Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Радио тата ҫыхӑнӑвӑн пӗтӗм отраслӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Радио тата ҫыхӑнӑвӑн пӗтӗм отраслӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Радио тата ҫыхӑнӑвӑн пӗтӗм отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

Сирӗн ӗҫӗр шанчӑклӑ та кӑлтӑксӑр  ҫыхӑнупа тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ.

Паян почта ҫыхӑнӑвӗсӗр, радиопа телевиденисӗр тата интернетсӑр пирӗн пурнӑҫ мӗнлерех пулассине куҫ умне кӑларма та йывӑр.

Малта пыракан технологисен витӗмӗпе эпир, ӑҫта пурӑннине тата ӗҫленине пӑхмасӑр, юратнӑ ҫынсемпе, тус-тӑванпа, ӗҫтешсемпе пӗр чӑрмавсӑр ҫыхӑну тытма пултаратпӑр. Вӗт пирӗншӗн чи пахи — пӗр-пӗринпе савӑнӑҫлӑн хутшӑнни тата тӗрлӗ ыйтӑва васкавлӑн татса пама май пулни.

Ҫыхӑну аталанма, пӗлӳ илме е ӗҫлӗ тата халӑхшӑн пӗлтерӗшлӗ проектсене хута яма май парать. Ҫакӑн валли Чӑваш Енре цифра технологийӗсем хастарлӑн лайӑхланса пыраҫҫӗ тата ҫӗннисем ӗҫе кӗреҫҫӗ. Республикӑра пурӑнакансем Интернет сечӗпе усӑ курма пултарассине пысӑках мар ялсенче те тивӗҫтернӗ.

Хисеплӗ ӗҫтешсем! Эсир отрасль аталанӑвӗнчи улшӑнусене сӑнаса тӑни, пулӑшу ӗҫӗсене ҫӗнӗ майсемпе тата ҫӳллӗ шайри стандартсемпе кӳни чӑннипех савӑнтарать.

Радио пирӗн пурнӑҫӑн уйрӑлми пайӗ пулса тӑчӗ. Эпир ӑна килте, машинӑра, дачӑра тата ӗҫре итлетпӗр. Паян Чӑваш Енре 25 ытла радиостанци ӗҫлет, вӗсен кашнийӗнех — хӑйӗн итлекенӗ. Пирӗнтен кашниех кӗвӗ-юрӑ, ҫӗнӗ хыпарсем итлеме тата хӑйӗн юратнӑ та ҫывӑх ҫыннисене тӗрлӗ сӑлтавпа саламлама та пултарать.

Хаклӑ ӗҫтешсем! Чӑваш Республикипе  унта пурӑнакан  ҫынсен ырлӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫӗршӗн тата профессие чунтан парӑннӑшӑн тав тӑватӑп! Сире мӗнпур лайӑххине, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                         Олег Николаев

 



07 мая 2024
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter