«Раҫҫей» курава ҫӗнетме пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Чӑваш Республики хисепе тивӗҫнӗ

«Раҫҫей» курава ҫӗнетме пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Чӑваш Республики хисепе тивӗҫнӗ

 Культура программине чи лайӑх йӗркелесе пуҫарса ярса, ҫӗнӗ тапхӑра  пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата «Раҫҫей» Пӗтӗм тӗнчери курав-форума ҫӗнетнӗшӗн Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Олег Николаева курав оргкомитечӗн председателӗ, Раҫҫей Президенчӗн Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Сергей Кириенко чысланӑ. Ку ӗнтӗ республика курав йӗркелӳҫисенчен тивӗҫекен иккӗмӗш награди пулса тӑчӗ, маларах Чӑваш Ен ятарлӑ награда илнӗ  ВДНХ-ра «Чи лайӑх экспозици сӑнарӗ», ята та тивӗҫлӗ пулнӑ.

6 уйӑхра Чӑваш Республикин куравӗнче 750 ытла интерактивлӑ мастер-класс ирттернӗ, 163 экспозици тӑратнӑ. Стендсемпе экспозицисене кулленех ҫӗнетсе илемлетсе кӑсӑклӑ йӗркелесе пыни вара,  курав хӑнисене май пур таран пысӑк тимлӗх уйӑрма май панӑ.

Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, награда –  Чӑваш Республикин пӗтӗм командӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫӗ: «Мӗншӗн тесен кунта ҫак хушӑра темиҫе ҫӗр ҫын ӗҫленӗ, вӗсем республика пурнӑҫӗн мӗнпур ҫул-йӗрне кӑтартса параҫҫӗ.  Кашни хӑйӗн ӗҫне явӑҫтарма тӑрӑшнӑ,  курава питӗ чун-чӗререн хатӗрленнӗ», –  тенӗ вӑл. Республикӑри ҫитӗнӳсене «Раҫҫей» курав-форум йӗркелӳҫисем  пысӑк хак пани –  эпир ӗҫсене пӗлсе тӗрӗс йӗркелесе пынине ҫирӗплетет. «Эпир чи малтан хамӑрӑн ӗҫ-хӗлӗн мӗнпур ҫул-йӗрне тухӑҫлӑ кӑтартса пама пикентӗмӗр. 8 тапхӑра пайланӑ куравсем 3-шер эрне, пирӗн министерствӑсемпе службӑсем хамӑрӑн республикӑн ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗҫ. Ҫӗнӗ проектсем пирки те специалистсем тарӑн каласа кӑтрартрӗҫ.  Туризм, сывлӑх сыхлав тата социаллӑ хӳтлӗх, культура, вӗрентӳ, ял хуҫалӑхӗпе экологи, промышленность, строительствӑпа транспорт, спорт тата цифра аталанӑвӗ пирки те чылай кӑсӑклӑ материалсем туса панӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, ҫынсене регионпа тӗплӗн паллашма хӑтлӑ условисем йӗркеленӗ», –  тенӗ Пуҫлӑх.  

Куравӑн иккӗмӗш тапхӑрӗче республика экспозицийӗ регионти муниципалитетсемпе паллаштарать. Курав хӑнисене Чӑваш Енри муниципалитет округӗсемпе пӗчӗк хуласен ҫитӗнӗвӗсемпе уйрӑмлӑхӗсене, туризм илӗртӳлӗхне курма май парӗ. Хальхи вӑхӑтра экспозицире Чӑваш Республикин тӗп хулине –  Шупашкар хулине кӑтартса панӑ. 

Сергей Кириенко курав ӗҫленӗ вӑхӑтра унта Раҫҫейри 13 млн яхӑн ҫын пулса курнине пӗлтернӗ, вӗсенчен 98% ҫӗршывӑн мӑнаҫлӑхне курса ӗненнине ҫирӗплетнине каланӑ,   97% - аслӑ ҫӗршывра пурӑннине тепӗр хут ҫирӗплетнине пӗлтернӗ. ««Раҫҫей» курав  ӗмӗт, пуласлӑх ҫинчен. Ялкӑшса ҫунса тӑракан куҫсем  сирӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫ пулнине кӑтартса параҫҫӗ. Эпӗ те сире питӗ пысӑк тав сӑмахӗ каласшӑн: эсир ҫак курава  пӗтӗм чун-чӗререн хатӗрленнӗ. Сирӗн курав миллионшар ҫынна савӑк кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ. Регионта пӗрре те пулманнисем те юратаҫҫӗ сире. Сирӗн тӑрӑха ҫитсе килме шутлакансем те сахал марри ҫакнах тепӗр хут ҫирӗплетсе парать. Ҫакӑ калама ҫук пысӑк пӗлтерӗшлӗ», – тенӗ «Раҫҫей» курав йӗркелӳҫин председателӗ.



16 мая 2024
09:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter