Сывлӑх сыхлавӗн пӗрремӗш звенори учрежденийӗсене модернизацилемелли программӑна Чӑваш Республики уйрӑмах пысӑк хӑвӑртлӑхпа пурнӑҫласа пырать

Сывлӑх сыхлавӗн  пӗрремӗш звенори  учрежденийӗсене модернизацилемелли программӑна  Чӑваш Республики уйрӑмах пысӑк хӑвӑртлӑхпа пурнӑҫласа пырать

Кун пирки Раҫҫей Федерацийӗн сывлӑх сыхлавӗн Министрӗ Михаил Мурашко Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ самантра каланӑ.

Пӗрремӗш звенори сывлӑх сыхлавӗн пайне тӗпрен модернизацилесе пырассипе йышӑннӑ программӑпа Чӑваш Енре хастар ӗҫлесе пынине палӑртнӑ Министр.  Регионта пулса пыракан ӗҫсем палӑтса хунинчен чылай хӑвӑртрах пурнӑҫа кӗрсе пынине те каланӑ вӑл. «Эпир паян сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсене сипленме килнисемпе курса калаҫрӑмӑр. Вӗсем пурнӑҫ ырӑ енне улшӑнса пынине палӑртаҫҫӗ, сывлӑх сыхлавӗн пайӗнче те пысӑк технологиллӗ хатӗрсемпе тухтӑрсем чирлисене сыватнине темиҫе хут та ҫирӗплетсе пачӗҫ.  Палӑртса хунӑ ӗҫсене паллӑ, пӗтӗмпех пурнӑҫа кӗртсе ӗлкӗреймен-ха. Апла пулсан, программӑна тӗпе хурса ытти ӗҫсене тӑвасси ыйту та кун йӗркинчех тӑрать.   Чи кирли, эсир пурнӑҫа кӗртнӗ объектсем тӗслӗх вырӑнӗнче пулса тӑраҫҫӗ ыттисемшӗн.  Шыҫӑ чирӗсемпе аптракансене сыватма та сирӗн тӑрӑхра хӑйне евӗр ӗҫлени сисӗнет. Пысӑк технологисен витӗмлӗхӗ пурри те куҫ кӗретех.   Тата тепӗр пысӑк ҫитӗнӳсенчен пӗри – тин ҫеҫ кун ҫути куракан ачасене упрасси.  Ҫӗршыври ытти субъектсенчи кӑтартусемпе танлаштарсан, сирӗн чи пӗчӗкки.  Палӑрртма кӑмӑллӑ, регионта тӑтӑшах пилотлӑ проектсем пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ.  Паян та субъект хӑвӑртлӑха чакарман, кунран-кун вӑй илсе аталанса пырать», – тесе ҫирӗплетсе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Раҫҫей Федерацийӗн сывлӑх сыхлавӗн Министрӗ Михаил Мурашко.

Сӑмах май, Раҫҫейӗн сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Чӑваш Енре медицина пайӗнче информаци тытӑмӗ вӑй илсе ҫирӗпленсе пынине палӑнртнӑ, ку тӗлӗшпе те республика ыттисемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче пулса тӑнине каланӑ вӑл.   

«Тухтӑрсене ӗҫлеме питӗ ансат, условисем лайӑх. Вӗсем хӑйсем патне сипленме пыркансен чир-чӗрӗ пирки туххӑмрах хӑйсене кирлӗ мӗн-пур хыпарсене ятарлӑ базӑра вуласа пӗлейреҫҫӗ», – тесе сӑмаха ҫирӗплетнӗ Министр.

Кӑҫалхи ҫул республикӑри сывлӑх сыхлавӗнчи объектсене модернизацилессипе пӑхса хӑварнӑ программӑпа ӗҫлесе пыма тата та 1 млрд тенкӗ хушса панине хыпарланӑ вӑл.

Федераци программисене хастар хутшӑннине кура, Чӑваш Республикинче чылай учрежденисене хута яма, пӗрремӗш звенори сиплев учрежденийӗсене юсаса ҫӗнетме май килнине каланӑ  республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Пӗррмӗш звенори сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсене модернизацилессипе йышӑннӑ программӑпа килӗшӳллӗн 110 объекта ҫӗнетсе улӑштарнине те асӑннӑ вӑл.

Чи пысӑк объектсене Шупашкар хулипе Канаш хулинче пурнӑҫа кӗртнине хыпарланӑ регион Ертӳҫи.   Ҫитс тапхӑрта Муркаш тӑрӑхӗнче ҫӗнӗ объект хута яма тӗллев лартнӑ. Харӑсах унта 150 ҫын пыма пултарайрать, хӑйсен сывлӑхне ҫирлӗплетме условисем туса парӗҫ.  Пӗтӗмпе икӗ ҫул хушшинче 20 объект тунӑ.  Хальхи вӑхӑтра унта халӑха сиплессипе тухтӑрсем ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ.

«Наци проекчӗсемпе тӳр килсе тӑракан программӑсемпе объектсене хута янӑ чухне, яланхи пекех тухӑҫлӑха тӗп вырӑна хунӑ, укҫа-тенкӗпе перекетлӗ усӑ курнӑ.  Раҫҫей Президенчӗ тата Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви палӑртнӑ тӗллевсене туллин пурнӑҫа кӗртнӗ.  Федераци куҫарса паракан тӗрев ҫумне хамӑрӑн республика хыснинчен хушма укҫа-тенкӗ  уйӑрса пысӑк ӗҫсем тунӑ.  Халӑх та ҫакна курать, сывлӑх сыхлавӗнчи ҫӗнӗлӗхсемшӗн тав тӑвать», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.  

Юлашки 5 ҫул хушшинче республикӑна федераци енчен чылай пулӑшу куҫнӑ. Васкавлӑ пулӑшу машинисене субъекта 114 панӑ,  вӗсенчен 2023 ҫулта 20 машина парса тивӗҫтернӗ региона.  

«Сывлӑх сыхлаӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пирӗн республикӑна 714 медицина пайӗ валли пысӑк технологиллӗ хатӗрсем туяннӑ.   

5 ҫул хушшинче федераци тата республика хыснинчен медиципа пайӗнче тӑрӑшакансене валли социаллӑ пулӑшу парса тивӗҫтерме пӗтӗмпе 599,3 млн тенкӗ тӑкакланӑ.  Медицина пайне 960 хушма тухтӑра явӑҫтарма май килнӗ. 2023 ҫулта 4 пин ытла медицина ӗҫченӗ ҫӳлерех парӑртнӑ тӗреве тивӗҫнӗ.  

«Ӗҫлемеллисем тата та пур-ха. Инфратытӑма ҫӗнетсе пымалла. Иртнӗ ҫул Наукӑпа тӗпчев тӗп инситучӗпе пӗрле стратегиллӗ сесси ирттернӗ. Паха специалистсем кӑсӑклӑ практика ӗҫӗсмпе паллаштарнӑ.  Пӗрлехи план пӑхса хӑварма май килнӗ. Кадрсемпе тивӗҫтерессипе институтра тӑрӑшакансемпе ӗрле килӗшсе ӗҫлетпӗр.  Палӑртма кӑмӑллӑ кӑҫалхи ҫул та медицинӑра тӑрӑшакансене валли хушма тӗрев пӑхса хӑварнӑ.  Уйрӑмах ялта тӑрӑшакансем патне пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр.  Ҫурт-йӗр туянакансене валли тӑкаксене саплаштарма тӗрев куҫӗ.  35 ҫула ҫитиччен тухтӑрсене, уйрӑмах чи кирлӗ дефицит профессисемпе тӑрӑшакансене, патшалӑх енчен  социаллӑ пулӑшу куҫасси куҫ кӗретех», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ регион Пуҫӑхӗ Олег Николаев.     



15 апреля 2024
08:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter