Шыва кӗмелли тата шыв патӗнче канмалли вырӑнсем ҫывӑхӗнче Чӑваш Енре алкогольлӗ шӗвексем сутма тата усӑ курма чарӗҫ

Шыва кӗмелли тата шыв патӗнче канмалли вырӑнсем ҫывӑхӗнче Чӑваш Енре алкогольлӗ шӗвексем сутма тата усӑ курма чарӗҫ

Пӗтӗмпе 9 пляж тата шыва кӗмелли 100 ытла вырӑн хута яма палӑртнӑ.

Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынӑ эрнесерен ирттерекен планеркӑра пӗлтернӗ. Шыва кӗмелли тапхӑр вӑхӑтӗнче ҫак условисене пӑхӑнма тивет.

2024 ҫулта шыв объекчӗсенче шыва кӗмелли 9 пляж тата 100 ытла ятарлӑ шыва кӗмелли вырӑн хатӗрлесе хута яма палӑртнӑ: Шупашкар хулинче – 4, Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнче – 2, Ҫӗнӗ Шупашкар хулипе Куславкка тата Шупашкар муниципаллӑ округӗсенче – пӗрер вырӑн пулӗ.

Шыва кӗмелли тата шыв хӗрринчи ҫынсене кантармалли чи нумай вырӑна Канаш округӗнче – 15, Вӑрмар – 13, Йӗпреҫ тата Муркаш тӑрӑхӗсенче, кашнинче, 12-шер, Каҫал ен МО – 10, Элӗкпе Вӑрнар – 8-шар, Шӑмӑршӑ – 6, Патӑрьел, Пӑрачкав тата Тӑвай – 5-шер, Улатӑр – 4, Сӗнтӗрвӑрри –3. Хвальлӗхе ытти муниципаллӑ йӗркеленӳсенче шыва кӗмелли оборудованиллӗ вырӑнсенче граждансем мӗн кирлине палӑртаҫҫӗ.

 «Шыва кӗнӗ чухне никамӑн та тимлӗхе ҫухатма юрамасть. Мӗнпур ҫӗрте ҫирӗп йӗркене пӑхӑнмалла. Хӑрушсӑрлӑх теми малти вырӑна тухмалла.  Пуҫлӑхӗсен саккуна пӑсакансене тупса палӑртса, явап тыттармалла.   Ачасен пушӑ вӑхӑтне пӗлсе тата тӗрӗс йӗркелесе пыма тӑрӑшмалла.  Пӗлтӗр лару-тӑру лайӑхланчӗ пирӗн, ачасене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтернӗ тата пӑтӑрмахсене ҫийӗнчех тупса палӑртса кирлӗ пек тӗрӗс йышӑнусем туса хӑварнӑ. Спорт учрежденийӗсен тренер-преподавателӗсене явӑҫтарни те куҫкӗретех. Хастарсене, волонтёрсене, обществӑлла организацисенче тӑрӑшакансене те ҫак ӗҫсене тимлӗх уйӑрма ыйтмалла»,   тенӗ  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Маларах чи нумай пӑтӑрмах регистрациленнӗ муниципаллӑ йӗркеленӳсен территорийӗсенче обществӑлла ҫӑлав посчӗсене йӗркелесе Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Республикинчи Тӗп управленийӗ ҫумӗнчи доброволец-ҫӑлавҫӑсенчен «Ҫамрӑксен отрячӗсем оперативлӑ реагировани» йӗркелӗҫ. 18 ҫултан аслӑрах 30 доброволец-ҫӑлавҫӑ компетенцисене ҫирӗплетекен документсене илӗ, вӗсене тивӗҫлӗ реестрсене кӗртӗҫ.



13 мая 2024
17:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter