Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ ентешсем, Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!

Сире Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

«Чун савӑнать, чӗре сикет, Ҫӗршывӑм ҫинчен юрлас килет». Патшалӑх гимнӗ, Патшалӑх гербӗ тата Патшалӑх ялавӗ – Чӑваш Ен халӑхӗн пуянлӑхӗ, унӑн сӑваплӑран та сӑваплӑ тупри. Вӗсем пирӗн республикӑн кун-ҫулӗпе культурин тата наци уйрӑмлӑхӗсене, унӑн нумай ӗмӗрлӗ йӑли-йӗркипе хаклӑхӗсене палӑртаҫҫӗ. Унпа пӗрлех пире пурсӑмӑра та пурнӑҫа лайӑхрах тӑвас, тӑван ҫӗр хӑвачӗпе пуянлӑхне ӳстерсе пырас тӗллевпе пӗр йыша пӗрлештереҫҫӗ.

Патшалӑх символӗсен авторӗсен – Герман Лебедев композиторӑн, Илья Тукташ поэтӑн, Элли Юрьев ӳнерҫӗн ячӗсем Чӑваш Республикин историне ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлнӑ.

Чӑваш Республикин Патшалӑх ялавӗпе Патшалӑх гербӗн тымарӗ – пурнӑҫ йывӑҫҫи, халӑх пӗрлӗхӗн тата пӗр шухӑшлӑх палли. Герба ҫавӑрса ҫыхнӑ республика ячӗллӗ хӑйӑва чӑваш халӑхӗшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ хӑмла ҫупкамӗпе ҫулҫисем илем кӳреҫҫӗ. Чӑваш ҫӗрӗ мӗн авалтан хӑмла туса илессипе чапа тухнӑ, паян вара ҫак ӗҫ Чӑваш Республикин экономикинче ҫӗнӗрен вӑй илет.

Чӑваш Енре пурӑнакансене пурне те пултаруллӑ ӗҫшӗн тав тӑватӑп, ырлӑх тата телей сунатӑп! 

Пирӗн халӑхӑн пурнӑҫ йывӑҫҫи ҫийӗнче ҫиҫекен тата ӗмӗрхи хӗвел ҫуттине сӑнарлакан виҫӗ хӗвел сире яланах сыхласа упраччӑр тата ырлӑх кӳччӗр!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев



29 апреля 2024
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter