Чӑваш Ен ӗҫ ветеранӗсем социаллӑ пулӑшу мерисене заявлени ҫырмасӑрах илме пултарӗҫ

Чӑваш Ен ӗҫ ветеранӗсем социаллӑ пулӑшу мерисене  заявлени ҫырмасӑрах илме пултарӗҫ

 Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗнче ӗҫ ветеранӗ статуса илнисене социаллӑ пулӑшусем парса тивӗҫтересси пирки пӑхса тухнӑ. Яланхи пекех ларӑва Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынӑ.  

Пулӑшу мерисен шутне уйӑхсерен укҫан парса пулӑшасси, телефон ҫыхӑнӑвӗсемпе усӑ курсан, хӑш-пӗр тӑкака саплаштарасси ыйту та кун йӗркинчех тӑрать.

Паянхи куна калас пулсан, Чӑваш Республикинче 120 пин ытла ҫын «Чӑваш Республикин ӗҫ ветеранӗ» статуса илнӗ.  Вӑтамран ҫак хисеплӗ ята республикӑра 5 пине яхӑн ветеран тивӗҫет.

Ку хутӗнче ларӑва пухӑннисем Чӑваш Республикинче ачасене социаллӑ пулӑшу парассипе йышӑннӑ саккуна ылмашусем кӗртессипе палӑртнӑ документа та ырласа хӑварнӑ.  Енчен те ачасем ашшӗ-амӑшӗсен хӳттисемсӗр тӑрса юлнӑ пулсан, е тата сусӑр ачасем пӗр хутчен тӳлевсӗрех вӗренӳ учрежденийӗсене кӗрсе хӑйсен тавра-курӑмлӑхне ӳстерсе пыма пултарайраҫҫӗ.  Куҫӑм формӑпа рабочий профессине ятарлӑ программӑсемпе килӗшӳллӗн вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухса, пысӑк профессионалсем пулайраҫҫӗ.

Шупашкар муниципаллӑ округра йывӑҫран, тимӗртен тӗрӗ таварсем калӑпласа кӑларма май паракан ятарлӑ предприяти  тен уҫӗҫ.  Кун пек производство хута яма 5,9 га йышӑнакан ҫӗр лаптӑкне те палӑртса хунӑ.   



11 апреля 2024
09:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter