Чӑваш Енре ҫулталӑк вӗрентекенӗ тата воспитателӗ хисеплӗ ятсене Артем Максимовпа Любовь Дубровская тивӗҫлӗ пулнӑ

Чӑваш Енре ҫулталӑк вӗрентекенӗ тата воспитателӗ хисеплӗ ятсене Артем Максимовпа Любовь Дубровская тивӗҫлӗ пулнӑ

Артем Владимирович Максимов Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи 18 №- лӗ Лицейра историпе обществознани вӗрентет,  Любовь Владимировна Дубровская Улатӑр хулинчи 1 №-лӗ ача сачӗн воспитателӗ пулса ӗҫлет.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев педагогика ӗҫченӗсен професси ӑсталӑхӗн республикӑри конкурсӑн 11 ҫӗнтерӳҫисене пӗлтернӗ, вӗрентекенсене кулленхи  кӑсӑклӑ та пархатарлӑ тата пахалӑхлӑ ӗҫӗсемшӗн тав сӑмахӗсем каланӑ. Сӑмах май,  Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин вӗрентӳ процесне пысӑк тимлӗх уйӑрнине палӑртнӑ вӑл. 

«Паянхи пурнӑҫ таппинче ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ наци проекчӗсем хута каяҫҫӗ, вӗсем ҫитӗнекен ӑрушӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулса тӑраҫҫӗ. Президент йышӑнӑвне пула эпир сирӗнпе юлашки ҫулсенче ҫӗршер проект пурнӑҫа кӗртрӗмӗр, шкулсене ҫӗнетсе пытӑмӑр. Ҫак ӗҫе эпир малалла тӑсӑпӑр, пирӗн тӗллев – кашни ачан, кашни  вӗрентекенӗн, хӑй ӑҫта ӗҫленине е вӗреннине пӑхмасӑр – пысӑк хулара е халӑх пурӑнакан пӗчӗк вырӑнта,  палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме пӗр тан условисем пулмалла. 2024 ҫулта  вӑл ӗҫсене туса пыма 5,7 миллиард тенкӗ ытла тӑкаклама палӑртса хунӑ.  Вӗсем: кванториумсем, шкул технопаркӗсем, спорт  уйрӑмӗсем, шкулсене тирпей-илем кӗртесси,  кирлӗ пек вӗрентӳ хатӗрӗсем, пысӑк технологиллӗ, паянхи пурнӑҫпа тӳр килсе тӑракан условисем ачасемпе вӗрентекенсемшӗн йӗркеленӗҫ», тенӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. 

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев педагогика ӗҫченӗсен професси ӑсталӑхӗн республикӑри конкурсӗсенче ҫӗнтернисене укҫан хавхалантармалли сертификатсем панӑ. Чӑваш Енри ҫулталӑк вӗрентекенне тата Чӑваш Енри ҫулталӑк Воспитательне 150 тата 100 пин тенкӗлӗх сертификатсем парса чысланӑ.

Ҫавӑн пекех 50 пин тенкӗлӗх сертификатсене конкурса хутшӑнса мала тухнӑ ҫӗнтерӳҫӗсем тивӗҫлӗ пулнӑ.

 



15 мая 2024
07:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter