Олег Николаев Мӑнкун уявӗн каҫхи службине хутшӑннӑ

Олег Николаев Мӑнкун уявӗн каҫхи службине хутшӑннӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Мӑнкун уявӗн каҫхи службине хутшӑннӑ.  Ӑна Шупашкар хулин Введени кафедра соборӗнче Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Савватий ирттернӗ.  Иерусалимран илсе килнӗ тивлетлӗ ҫулӑма,  Чӑваш Ен тӗп хулине Раҫҫей  Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков илсе ҫитернӗ.

Православи тĕнĕпе пурăнакансемшĕн чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пӗринпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ саламланӑ. Республика Пуҫлӑхӗ уява пухӑннисене Христосӑн Ҫутӑ Чӗрӗлӗвӗ – Ҫветтуй Мӑнкун ячӗпе пӗтӗм чунтан саламланӑ май,Турӑ чӗрӗлсе тӑнипе ҫыхӑннӑ Мӑнкун савӑнӑҫӗ пурин чӗрине те хӑйӗн сӑваплӑ ӑшшипе ӑшӑтса тӑтӑр тата пурнӑҫра пулӑшса пытӑр тенӗ. «Сире тата сирӗн ҫемйӗрсене ҫирӗп сывлӑх, кил-ҫуртӑрта ҫителӗклӗх, чун канӑҫлӑхне тата тӳрӗ ӗҫӗрсенче пиллӗхлӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп! Аслӑ уявра кашни ҫыннах тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫулӑх, ҫемье ырлӑхне, юрату, савӑнӑҫ тата телей сунас килет», – тенӗ.

Çутă Мăнкун савăнăçĕ кашни киле çиттĕр, ырра шанма пулăштăр, ырă ĕç тума хавхалантартăр.

Введени кафедра соборӗнчи тӳрӗ трансляцие Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ йӗркеленӗ.



06 мая 2024
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter