Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтпа тӳр килсе тӑракан Раҫҫей шайӗнчи чи чаплӑ гальвани производствисенчен пӗрне хута янӑ

Чӑваш Енре  хальхи вӑхӑтпа тӳр килсе тӑракан Раҫҫей шайӗнчи чи чаплӑ  гальвани производствисенчен пӗрне хута  янӑ

Шупашкарти электроаппаратура заводӗнче (ЧЭАЗ) Раҫҫей Промторгӗ пулӑшнипе 5 гальваникӑлла линисене хута ярассине вӗҫленӗ, 2024 ҫул вӗҫлениччен цех ҫӗнелӗ тата та тепӗр 4 лаптӑкпа пуянланӗ. Проекта пурнӑҫлама патшалӑх тата уйрӑм инвесторсем 800 млн тенкӗлӗх хывнӑ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев мероприятине пухӑннисене тав тунӑ май, ҫапларах палӑртса каланӑ:  «Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви, сӑмахран, Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви туса хуракан пулӑшу хатӗрӗсемпе практикӑлла усӑ курнине куратпӑр. Вӗсемпе усӑ курса эпир пачах урӑхла условисем, пахалӑх йӗркелетпӗр тата ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстеретпӗр. Ҫакӑн пек меслет шучӗпе те кашни уйрӑм предприятие, ку тӗслӗхре – Шупашкарти электроаппаратура заводне аталантармалли плансене пурнӑҫа кӗртӗпӗр. Эпир сирӗнпе технологи суверенитечӗн ыйтӑвӗсене, кунта туса кӑларакан детальсенчен тӑракан пурнӑҫ тивӗҫтерӗвӗн тӗрлӗ системисен шанчӑклӑхне тивӗҫтерессине практикӑра татса паратпӑр. Республика Правительстви ҫакӑн пек проектсем май пур таран нумайрах пулччӑр, эпир сирӗнпе предприятисене ҫӗнетсе кӑна мар, пачах урӑхла ҫӗнӗ ӗҫ условийӗсем туса пыма тӑрӑшатпӑр, предприятинче ӗҫлекенсем валли лайӑх майсем пулччӑр тесе тимлетпӗр», тенӗ.

Линие хута янипе производство хӑвачӗсене анлӑлатни предприятие производство калӑпӑшне 2 хут ӳстерме, энергоэффективлӑх кӑтартӑвӗсене,  экологи кӑтартӑвӗсене 98% таран хӑпартма, шыв ыйтӑвӗсене те уҫӑмлатма май панӑ.

Детальсене гальваникӑлла тирпейлени металл япаласен хӳтлӗх шайне ӳстерет, вӗсем пур условисенче те  усӑ курайраҫҫӗ – нӳрлӗ тропик вӑрманӗсенчен пуҫласа уҫлӑха ҫитиех.

«ЧЭАЗ» АО генеральнӑй директорӗ Александр Горелов сӑмаха малалла тӑснӑ май ҫапла палӑртса хӑварнӑ: «Пысӑк технологиллӗ хатӗрсем туянма федераци уйӑрнӑ субсидирен 530 миллион тенкине тӑкакланӑ, ҫавӑн пекех ҫурт-йӗр тума, коммуникацисене тирпейлесе ҫӗнетес ӗҫе харпӑр хӑй укҫи-тенкине 240 миллион тенкӗ хывнӑ. Пуласлӑхри тӗллевсем те пысӑк, иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш тапхӑрпа ҫӗнетсе улӑштарса пымалли те пур-ха.  Пӗтӗмӗшле гальваникӑна модернизацилес ӗҫе 1,4 млрд тенкӗ хывма палӑртса хунӑ», тенӗ.

Ҫапла  майпа вара Шупашкарти электроаппарат завочӗ (ЧЭАЗ) гальвани производствипе Раҫҫейри малта пыракан предприятисенчен пӗри пулса тӑрассине те пӗлсех тӑратпӑр. 



21 мая 2024
07:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter