Чӑваш Енре 65 сусӑра, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлӗҫ

Чӑваш Енре 65 сусӑра, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлӗҫ

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин чи аслӑ ветеранӗ кӑҫал 105 ҫул тултарать, Иван Васильевич Ермолаев Етӗрне хулинче пурӑнать.  

Ку пирки хыпара Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 79 ҫул ҫитнине палӑртса йӗркеленӗ мероприятисен планне,  Чӑваш Республикин эрнесерен ирттерекен планеркинче сӳтсе явнӑ май, ертӳҫӗсем тимлӗн пӑхса тухнӑ.  

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранне Александр Егорович Корнилова тав тунӑ май, ытти ветерансене те мухтаса ӑшӑ сӑмахсем каланӑ, вӑсен паттӑрлӑхӗ ӗмӗрлӗхех чӗресенче упраннине палӑртнӑ.  «Совет саманин тапхӑрӗнчи мӗнпур паттӑрсене тав тӑватӑп. Пирӗн салтаксем, хӑйсене шеллемесӗр, тӑшмаха хирӗҫ тӑнӑ, 79 ҫул каялла пире Ҫӗнтерӳ парнеленӗ.  Кӗске вӑхӑт хушшинче арканнӑ хуласемпе ялсене ура ҫине тӑма пулӑшнӑ. Эпир паян лайӑх пурӑнни – пӗтӗмпех вӗсене пула пулса пырать. Пире мирлӗ пурнӑҫ парса хӑварассишӗн паттӑрсем пысӑк тӳпе хывнӑ»,  тесе палӑртса каланӑ  вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче.

Чӑваш Республикин Ӗҫ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра паянхи куна 65 сусӑр пурӑнать, вӗсем Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем. Тӑлӑха юлнисен шучӗ – 968, тыл ӗҫченӗсем 2,5 пине яхӑн, пӗтӗмӗшле калас пулсан 3,5 пин ҫын ытла регионта пурӑнать.

Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑри ветерансене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн ячӗпе салам ҫырӑвӗсене илсе ҫитерме пуҫланӑ.  Вӑрҫӑ ветеранӗсене – сусӑрсене асӑнмалӑх парнесем парса чыслассине ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен тытӑннӑ. Запорожск облаҫӗнчи Бердянский районӗнчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене те  пысӑк тимлӗх уйӑрни куҫкӗретех. Ветерансен пурнӑҫ условийӗн шайне лайӑхлатассипе те курӑмлӑ ӗҫсем пулса пыраҫҫӗ. Палӑртнӑ проекта тӗпе хурса 12 ҫул хушшинче республикӑра 6 пин ветеранӑн ҫурт-йӗр ыйтӑвӗсене татса панӑ.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ – финанс министрӗ Михаил Ноздряков вӑрҫӑ ветеранӗсем ҫулсерен сайралансах пынине асӑннӑ, апла пулсан, пирӗн хамӑрӑн паттӑрсене ытларах та ытларах пулӑшу пама тӑрӑшмаллине каланӑ, влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансен, тӗрлӗ обществӑлла организацисенче вӑй хуракансен май пур таран тимлӗх уйӑрма пикенмеллине тепӗр хут палӑртнӑ.

Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарса килнӗ май, паттӑрсене халалласа лартнӑ палӑксене ялсемпе хуласенче тирпей-илем кӗртсе ҫитермеллине те чӗнсе каланӑ вӑл. Пурӗ регионта паттӑрсене асӑнса лартнӑ палӑксемпе мемориалсем 447 шутланаҫҫӗ.

Чӑваш Республикин пӗрремӗш вице-премьерӗ Михаил Ноздряков сӑмаха малалла тӑснӑ май, 2021 ҫул Ӗҫ паттӑрлӑхӗн ҫулталӑкӗ пулнине аса илнӗ. Ку тема паянхи пурнӑҫ таппишӗн те питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе палӑртса хӑварнӑ вӑл. Уяв мероприятийӗсене йӗркеленӗ чухне, ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑнакансем пирки те курӑмлӑ ӗҫсем туса ирттерме чӗнсе каланӑ. Ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс воспитани памалла,  вӗсен патриотизм туйӑмне аталантарса вӑй илтерсе пыма витӗм кӳмеллине те палӑртнӑ вице-премьер. «Пирӗн ҫитӗнӳсем ҫук мар, апла пулсан ҫамрӑк яш-кӗрӗме вӗсем пирки тӑтӑшах каласа пама тӑрӑшмалла», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ вӑл.  



07 мая 2024
09:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter