Канашлура çур аки ыйтăвĕпе вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ паллаштарнӑ

Тунтикунхи канашлура çур аки ыйтăвĕпе вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов сăмах илчĕ. Акса-лартса хăварнă анасен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ кăçал 546,1 пин гектарпа танлашмалла — пĕлтĕрхи чухлех. Çурхи культурăсен лаптăкĕ — 310,5 пин гектара яхăн. Кăçал акана чи малтан Пăрачкав округĕнче тухнă — пĕлтĕрхинчен 9 кун каярах юлса. Сергей Геннадьевич акана виçĕм çул та çак кун пуçланине аса илтерчĕ: «Ун чухне тыр-пул рекорд шайĕнче пулчĕ, çавна май кăçал та тухăç пысăк пуласса шанатпăр».

Анчах çапла пултăр тесен нумай тар тăкмалли те куçкĕрет. Россельхозцентр кĕрхисен анисен пысăк пайне — 92 пин гектар ытла — тĕрĕсленĕ. Шел те, чылай çĕрте калчасем япăх хĕл каçнă: Вăрмар, Канаш округĕсенче. Елчĕк округĕнче вара кĕркунне акса хăварнă анасен 80% е йăлтах, е вырăн-вырăнпа çĕнĕрен акма тивет. Пĕтĕмĕшле илсен республикăра кĕрхи культурăсен 26,5% кăна лайăх хĕл каçнă, 53% министр вăтам тесе хакларĕ, 20% — япăх. Норма шайĕнче ку кăтарту 5-7% шайĕнче. Чăваш Енре юлашки çулсенче çак цифра 5% ытла иртмен. Эппин, кăçал тепĕр хут тумалли ĕç калăпăшĕ самай пысăк. Çав шутра — хушма тăкаксем те.

Вăрлăх çителĕклĕ — кирлин 115% чухлĕ. Чăн та, ăна кондицие çитерес тĕлĕшпе ĕçлемелле-ха. Министр хуçалăхсем ку енĕпе юлнă кунсемпе туллин усă курасса шанать. «Мĕн акатăн — çав шăтать» теççĕ вĕт — пулас тухăç çакăнтан та нумай килет. Удобренисене илес тĕк — вĕсем пĕтĕмпе 18,6 пин тонна кирлĕ. Хальлĕхе 81% янтăланă, ыттине уйри ĕçене пурнăçланă май кӳмелле. Удобренисен хакĕсем пĕлтĕрхи шайрах — аграрисемшĕн çакă та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сергей Геннадьевич юлашки çулсенче регионти ял хуçалăх предприятийĕсем тăпрана хывакан минераллă удобренисен калăпăшне çуллен 50% ӳстерсе пынине кăмăллăн палăртрĕ. Асăрхаттарчĕ: гектар пуçне 50 килограмран каярах удобрени хывсан пысăк тухăç кĕтни те вырăнсăр.

Вăл тăпра пахалăхне лайăхлатас ыйтăва та çĕклерĕ. Республикăри çĕрсен 278 пин гектарĕ йӳçек — извеçлемелле. Ку енĕпе патшалăх пулăшать — 2019 çултанпа тăкаксен — транспорт валли, извеç туянма яракан укçан, çак ĕçпе çыхăннă ытти расхутăн — 50% саплаштарнă. Пĕр вăхăт çакăн валли федераци укçине уйăрнă. Халь каллех республика уйăрма пуçлать — тăкаксен 70% таран пайне саплаштарĕç. Анчах хуçалăхсем ку майпа пурте усă курмаççĕ — çакăнпа çырлахни вырăнсăр.

Техника пирки калас тăк çуракине 5 пин ытла трактор хутшăнать — кашни гектар пуçне 151 лаша вăйĕ тивет. Çавна май, иккĕленмест Сергей Артамонов, ку енĕпе чăрмав пулмалла мар. Çапах — йывăрлăхсăр мар. Беларуç тракторĕсем валли саппас пайсем туянасси пăшăрхантармасть — вĕсем çителĕклĕ, чикĕ леш енчен кӳĕ ытти техника валли — йывăртарах. Çийĕнчен саппас пайсем нумай хакланни те, паллах, хресчен кăмăлне çĕклекен пулăм мар. Техникăн 98% юсавлă — талăкра 20 пин гектар таран акма вăй çитермелле. Хальлĕхе, чăн та, ку кăтарту 5-6 пин гектар шайĕнче кăна. Аграрисен çунтармалли-сĕрмелли материалсем валли те халь ытларах тăкакланма тивет. Ял хуçалăх ведомствин пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, дизтопливо — 23, бензин 13% хакланнă.

Тунтикун тĕлне тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 69,4 пин гектар акнă — палăртнин 27% чухлĕ. Пĕлтĕр çу уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне ку кăтарту чылай пысăкрах пулнă — 84%. 13 округра техника культурисене акма пуçланă — вĕсем кăçал 135 пин гектар йышăнмалла. Çĕр улмине вара Мăн кун тĕлне Патăрьел тата Вăрнар округĕсенче кăна пĕрер гектар лартнă. Иккĕмĕш çăкăр анисем те кăçал самай пысăк пулмалла — 1086 гектар. Эппин, умри ĕç калăпăшĕ пысăк-ха. Министр палăртнă тăрăх, çанталăк парсан тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене акассине икĕ эрнере вĕçлемелле. Тата икĕ эрне — çĕр улми, пахча çимĕç валли. Çапах вăл «çанталăк парсан» тесе асăрхаттарни ăнсăртран мар: синоптиксем çумăрлă кунсем пуласси çинчен калаççĕ — çанталăк уйри ĕçсене чăрмантармĕ тесе шантарма йывăр.



Хыпар
07 мая 2024
11:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter