«Раҫҫей» куравра Шупашкарӑн экспозицийӗпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашнӑ

«Раҫҫей» куравра Шупашкарӑн экспозицийӗпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашнӑ

Аса илтеретпӗр, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн «Раҫҫей» курав-форумра отрасль министерствисене республика стенчӗ ҫинче тӑратса пӗтернӗ хыҫҫӑн регионти муниципалитетсен ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарма йышӑннӑ.

 «Куравра ӗҫленӗ хушӑра темиҫе миллион ҫын пирӗн республика ҫинчен, унӑн ҫитӗнӗвӗсемпе паллашма кӑмӑл тунӑ. Вӗсенчен нумайӑшӗ Чӑваш Ене ҫывӑхрах пӗлес тесе килсе ҫитрӗҫ.  Пирӗн учрежденисен пулӑшӑвӗпе усӑ курма килӗшрӗҫ. Республика курав ӗҫӗ тӑршшӗпех – регион-лидерсен йышӗнче пулчӗ. Ку вӑл Чӑваш ҫӗршывӗпех чапа тухнине ҫирӗплетет», –  тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

«Умра – кӑсӑклӑ мероприятисем чылай. Вӗсенчен пӗри  –  ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ВДНХ-ра иртекен Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне уявлани.  Ун чухне Чӑваш Ен культурин хӑйевӗрлӗхӗпе, илемлӗхӗпе тата анлӑрах  паллаштарӑпӑр. Чӑваш Ене кашни ҫын юраттӑр, хисеплетӗр.  Пирӗнпе пӗрле туслӑ пурӑнса, региона аталантарса пыма витӗм кӳтӗр. Пирӗн тӑрӑха пурӑнма килес текенсене валли хӑтлӑ условисем хатӗрлесе пама тӑрӑшӑпӑр», – тесе сӑмаха малалла тӑснӑ вӑл. 

Шупашкар экспозицине хула 555 ҫул тултарнине уявламалли официаллӑ стилистикӑра калӑпланӑ: пысӑк тухья бренд кӑвак тӗссем илнӗ, экрансем ҫинче уяв логотипӗсем тата тӗрлӗ темӑсене палӑртакан роликсем, вӗсемпе виҫӗ эрне хушшинче халӑха паллаштарӗҫ.

Чӑваш Ен стендӗнчи курав хӑнисене Амӑшӗн-хӳтӗлевҫӗн пысӑк кӳлепи кӗтсе илет.  Унтах Шупашкар хулине кӗрсе курӑр-ха тесе ят панӑ ятарлӑ алӑка яри уҫнӑ.  Вӑл тӳремре курма пыракансем Шупашкар хулин ҫитӗнӗвӗсемпе, унӑн хӑй евӗрлӗхӗпе паллашма пултарайраҫҫӗ.

Стендра чӑваш тӗррисен, хула символӗсен – Чапаев палӑкӗн, Амӑшӗн Монуменчӗн, тухьясен, Шупашкар гербӗн тата ытти енӗпе мастер-классем ӗҫлеҫҫӗ.  Хастарсене валли интерактивлӑ вӑйӑсене хутшӑнма майсем йӗркелесе панӑ.  Шупашкар хулин историйӗпе паллашма пулӑшакан  кӑсӑклӑ интерактивлӑ квизсем ӗҫлеҫҫӗ.

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева хӑйӗн сӑмахӗнче ҫапларах каланӑ: «Чӑваш Ен тӗп хулине ырӑ сунса кӗтетпӗр! Вӑл Василий Иванович Чапаевӑн тӑван ҫӗршывӗ. Умра Шупашкарӑн юбилей, эпир хамӑрӑн чӑваш ҫӗрӗ ҫинче пурне те хапӑл тусах кӗтсе илме хатӗр», – тенӗ. 

Вице-премьер – Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Чӑваш Республикин полномочиллӗ представителӗ Алексей Ладыков сӑмаха малалла тӑснӑ май, «Раҫҫей» курав-форумра 200-мӗш кун ӗҫленине асӑннӑ. Чӑваш Республикин экспозицийӗ чи ҫутӑ, илӗртӳллӗ тата кӑсӑклӑ пулнине каланӑ вӑл, куравра мӗн те пулин ҫӗннине курма, пӗлӳ илме, мӗн пулса иртнипе паллашма майсем пуррине те палӑртнӑ. «Шупашкар вӑл – ҫӗршыври чи тирпейлӗ те илемлӗ хуласенчен пӗри. Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули ыттисемшӗн чӑн-чӑн тӗслӗх пулса тӑрать. Курава курма килекенсене пурне те ырӑ кӑмӑл-туйӑм сунатӑп», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ вӑл.   



16 мая 2024
08:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter