Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ – Майӑн 9-мӗшӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ – Майӑн 9-мӗшӗ ячӗпе  саламлани

Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!

 Хаклӑ ветерансемпе тыл ӗҫченӗсем!

Сире Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ – Майӑн 9-мӗшӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак Раҫҫей ҫар мухтавӗн кунӗнче эпир 1941–1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хамӑрӑн Ҫӗршывӑмӑрӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне, унӑн нумай ӗмӗрлӗ кун-ҫулне малалла тӑсмалли ирӗке сыхласа хӑварнӑ ҫӗнтерӳҫӗ-фронтовиксемпе тыл ӗҫченӗсен ӑрӑвне чӗререн тав тӑватпӑр.

Пирӗн республика та Ҫӗнтерӗве тивӗҫлӗ тӳпе хывнӑ.

Кунта ҫар чаҫӗсемпе соединенисем, ҫав шутра чапа тухнӑ 139-мӗш тата 324-мӗш стрелок дивизийӗсем йӗркеленнӗ, фронт валли летчиксене вӗрентсе хатӗрленӗ, Генеральнӑй штабӑн ҫыхӑну узелӗ ӗҫленӗ.

Шел пулин те, ҫав паттӑрла тапхӑра пурӑнса ирттернисен йышӗ ҫулсерен сахалланса пырать. Чӑваш Енрен фронта 208 пин ытла ҫын тухса кайнӑ, вӗсенчен кашни иккӗмӗшӗ каялла таврӑнайман. Пирӗн ентешӗмӗрсен – халӑхӑмӑрӑн тивӗҫлӗ ывӑлӗсемпе хӗрӗсен – паттӑрлӑхне патшалӑхӑн пысӑк наградисемпе чысланӑ: 54 пин ҫынна сумлӑ орденсемпе тата медальсемпе наградӑланӑ, виҫӗ пин ытла хӗрлӗармеец «Берлина илнӗшӗн» медале тивӗҫнӗ. Совет Союзӗн Геройӗн ятне Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ 71 ҫын тата ун тулашӗнче  ӗҫлесе пурӑннӑ 22 ентеш тивӗҫнӗ, 16 ҫын Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ пулса тӑнӑ.

Чӑваш Ене 28 заводпа фабрикӑна куҫарса килнӗ, вӗсем кӗске вӑхӑтрах фронта пулӑшма хатӗрленсе ҫитнӗ. Вӑрҫӑн пӗрремӗш ҫулӗ вӗҫнеллех Шупашкарта туса кӑларакан пӗтӗм продукцин 80 процентне ҫара ӑсатса тӑнӑ. Эппин, республикӑмӑрӑн тӗп хули ахальтен мар ҫӗршыв Президенчӗн йышӑнӑвӗпе «Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули» статуса тивӗҫнӗ.

Тӑшмана хирӗҫ тӑма инҫетри тылра та хатӗрленнӗ. Хӗрарӑмсемпе ҫула ҫитмен ачасем шартлама сивӗсенче тата кӗске вӑхӑтра 380 ҫухрӑм тӑршшӗ Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене туса хатӗрленӗ. Пирӗн халӑхӑн ӗҫри паттӑрлӑхне Чӑваш Ен Раҫҫейре пуҫласа Хӳтӗлев чиккисене тӑ­вакансен Асӑну комплексне йӗркелесе ӗмӗр асӑнмалла турӗ.

Хаклӑ ентешсем!

Ҫак сӑваплӑ Ҫӗнтерӳ нумай нациллӗ халӑхӑмӑрӑн пӗрлӗх символӗ пулнӑ май, пирӗншӗн паян та, ятарлӑ ҫар операцийӗн тапхӑрӗнче, неонацизмӑн усал вӑйӗпе кӗрешес ӗҫре тӗрӗс ориентир шутланать. Пӗрле пулсан эпир кирек мӗнле йывӑрлӑхпа чӑрмава ҫӗнтерме те, 79 ҫул каярахри пек, истори чӑнлӑхӗпе тӗрӗслӗхне тӳрре кӑларма та пулта­раятпӑр.

Сире тӑнӑҫлӑх, ырлӑх тата пӗтӗм лайӑххине, Аслӑ Раҫҫей ырлӑхӗшӗн ҫитӗнӳсем тума сунатӑп!

  

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                        Олег Николаев 

 

 

 



09 мая 2024
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter