Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ

Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ

Республикӑра пурӑнакансемпе тӗл пулу Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Обществӑлла йышӑну пӳлӗмӗнче иртнӗ.  Ку хутӗнче ун патне ҫынсем ҫул-йӗр инфратытӑмӗпе социаллӑ сфера пайӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе пынӑ.  

Шупашкар муниципаллӑ округра пурӑнакан Ольга Чимовӑпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев чукун ҫул урлӑ каҫмалли ҫул ҫук пирки  ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Регион Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ ыйтӑва тишкерес тӗллеве Чӑваш Республикин Транспорт министерствине панине хыпарланӑ. Асӑннӑ объекта 2024 – 2026 ҫулхи ҫул-йӗр ӗҫӗсен планне кӗртнине пӗлтернӗ.

Ҫавӑн пекех Ольга Евгеньевна ҫуран каҫмалли вырӑнта тата вӗсен ялӗнчи ача-пӑча площадкинче ҫутӑ ҫукки пирки пӗлтернӗ регион Ертӳҫине. Ҫак ыйтусене Пуҫлӑх тӗрӗслеве илнӗ. Округ администрацийӗпе Чӑваш Ен Транспорт министерствине ыйтӑва уҫӑмлатма хушнӑ.

Йӗпреҫ муниципаллӑ округра пурӑнакан Наталья Маркова Хурамал ялӗнче шкула тӗпрен юсасси  тата культура ҫурчӗ тӑвасси  пирки ыйтупа килсе ҫитнӗ.  Олег Николаев культура ҫуртне тума заявка конкурс  суйлавӗ витӗр тухнине, халӗ проектпа шырав ӗҫӗсем пынине, 2025 ҫулта ялта культура ҫуртне туса пӗтерессине пӗлтернӗ. Шкула вара модернизацилеме федераци бюджетӗнчен субсиди илме хушма  ӗҫ хучӗсене тӑратнине, списока кӗртнине асӑннӑ вӑл. 

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчен килсе ҫитнӗ Виктория Корчагина районти Н. А. Геркен ячӗллӗ тӗп больница валли  медицина хатӗрӗ туянма май пуррипе ҫукки пирки ыйтнӑ Пуҫлӑхран.  Пӗлтӗр сиплев учрежденийӗнче диагностика тумалли хатӗр юрӑхсӑра тухнӑ имӗш.  «Заявкӑна Чӑваш Республикин республика бюджетне черетлӗ тӳрлетӳ кӗртнӗ чухне шута илӗҫ. Медицина оборудованине 2024 ҫул вӗҫлениччен туянӗҫ»,   тесе хыпарланӑ Олег Николаев.

Элӗк муниципаллӑ округра пурӑнакан Нина Алексеева Элӗк округӗнчи ялсенчи  ҫулсене юсаса ҫӗнетесси пирки сӑмахланӑ.  Олег Алексеевич хӑй те ҫак тӑрӑхра кулленех ҫӳренине палӑртнӑ.   Йывӑрлӑх пурри пирки те аван пӗлнине каланӑ вӑл ӑна. «Хӑрушлӑхсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» нацпроекта пурнӑҫланӑ май юсама укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварнӑ - контракт тунӑ, ӗҫсем ҫӗртме уйӑхӗнчех пуҫланаҫҫӗ»,  тенӗ вӑл.

Регион бюджетӗнче Элӗк валли автоҫула тӗпрен юсама укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. 2024 ҫулта 16,6 млн, 2025 ҫулта вара 348 млн. 3,5 ҫухрӑм тӑсӑлса выртакан ҫула 2024-25 ҫулсенче 7 уйӑхра юсаса пӗтерме палӑртнӑ. 

Шупашкар хулинчи «Садовый» микрорайонти 64-мӗш шкул ҫумӗнчи светофора вырнаҫтарасси пирки ыйтӑва Нина Кудрявцева хускатнӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  хӑрушсӑрлӑх теми малти вырӑнта пулнине каланӑ, кирлӗ мерӑсене пурне те авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнасса шантарнӑ.



15 мая 2024
10:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter