Чӑваш Ен аграрийӗсем палӑртнӑ лаптӑксен ҫуррине ҫурхи тӗш тырӑпа пӑрҫа йышши культурӑсене акса хӑварнӑ

Чӑваш Ен аграрийӗсем палӑртнӑ лаптӑксен ҫуррине ҫурхи тӗш тырӑпа пӑрҫа йышши культурӑсене акса хӑварнӑ

Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ҫӗрпӳ, Красноармейски тата Шупашкар муниципаллӑ округӗсенче ҫурхи-уй ӗҫӗсем епле пынипе паллашнӑ май пӗлтернӗ. Регион Пуҫлӑхӗ «Авангард» ООО, «Цивильский бекон» ООО, «ВДС» ООО,  «Агрофирма «Тябинка» тата Чурачикское» АО тӑрӑшакансемпе  тӗл пулса калаҫнӑ.

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев сӑмаха пуҫланӑ май, ҫурхи ӗҫсем пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑштах каярах юлса пынине асӑннӑ. Паллӑ, сӑлтавӑ ҫанталӑк лӑпкӑ тӑманнипе ҫыхӑннӑ, кашни кунах ҫумӑр ҫуни ҫӗр ӗҫченӗсене чӑрмав кӳни куҫ кӗретех тенӗ вӑл. 

«Уй-хир ӗҫӗсене пурнӑҫлама техника ҫителӗклӗ таран хатӗрлесе ҫитернӗ. Эпир республикӑра юлашки ҫулсенче ку тӗлӗшпе сахал мар тӑрӑшнӑ.  Механизаторсен кӑмӑлӗ питӗ лайӑх, мӗншӗн тесен техникӑсем аван, хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑраҫҫӗ. Чи пӗлтерӗшли  аграрисене мӗн кирлине пурне те тивӗҫтернӗ. Ҫурхи ака вӑхӑтне кӗскетме, тыр-пула пиҫсе ҫитмешкӗн май пур таран вӑхӑт пама кашни уяр сехетпе усӑ курма палӑртатпӑр»,  тенӗ вӑл.

Прогнозпа килӗшӳллӗн, 2024 ҫулхи ака лаптӑкӗ 546,1 пин га шутланать, 2023 ҫулхипе пӑхсан 100,01% пулать, вӗсенчен 55,5% пӗрчӗллӗ культурӑсем, вӗсен лаптӑкӗ 301,4 пин га.

Ҫуркуннехи тапхӑрпа акса хӑварнӑ  культурӑсен лаптӑкӗ 310,45 пин га шутланать.

Кӗрхи пӗрчӗллӗ культурӑсене апатлантарассине 83,6 пин га ҫинче ирттернӗ, ку вӑл 87,0% танлашать.

Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗ тӗлне республикӑри хуҫалӑхсенче 105,5 пин га  ҫинче ҫурхи тӗш тырӑпа пӑрҫа йышши культурӑсене акнӑ, ҫакӑ планпа  пӑхса хӑварнинчен 47,5%  пулать. 2023 ҫ.  Асӑннӑ тапхӑрта 210,2 пин га акса хӑварнӑ пулнӑ.

Техника культурисене 12,4 пин га лаптӑкра акнӑ, ҫав шутра 8 пин га рапс, 3,1 пин га горчица.

Пӗр ҫул ӳсекен курӑксене 10,4 пин га лаптӑкра (2023 ҫ. – 13,0 пин га) акнӑ пулнӑ. Выльӑхсене валли кукуруза 1,6 пин га ҫинче йышӑнать  (2023 ҫ. – 7,8 пин га) пулнӑ.

Патӑрьел, Вӑрнар тата Куславкка муниципаллӑ округӗсенче 155 га ҫӗр улмине лартнӑ. (2023 ҫулта – 2 862 га лартнӑ пулнӑ асӑннӑ тапхӑрта).

Хӑмлана 44 га лаптӑкра вырнаҫтарса хунӑ,  (2023 ҫ. – 91 га) лаптӑк ҫине ҫакнӑ пулнӑ.

Республикӑри  хуҫалӑхсем 20 пин тонна минерал удобренийӗ туяннӑ, ку ҫурхи кирлинчен 88% пулать. Минераллӑ удобренисене туянассипе малалла та хастар ӗҫлесе пыраҫҫӗ ҫӗр ӗҫченӗсем.



20 мая 2024
08:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter