Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫуркуннепе ӗç уявӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫуркуннепе ӗç уявӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин хаклӑ çыннисем!

Сире Ҫуркуннепе ӗç уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

«Ĕç вăл – пурнăç илемĕ», – тенӗ чӑваш халӑхӗн ваттисен сӑмахӗнче. Пирӗн халӑхӑн нумай ӗмӗр тӑсӑлакан шӑпи ӗçпе çыхӑннӑ. Этемшӗн хӑйне çимелӗх çӑкӑрпа тивӗçтермелли мел кӑна пулман вӑл. Ӗçре пирӗн несӗлӗмӗрсен тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗ палӑрнӑ, ача-пӑчана ӗçе юратма хӑнӑхтарса çитӗнтернӗ. Ахальтен мар пирӗн республикӑра пурӑнакансен ӗçченлӗхӗ çинчен регионран чылай аякра та пӗлеççӗ. Вӗсен аллинче ӗç кал-кал пулса пырать.

Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ аслӑ çӗршывӑмӑра çӗклеме тӑрӑшнӑ, тӑван чӑваш çӗрӗ çинчи пурнӑçа лайӑхлатса пынӑ нумай ӑрӑва пӗрлештерет. Ҫемьесен ӗç династийӗсем – уйрӑмах кӑтартуллӑ тӗслӗх. Вӗсен опычӗ, хӑнӑхӑвӗ, ӑсталӑхӗ ӑруран ӑрӑва куçса пырать. Ӗçе килӗштернипе, хӑйсен ӗçченлӗхӗпе, шаннине яваплӑха туйса пурнӑçланипе ашшӗ-амӑшӗ ачисене хӑйсем чӑннипех ӗçе парӑннине кӑтартса пырать. Чӑваш Енре пӗр пин ытла ӗç династийӗ шутланать, тупса çирӗплетнӗ пӗрлехи чи пысӑк стаж – ял хуçалӑхӗнче – 1,5 пин çул.

Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗрлӗ професси çыннисене пӗрлештерекен, пӗр шухӑшлӑхне палӑртакан уяв. Кашниех хӑйӗн вырӑнӗнче – строительсем, аграрисем, медицина ӗçченӗсем, педагогсем, рабочисем, предпринимательсем тата ыттисем – Чӑваш Ен аталанӑвӗшӗн тата чечекленӗвӗшӗн тивӗçлӗн вӑй хураççӗ.

Анлӑ сарӑлнӑ «Мир! Ӗç! Май!» лозунг пире тахçанхи пекех çӗнӗ çитӗнӳсем тума хавхалантартӑрччӗ! Пурне те çуркуннехи кӑмӑл-туйӑм тата кирек мӗнле пуçарура та çитӗнӳ сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуçлӑхӗ        Олег Николаев.

 

 



01 мая 2024
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter