Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 5-мӗш номерлӗ Гимназире аслӑ классенче вӗренекенсене ӗҫ профессийӗсем илни ҫинчен палӑртакан свидетельствӑсем парса чысланӑ
Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче ӑс пухакансем сыр, ҫӑкӑр пӗҫерессипе тата пылак ҫимӗҫсем калӑпласа кӑларассипе хӑйсен ӑс-хакӑл тӗнчине туптаса пыраҫҫӗ. 2023 ҫулта чустаран тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ пӗҫерме 5 ҫын, сыр пӗҫерме вӗренес текенсем – 11, пылак ҫимӗҫ тирпейлесе кӑларассипе 8 ӑстаҫӑ пулса тухнӑ. Вӗренӳ лабораторийӗнче пулас профессионалсем практика тата хӑйсен теори пайӗсене туптанӑ. Аслӑ классенче вӗренекенсем професси пӗлӗвне ҫирӗплетекен свидетельствӑсене тивӗҫлӗ пулнӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев мероприятине пухӑннисене саламланӑ май ҫапларах каланӑ: «Ҫулсерен ачасем ҫуллахи тапхӑрпа хӑйсен канӑвӗ усӑллӑ ирттӗр тесе тӑрӑшаҫҫӗ, ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатса, кӑмӑла каякан профессине алла илсе, кӑштах та пулин укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илме пикенеҫҫӗ. 2021 ҫулта пуҫарса янӗ ҫӗнӗ проект, шӑпах та ҫитӗнекен яш-кӗрӗмӗн ӗмӗчӗсене пурнӑҫлама витӗм кӳрет те. Ҫул ҫитмен ачасемшӗн хӑйӗн ҫулне суйласа илме, малашнехи аталанӑвӑн траекторине палӑртма лайӑх пулӑшу тесе шутлатӑп. Ҫамрӑклах ачасем хӑйсен ӑсталӑхне пуянлатайраҫҫӗ, профессие алла илсе, пуласлӑх ҫулне тупса палӑртма та пултарайраҫҫӗ. Аслӑ классенче вӗренекенснем хапӑл тусах ҫак проектсене хутшӑнма кӑмӑл туни куҫ кӗретех. Чӑваш Ен Правительстви май пур таран хӑтлӑ условисем туса парассишӗн ӗҫлет. Сирӗн пурнӑҫра эсир палӑртнӑ ӗмӗтсем пурнӑҫланса пыччӗр тесе, паянхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан условисем йӗркелесе парать. Чӑваш Ен Правительстви сире валли чи лайӑх условисем туса паччӑр тата чи анлӑ майсем уҫӑлччӑр тесе, сирӗн ӗмӗтӗрсене пурнӑҫа кӗртме мӗн кирлине пурне те тӑвӗ», – тенӗ вӑл.
Шупашкарти 5-мӗш номерлӗ Гимназире тата университетра уҫӑлнӑ ҫӗнӗ ҫул-йӗрсем, шӑпах та ҫӳлерех асӑннӑ проектсене пурнӑҫа кӗртсе пыма витӗм кӳреҫҫӗ, апат-ҫимӗҫ хатӗрлес тата туса илес процессем ҫинчен калакан база пӗлӗвӗпе практика хӑнӑхӑвӗсене йӗркелеме пулӑшаҫҫӗ. Апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме вӗренес текенсене валли чаплӑ условисем йӗркелесе тӑратнӑ. Пӗлӳ шайне ӳстернӗ хыҫҫӑн, практика ӗҫӗсене туса пыма та меллӗ. Вӗрентӳ тӗллевӗ - професси пӗлӗвӗ, ӑс-хакӑл тата хӑнӑху паракан ҫӗнӗ те кӑсӑклӑ компетенцисем илесси.