӑҫ условийӗн шайне лайӑхлатса йӗркелесе пыма шефа илнӗ округа пулӑшу парассипе Президент палӑртнӑ тӗп тӗллевсене эпир туллин пурнӑҫланӑ

Пурнӑҫ условийӗн шайне лайӑхлатса йӗркелесе пыма шефа илнӗ округа пулӑшу парассипе Президент палӑртнӑ тӗп тӗллевсене эпир туллин пурнӑҫланӑ

Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  Запорожье облаçĕнчи Бердянск округӑн пуҫлӑхӗпе Алексей Кичигинпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ вӑхӑтра каланӑ.  Ертӳҫӗсем уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче 2022-2025-мӗш ҫулсем валли пӑхса хӑварнӑ социаллӑ пурнӑҫпа экономикӑна аталантармалли Килӗшӗве пурнӑҫа кӗртсе пырассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ.

2023 ҫулта Бердянск округӗнче пӗтӗмпе 9 объект хута янӑ.  Кунсӑр пуҫне хутса ӑшӑтмалли 8 котельнӑй юсаса ҫӗнетнӗ, Осипенко салинче шкула тӗпрен ҫӗнетсе улӑштарнӑ. 2024 ҫулсем валли те пӑхса хӑварнӑ ӗҫсем сахал мар. Виҫӗ округра котельнӑйсене юсама палӑртнӑ, 5 культура ҫуртне ҫӗнетсе улӑштарасси те планра пур. Ялсенче шыв башнисене, ача сачӗсемпе шкулсенче апатлантармалли вырӑнсене тӗпрен ҫӗнетсе улӑштарма палӑртнӑ.  Пӗр сӑмахпа каласан, чылай ял тӑрӑхӗнче социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене ҫӗнӗрен юсаса ҫӗнетме пахса ххӑварнӑ.

«Ҫулталӑк хушшинче пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлесе, халӑха пурӑнма хӑтлӑ условисем пулччӑр тесе тӑрӑшатпӑр.  Чылай ӗҫ пурнӑҫланӑ. Халӑх та ҫакна туять.  Пире, пурсӑмӑра та, регион аталанса вӑй илсе пыни хавхалантарать, малашне те пысӑк ҫитӗнӳсемпе ӗҫлесе пыма вӑй-хал хушать.  Ӳлӗмрен те хамӑра шанса панӑ ӗҫсене яваплӑха туйса, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлесе пыма шантаратпӑр», – тесе палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.  Кун йӗркинчи ытти ыйтусем те чылай, вӗсене пурнӑҫа кӗртессипе тивӗҫлӗ йышӑнусем туса хӑварнӑ уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче ертӳҫӗсем.   

«Эпир ҫӗршыв Президенчӗ палӑртнӑ мӗнпур тӗллевсене пурнӑҫланӑ.   Патшалӑх программисене пурнӑҫа кӗртессипе те пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлени куҫ кӗретех.  Раҫҫей Федерацинче мӗнпур субъектсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ. Пирӗн 2028-мӗш ҫулсене ҫити ятарлӑ ҫирӗплетнӗ программа та пур.  Эпир ӑнланатпӑр, ӑна 2030-мӗш ҫулсене валли хатӗресе ҫитересси ыйту та кун йӗркинчех. Ӑнсӑртран мар пулӗ, ҫӗршыв Президенчӗ пире наци проекчӗсемпе мероприятисене  2030 ҫулсене ҫити пӑхса хӑварма хушать. Асӑннӑ тапхӑрта социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене хута ямалла, экономикӑна аталанса вӑй илсе пыма кирлӗ пек хӑтлӑ условисем туса хӑвармалла», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ.   

Палӑртнӑ программӑпа килӗшӳллӗн, пӗр-пӗринпе килӗшсе анлӑ ӗҫсем тума йышӑнннӑ.  Сӑмах май, вӑл программӑна культура енӗпе те хӑш-пӗр ӗҫсене пурнӑҫлама тӗллев лартни аван. Суту-илӳ, бизнес сферинче килӗшсе ӗҫлени те субъектӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине вӑй илме пулӑшать. Строительство ӗҫне хастарлатсан, халӑх валли тата ытти хӑтлӑ условисем йӗркеленесси  куҫ кӗретех пулӗ тесе тепӗр хут палӑртса каланӑ регион Пуҫлӑхӗ.  

Запорожье облаçĕнчи Бердянск округӑн пуҫлӑхӗ  Алексей Кичигин сӑмаха малалла тӑснӑ май, Чӑваш Республикине хӑйсем патне ҫакӑн евӗр пысӑк тимлӗх уйӑрнӑшӑн мухтаса тав сӑмахӗсем каланӑ.  «Эсир тата Сирӗн команда пирӗн тӑрӑхра чылай ӗҫ пурнӑҫлани никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар.  Ырӑ улшӑнусене халӑх курать. Сире тав сӑмахӗсем кулленех калать.  Объектсем туххӑмрах хута кайни, ҫынсен пурнӑҫ условийӗсем ҫӑмӑлланса пыни те куҫ кӗретех.  Субъектра хутса ӑшӑтмали тытӑмсем графикпа килӗшӳллӗн ӗҫлеҫҫӗ.  Пурне те палӑртса хӑварма та май ҫук, пӗр сӑмахпа каласан сахал мар  пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пурнӑҫланӑ. Вӗрентӳ тытӑмӗ пирки калас пулсан та ҫаплах. Паллӑ, пӗр ҫултах мӗнпур ӗҫсене пӗтӗмпех туса пӗтерме хӗн, пур-пӗрех ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлни никама та иккӗлентермест.  Пирӗн патне пурӑнма килес текенсем те сахал мар. Пурнӑҫ условийӗсем лайӑх пулнине курса ӗненеҫҫӗ вӗсем», – тенӗ Бердянск округӑн пуҫлӑхӗ.  Экономика, культурӑпа туризмри ӗҫлӗ хутшӑнусене вӑй илтерсе пырассишӗн ҫине тӑрсах тӑрӑшаҫҫӗ специалистсем тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ вӑл.

«Пӗрлехи ӗҫсем пирӗн пӗрлӗхе ҫирӗплетеҫҫӗ, пӗр-пӗринпе килӗштерсе туслӑ пурӑннине кӑтартса параҫҫӗ.  Кӑҫал та ӗҫ ҫав тери паха пурнӑҫланса пырать.  Туххӑмрах хӑш-пӗр объектсем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ.  Ытти регионсенчен эпир самай малта пыратпӑр.  Кӑҫал валли палӑртнӑ ӗҫсен калӑпӑшӗ те пысӑк.  Палӑртса хӑварас килет, чӑвашсем питӗ тараватлӑ, ӗҫлеме юратакан ҫынсем. Яваплӑха туйса, хӑйсене шанса панӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пынине ҫирӗплетсе пама та пӗлеҫҫӗ.  Мӗнпур ӗҫсене комплекслӑ пурнӑҫлаҫҫӗ, ӗҫсен пахалӑх шайӗ пысӑк пулни те никамшӑн та вӑрттӑнлӑ мар», – тесе тепӗр хут асӑнса хӑварнӑ вӑл.



09 апреля 2024
09:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter