Чӑваш Енри мӗнпур чиновникӑн ӗҫ компьютерӗсене 2024 ҫул вӗҫлениччен хамӑрӑн ҫӗршыври операци тытӑмӗсем ҫине куҫарӗҫ

Чӑваш Енри мӗнпур чиновникӑн ӗҫ компьютерӗсене 2024 ҫул вӗҫлениччен хамӑрӑн ҫӗршыври операци тытӑмӗсем ҫине куҫарӗҫ

Кун пек ҫӗнӗлӗх патшалӑх управленийӗнче тӑрӑшакан 1,5 пин ҫынна пырса тивӗ.

Кун пирки Чӑваш Республикинчи экономикӑн, социаллӑ сферӑн тата патшалӑх управленийӗн тӗп отраслӗсен цифра трансформацийӗ енӗпе ӗҫлекен Координаци канашӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ, ӑна Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  йӗркелесе ертсе пынӑ.

Ҫавӑн пекех ӗҫ тӑвакан органсен 2025 ҫулта раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен ведомство информаци системисене харпӑр хӑй сервер хӑвачӗсем ҫине электронлӑ шутлав машинисем валли Раҫҫей программисен пӗрлехи реестрне кӗртме тӑрӑшмалла.  Чӑваш Ен Сывлӑх министерстви ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑра «Тухтӑрсем патне ҫырӑнасси» даннӑйсен витринине хута яма палӑртнӑ. Чӑваш Республикин муниципаллӑ тата хула округӗсен администрацийӗсене халӑх итлевӗ ирттерме хушнӑ, вӗсен сӗнӗвне шута илме каланӑ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев сӑмаха малалла тӑснӑ май, ҫапла палӑртнӑ: «Процессене цифровизациличчен эпир вӗсене малтан «Тухӑҫлӑ регион» шайӗнче трансформацилерӗмӗр. Комплекслӑ майпа туса ирттернӗ ӗҫе пула эпир цифрӑллӑ трансформацире пысӑк  ҫитӗнӳсене асӑрхарӑмӑр. Ҫынсем те ҫакна туйрӗҫ. Экспертсем те кураҫҫӗ. Динамика суйласа илнӗ ҫул-йӗрсем тӗрӗс пулнине ҫирӗплетет, лару-тӑру пире хӑвӑртлӑха ӳстерме май парать», – тенӗ  Пуҫлӑх.

«Цифра трансформацийӗн концепцине ҫирӗплетессипе тата архитектурине йӗркелессипе пӗрремӗш тапхӑрӑн тӗллевне пурнӑҫланӑ май пӗтӗм система ӗҫлетӗр, усӑ кӳтӗр тесен сервиссене объективлӑ даннӑйсемпе тултарни уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Эпир вара, пурнӑҫӑн тӗрлӗ сферисене 80 процент чухлӗ  тивӗҫтерсен, вӗсене онлайн мелӗпе хаклама, даннӑйсемпе танлаштарма, пӗр-пӗр процессене синхронизацилеме, чи кирли – малашнехи ӗҫсен моделӗсене йӗркелеме, ҫав шутра – патшалӑх управленийӗн, отраслӗн чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗсене пурнӑҫлама май пулӗ», – тенӗ вӑл.

Цифра трансформацийӗн регионти ертӳҫисен юлашки оперативлӑ рейтингӗпе килӗшӳллӗн, Чӑваш Республики иртнӗ уйӑхӑн пӗтӗмлетӗвӗсемпе танлаштарсан 12 позицине ҫити ҫӳлелле ӳснӗ, Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсем хушшинче 21 вырӑнта тӑрать, федерацин Атӑлҫи округӗнче 5 вырӑн йышӑнать – ку вӑл динамика енӗпе мӗнпур регион хушшинче те чи лайӑх кӑтарту.

2022 ҫултанпа Чӑваш Енре 2022–2024-мӗш ҫулсем валли  экономика, социаллӑ сфера тата патшалӑх управленийӗн цифрӑллӑ трансформаци енӗпе Стратеги ӗҫлет. Хальхи вӑхӑтра вӑл 18 отрасле пырса тивет, пурӗ 131 проект пур.

 2024 ҫулта Чӑваш Республики 2025–2030 -мӗш ҫулсем валли  цифра трансформацийӗн ҫӗнӗ стратегине хатӗрлеме тӗллев лартнӑ: сывлӑх сыхлавӗ, вӗренӳ тата наука, транспорт тата логистика, хула хутлӑхне аталантарасси, патшалӑх управленийӗ, социаллӑ сфера, агропромышленноҫ комплексӗ, энергетика инфратытӑмӗ, энергетика тытӑмӗ культура, физкультура тата спорт пайӗсене пырса тивӗ ҫӗнӗлӗх. Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программипе Стратегие синхронизацилемеллине палӑртнӑ. «Цифрӑллӑ трансформаци ҫитес ултӑ ҫуллӑх валли ҫирӗплетмелли тӗллевсене татса пама пулӑшакан пайсенчен пӗри пулса тӑмалла», – тенӗ Пуҫлӑх сӑмаха ҫавӑрса.  



17 мая 2024
09:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter