Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансене халалланӑ мемориалта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паттӑрсене чыс туса чӗрӗ чечексем хунӑ

Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансене халалланӑ мемориалта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паттӑрсене чыс туса чӗрӗ чечексем хунӑ

Палӑка уҫнӑранпа, 2022 ҫултан пуҫласа 51,5 пин ҫын килсе курнӑ, музей ӗҫӗпе паллашнӑ, паттӑрсене асӑнса шӑплӑха тытнӑ. Кӑҫал, ҫак кӗске вӑхӑт хушшинчех пурӗ 6,9 пин ҫын пирӗн тӑрӑха килсе курма кӑмӑл тунӑ. Сӑр хӳтĕлев чиккине тунисен паттӑрлӑхĕ ҫитӗнекен ӑрушӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ хӑйӗн сӑмахӗнче, Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн яланхи пекех палӑртнӑ палӑк патне килсе паттӑрсене чыс тӑвасси йӑлана кӗрсе пынине каланӑ. Палӑртса хӑваратпӑр, кун пек объекта Раҫҫейӗпе те пуҫласа пирӗн республикӑра кӑна хута янӑ. 1941-1945 ҫулсенче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӗве ҫывхартма витӗм кӳнӗ тыл ӗҫченӗсене халалласа Куславккара ҫак комплекса туса хунӑ. Икӗ ҫул каялла унта Ӗмӗрлӗх вут ҫулӑмне чӗртнӗ, тыл ӗҫченӗсене асӑнса палӑк лартнӑ. Паян Куславкка округӗнчи Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансене халалланӑ мемориалта тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне халалласа митинг иртнӗ.

Паянхи паллӑ пулӑма, республика Пуҫлӑхӗпе пӗрле Чӑваш Республикин ҫар комиссарӗ Бахтиёр Холиков, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, Чӑваш Республикин Правительство членӗсем, обществӑлла организацисен ертӳҫисем чылайӑн пухӑннӑ. Вӑрҫӑ ветеранӗсене, тыл ӗҫченӗсене чыс туса самантлӑха шӑплӑха тытнӑ, палӑк умне чӗрӗ чечек ҫыххисем хунӑ. Олег Николаев ҫӗнтерӗве ҫывхартма тыл ӗҫченӗсем те хӑйсене шеллемесӗр тӑрӑшнине палӑртнӑ. Асӑну ҫак вырӑнӗ паян та пирӗнтен аякра мар мирлӗ пурнӑҫшӑн ҫапӑҫусем пынине аса илтерни, паянхи ӑрӑвӑн неофашизма тӗп тумалли ҫинчен каланӑ.

«Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӗве ҫывхартма витӗм кӳнӗ паттӑрсемпе эпир мӑнаҫланатпӑр тата мухтанатпӑр. Тыл ӗҫченӗсем патшалӑхшӑн чи кирлӗ тӗллевӗсене пурнӑҫлассишӗн ырми-канми тӑрӑшни те куҫ кӗретех. Паян эпир тепӗр хут вӗсем пирки аса илсе, вӗсен умӗнче пуҫ таятпӑр. Пирӗн паттӑрсен ӗҫӗсем ӗмӗр асра. Пӗрлӗхре пулма пӗлни пире Ҫӗнтерӳ тума яланах пулӑшать. Фронтра та тылра та пирӗн ентешсем хӑйсен паттӑрлӑхӗсемпе палӑрса тӑнӑ. Ун чухне те ҫапла пулнӑ, паянхи пурнӑҫ таппинче те ҫакӑн евӗрех. Ҫар ҫыннисене пирӗнтен кашни май пур таран пулӑшма тӑрӑшать. Тӑван Ҫӗршыва сыхлакансен ашшӗ-амӑшӗсене, мӑшӑрӗсемпе ывӑл-хӗрӗсене кирлӗ пек тӗрев пама пикенеҫҫӗ. Паллӑ, эпир малалла та ҫапла пӗрле ӗҫлесе вӑй хума тӑрӑшӑпӑр, асаилӳсем ӗмӗр упранассине те пӗлсех тӑратпӑр»,  тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Сӑмах май, кӑҫал пуҫласа «Ҫӗнтерӳ диктантне» Мемориал пирки кӑсӑклӑ ыйту кӗртнине те хыпарланӑ. Апла пулсан, палӑк пирки ҫӗршывӗпех хыпарсене анлӑ пӗлессине те ӗненетпӗр. «Пуласлӑхри тӗллевсем пысӑк, тавралӑха тирпей-илем кӗртсе ешертсе пырасси ыйту та кун йӗркинчех тӑрать»,  тесе хушса каланӑ Олег Николаев. Кунсӑр пуҫне, Мускавра ВДНХра «Раҫҫей» куравра Ҫӗнтерӳ кунне халалласа ятарлӑ программӑна Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансемпе ҫыхӑннӑ театрализациленӗ сыпӑка кӗртсе хӑварасси те паллӑ тенӗ.

Самара облаҫӗнче пурӑнакан чӑвашсен ячӗпе Ҫӗнтерӳ кунӗпе «Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем» офицерсен пӗрлӗхӗн представителӗ Николай Сидоров генерал-майор хӗрӳллӗн саламланӑ. «Эпир чӑвашсем ӗҫлеме яланах юрататпӑр. Ӗҫчен те паттӑр халӑх. Кун пирки нимӗн вӑтанса тӑмасӑрах кулленех пӗлтерме пултарайратпӑр. Ҫитӗнекен ӑрӑва та кун пирки каламалла. 25 миллион ытла салтак вӑрҫӑ хирӗнчен каялла тӑван кӗтесе таврӑнайман. Паттӑрсем тӑшмана хирӗҫ тӑнӑ, пире Ҫӗнтерӳ парнелессишӗн вӑй хунӑ. Эпир вӗсене ӗмӗр чӗрере упрӑпӑр, нихӑҫан та манас марччӗ. Вӑрҫӑ хирӗнче пуҫне хунӑ паттӑрсене эпир нихӑҫан та манас ҫук. Эпир паян лайӑх пурӑннинче вӗсен тӳпи те питӗ пысӑк. Ҫак палӑка паттӑрсене халалласа хута янишӗн, сире пурсӑра та пӗтӗм чун-чӗререн тав тӑватӑп»,  тесе палӑртса тепӗр хут каланӑ вӑл.



08 мая 2024
16:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter