Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей пушар хуралӗн кунӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей пушар хуралӗн кунӗпе саламлани

Хаклӑ пушар хуралӗн ӗçченӗсемпе ветеранӗсем!

Сире Раççей пушар хуралӗн кунӗпе тата пушарпа кӗрешекен служба йӗркеленнӗренпе 375 çул çитнӗ ятпа саламлатӑп! 

Пӗррехинче пушарнӑй тумтирне тӑхӑнса вутпа çапӑçма кӳлӗннисем çынсене нихӑçан та инкекре хӑварма пултараймаççӗ. Хӑюлӑх, паттӑрлӑх, нимрен хӑраманни, йӗркене çирӗп пӑхӑнни – сирӗн професси çыннисем çак пахалӑхсемпе палӑрса тӑраççӗ.

Ӑнсӑртран пулакан лару-тӑру çинчен асӑрхаттарас тата çынсене хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсен тӗлӗшпе яваплӑ пулма хӑнӑхтарас енӗпе сирӗн ӗçӗр çав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ.   

Пушарпа крешекен службӑн ветеранӗсене уйрӑммӑн тав тӑватӑп. Вӗсенчен нумайӑшӗ хӑйсен опычӗпе çамрӑк ӗçтешӗсене паллаштарнӑ май ӗçне малалла тӑсаççӗ.

Пурне те çирӗп сывлӑх, телейлӗ те вӑрӑм кун-çул, лӑпкӑ ӗç кунӗсем, тӑнӑçлӑх тата çемьере ӑнлану сунатӑп.

Ӗçӗрте теветкелллӗх сахалрах пултӑр, çулӑмпа юратнӑ ӗç кӑна çунса тӑтӑр, çут çанталӑк инкекӗпе кӗрешнӗ чухне çӗнтерӳ сирӗн енче пултӑр!

 

Чӑваш Республикин Пуçлӑхӗ                   Олег Николаев



30 апреля 2024
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter