Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ кӑҫалхи ҫулшӑн пӗрремӗш хут «тӳрӗ лини» ирттернӗ эфир вӑхӑтӗнче регионта пурӑнакансенчен килсе ҫитнӗ 50 ыйтӑва хуравланӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ кӑҫалхи ҫулшӑн пӗрремӗш хут «тӳрӗ лини» ирттернӗ эфир вӑхӑтӗнче регионта пурӑнакансенчен килсе ҫитнӗ 50 ыйтӑва хуравланӑ

  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн «тӳрӗ линийӗ» кӑҫалхипе 20-мӗш пулнӑ, вӑл 2 сехет те 27 минута тӑсӑлнӑ, пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пулнӑ, эфир вӑхӑчӗ 2 сехет те 26 минут хушши пынӑ.  

 Эфир вӑхӑтӗнче шӑнкӑравласа тухакансем яланхи пекех чылай пулнӑ,  вӗсем ҫул-йӗрсене тирпейлесе сарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене, йывӑрлӑх кӑларса  тӑратакан объектсене вӑхӑтра уҫӑмлатса пурнӑҫа кӗртме май пуррипе ҫукки пирки ыйтса пӗлнӗ, тавралӑха тирпей-илем кӗртесси, нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшу парса тивӗҫтересси, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан паттӑрсемпе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр ыйтусем те кун йӗркинчех тӑнӑ ку хутӗнче те «тӳрӗ лини» мелӗпе уҫӑ калаҫӑва хутшӑнма кӑмӑл тунисем хушшинче.

Олег Николаев чи малтан регионта пулса иртекен кадр ыйтӑвӗсем пирки чарӑнса тӑнӑ, хӑш-пӗр ҫӗнӗлӗхсем ҫинчен  каласа кӑтартнӑ.  Чӑваш Республикин тӗп хулин ертӳлӗхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва уҫӑмлатнӑ, ял территорийӗсене аталантарассипе ҫыхӑннӑ самантсем пирки  калаҫнӑ, Шупашкар агломерацийӗ пирки ӑнлантарса панӑ, пуласлӑх аталанӑвӗн ҫул-йӗрӗсемпе те паллаштарнӑ.   

Ыйтусенчен чылайӑшӗ Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ та килсе ҫитнӗ Пуҫлӑх патне.  Регион Пулӑхӗн телеграм-каналӗ урлӑ та самай ыйтусем пухӑннӑ.  Тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче эфира шӑнкӑравласа тухнисем те пур.  Пӗтӗмӗшле калас пулсан, 670 ыйту ытла пуҫтарӑннӑ.  Вӑл шутран тӗрлӗ сӗнӳсем те сахал мар ҫырса пӗлтернӗ социаллӗ сетьсем урлӑ.  Тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче колл-центр ӗҫленӗ.  11 ҫын эфира тухса, республика Пуҫлӑхӗпе тӳрремӗнех калаҫма пултарнӑ.

Ыйтусенчен чылайрах пайӗ – 123-шӗ инфратытӑм объекчӗсемпе тата ҫул-йӗрсемпе ҫыхӑннӑ. Социаллӑ пулӑшу парассипе – 83 ыйту, хулан хутлӑхӗ тата тавралӑха тирпей-илем кӗртессипе – 56, пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата строительство енӗпе – 43, ятарлӑ ҫар операципе ҫыхӑннисем – 42, транспорт енӗпе – 39, медицина тӗлӗшпе – 27, килсӗр-ҫуртсӑр ҫӳрекен йытӑсем пирки – 22, ача сачӗсемпе шкулсене  хута ярассипе – 18, экологипе – 17 ыйту пулнӑ.         

 «Тӳрӗ лини – вӑл муниципалитетсенчи управлени командисен ӗҫне тӗпрен тишкерӳ тума витӗм кӳрет, вӗсем епле ӗҫлесе пынине, ресурссемпе усӑ курнипе курманнине те хаклама май парать.  Халӑхпа  курса калаҫнине, вӗсен ыйтӑвӗсене уҫӑмлатнине,  влаҫри ҫынсен ӗҫӗпе кӑмӑлллӑ пулнине пулманни пирки те пӗлме аван.   

Пӗтӗм кӑмӑлпа ҫак «тӳрӗ линисене» ирттеретӗп.  Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртсе пырассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем пирки те сӳтсе явма аван халӑхпа.  Халӑхпа уҫҫӑн калаҫни тӗрӗс йышӑнусем туса хӑварма яланах витӗм кӳрет.  Ҫакӑн пек форматпа халӑхпа курнӑҫнин пӗлтерӗшӗ пысӑк.  Чылай чухне ҫынсем Правительствӑра тӑрӑшакансене ырӑ сӗнӳсемпе пулӑшаҫҫӗ.   Тепре чухне вӗсем йывӑрлӑх кӑларса тӑратакан ыйтусене туххӑмрах татса пама та витӗм кӳреҫҫӗ»,  – тенӗ вӑл.

 Тӳрӗ линине  халӑх экран ҫине тухнӑ куар-кода скан туса хаклама пултарайнӑ.  Ыйтӑм хыҫҫӑн, пӗтӗмлетӳ тусан Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн  «тӳрӗ лини» мелӗпе ирттернӗ уҫӑ калаҫӑва куракансенчен 30,3 проценчӗ ҫав тери аван тесе хакланӑ.  Республикӑра пурӑнакансенчен 42,4 проценчӗ калаҫу кӑсӑклӑ пулнине палӑртнӑ.  Регион Пуҫлӑхӗ  ыйтусене хурав панине лайӑх тесе,  мӗнпур куракансенчен 51,5 проценчӗ хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне палӑртнӑ.  Тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче янӑранӑ ыйтусем питӗ халӑхшӑн усӑллӑ тесе куракансенчен 48,5 проценчӗ сасӑланӑ.    

«Чӑваш Республики» ушкӑнӗнче социаллӑ сетьре курма кӑмӑл тӑвакансем 2700 ҫын пулнине шута илнӗ.  Паянхи кун та «тӳрӗ лини» мелӗпе ирттернӗ уҫӑ калаҫӑва курас текенсем вӑл ушкӑна кӗрсе пӑхма пултараҫҫӗ.  

«Тӳрӗ лини» мелӗпе иртнӗ трансляцине «Чӑваш Республики» ушкӑнра анчах мар, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн телеграм-каналӗнче, Чӑваш Ен Наци телекуравӗпе курма, Чӑваш Наци радиовӗн хумӗсем ҫинче итлеме пулать.

Онлайн-трансляцин текстне «Хыпар» хаҫатӑн социаллӗ сетӗнче (чӑвашла вариантне) тата «Чӑвашинформ» информагенствӑн социаллӑ сечӗн страницинче вырӑсла вырнаҫтарнӑ.



10 апреля 2024
08:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter