Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ «ВОИН» Центрӑн регионти уйрӑмне уҫнӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ «ВОИН» Центрӑн регионти уйрӑмне уҫнӑ

 Палӑртнӑ мероприятине Чӑваш Республикин ҫар комиссарӗ Бахтиёр Холиков, Центӑрти пулас курсантсем, инструкторсем, ҫарпа патриотизм клубӗсен пайташӗсем, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисем тата ытти сумлӑ хӑнасем хутшӑннӑ.

Вӗрентӳ программин хушма анлӑ спекторӗсене  тӗпе хурса, ҫар хӑнӑхтарӑвне «ВОИН» ятлӑ центрта тӑрӑшакан профессионал инструкторсем ҫамрӑк яш-кӗрӗме вӗрентсе пырӗҫ. Ҫынна пӗрремӗш пулӑшу парасси, тӗрлӗ ҫыхӑнӑва йӗркелесси, хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси, тӳпере вӗҫекен ятарлӑ аппаратсемпе ӗҫлеме вӗрентесси ыйтусем кун йӗркинче тӑраҫҫӗ.  Пухнӑ тарӑн пӗлӳ, яшсене пулас профессине алла илме витӗм кӳресси те паллӑ.  Раҫҫей пуласлӑхӗ ҫитӗнекен яшсенчен чылай килет, вӗсем  Тӑван ҫӗршыва юратса, уншӑн парӑнса пурӑнма пӗлни, ӑна упрама, хамӑртан мӗн килнине, аслисем вӗрентсе ҫитернине,  пӗтӗмпех тума хӑнӑхса пыни те паха.  

 Ҫӗршыва сыхлакансене тав сӑмахӗсем каланӑ, паттăрлăхшăн, ҫирĕплĕхшĕн, харсăрлăхшăн мухтанӑ, ҫарти паттăрлăх  – Тăван ҫĕршыв хӳтĕлевҫисен хальхи ăрăвĕшĕн чи ҫутă тĕслĕх пулнине асӑннӑ регион Пуҫлӑхӗ хӑйӗн сӑмахӗнче.

«Пӗтӗмӗшле вӗренӳ учрежденисенче ӑс пухакансене валли хушма центр хута кайни пысӑк пӗлтерӗшлӗ, ҫитӗнекен яш-кӗрӗмӗн ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатса пыма май парать.  «ВОИН» центрта ачасем ҫар техникисене ӑша хывса, вӗсемпе тӗплӗнрех паллашса, ӗҫлеме хӑнӑхса пыраҫҫӗ.  ОБЖ предметне вӗрентнӗ чухне, методика пӗлӗвне анлӑлатса пыма та меллӗ.  Тӑван ҫӗршывӑмӑра сыхласси ыйту тӗп тӗллевсенчен пӗри.  Ӑнсӑртран мар пулӗ, ачасене мӗн пӗчӗкрен ҫӗршыва юратма хӑнӑхтарса пыраҫҫӗ аслисем.  Вӗрентекенсен професси пӗлӗвӗн шайне те кулленех ӳстерсе, тавра-курӑмлӑхне анлӑлатса пыраҫҫӗ.  Шкута ӗҫлекен ОБЖ учительӗсене Центрта тимлекен инструкторсем пӗлӳ шайне ӳстерме  пулӑшаҫҫӗ.  Центӑрӑн тӗп миссийӗ – пӗре-пӗри пулӑшма, юлашлӑха тӗпе хурса, май пур таран туслӑха упрама, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме вӗрентесси.   Пурнӑҫӑн тӗрлӗ тапхӑрӗнче: ӗҫре те, вӗреннӗ чухне те, йывӑр саманара та, кирек-ӑҫта та кирлӗ центӑрта илнӗ хӑнӑхтарусем.  Вӗренӳ учрежденийӗсене кирлӗ пек ятарлӑ хатӗрсемпе яланах туллин тивӗҫтерме тӑрӑшӑпӑр. Тренировкӑсене ирттерме ятарлӑ вырӑнсем те уйӑрса пама витӗм кӳрӗпӗр.  Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗннче «Звездный» лагерьте профиллӗ сменӑсенче ачасене вӗрентме, ятарлӑ условисе хатӗрлесе  тӑратассипе  пӗлтӗр заявка панӑ», – тесе пӗлтернӗ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Ҫарпа спорт хатӗрленӗвӗн тата  «ВОИН» патриотизм туйӑмне ӳстерме пулӑшакан  центрпа граждансене ҫарпа патриот воспитанийӗ парас сферӑра пӗрле ӗҫлеме пулӑшать. Центрӑн регионти уйрӑмне ӗҫлеттерсе яни, пур шкулта та пуҫламӑш ҫар хатӗрленӗвӗн урокӗсене ирттерме те май парать.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Администрацийӗн Пӗрремӗш ҫумӗ Сергей Кириенко хӑйӗн сӑмахӗнче «ВОИН» патшалӑх тытӑмӗшӗн ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине асӑннӑ.  Ҫитӗнекен яш-кӗрӗме тӗрӗс воспитани парса, йӑла-йӗркесене ӑша хывса, вӗсене упрама вӗренсе пырасси ыйтусем те кун йӗркинче тӑнине каланӑ вӑл.  «Пирӗн ҫамрӑксем мал ӗмӗтлӗ, вӗсен патриотизм туйӑмӗ чӑн-чӑн тӗслӗх вырӑнӗнче пулса тӑрать.  Ҫакӑн евӗр центр ӗҫӗсене йӗркелесе уҫса пыни аван.  Тӗпчевпе шырав ӗҫӗсене туса пыракан ятарлӑ клубсем уҫӑлса вӑй илсе пыни те ҫакнах ҫирӗплетет.  Патриотизм клубӗсем аталанса, вӗсен юхӑмӗ анлӑн салӑлса пырать.  Шансах тӑратпӑр, «ВОИН» центрӗн филиалӗсене ҫамрӑксем пӗтӗм кӑмӑлтан ҫӳрессине, юлташлӑх вӗсенче хуҫаланассине те ӗненетпӗр», – тенӗ вӑл.             

Чӑваш Республикин ҫар комиссарӗ  Бахтиёр Холиков  калаҫӑва малалла тӑснӑ май  пулас ҫар ҫыннисене хатӗрлессипе, пирӗн ҫӗршывра пысӑк ӗҫсем туса пынине каланӑ.  Центӑрта тӑрӑшакансем те ҫӗшывӑмӑра сыхлама , ӑна юратса уншӑн парӑнса пурӑнма хӑнӑхтарса пыраҫҫӗ тенӗ.  Пирӗн пурин те пӗрле тӑрӑшса, ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлма пикенмеллине те асӑннӑ вӑл. Регионти уйрӑм ыттисемшӗн чӑн-чӑн тӗслӗх пулса тӑтӑр тесен, пурин те яваплӑха туйса, таса чунпа, хамӑра шанса панӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлама чӗнсе каланӑ ҫар комиссарӗ.  Чӑваш Ен Правительстви ҫамрӑксене аталанса вӑй илсе пыма кирлӗ пек мӗпур условисене хатӗрлесе тӑратнине тепӗр хут ҫирӗплетнӗ.   



16 апреля 2024
08:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter