Шупашкарти юхан шыв ҫывӑхӗнчи ҫӑлкуҫран шыва вӗретнӗ хыҫҫӑн ӗҫме юрать

Шупашкарти юхан шыв ҫывӑхӗнчи ҫӑлкуҫран шыва вӗретнӗ хыҫҫӑн ӗҫме юрать

Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей шывӗ» акци вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Олег Николаева тӗпчев пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллаштарнӑ.   Шупашкарти юхан шыв порчӗ ҫывӑхӗнчи Хусан ҫыранӗнчи ҫӑлкуҫран шыв пахалӑхне  И.Н.Ульянов  ячӗллӗ ЧПУ студент-географӗсем экспресс-анализ тунӑ. Куҫӑмлӑ лаборатори хими элеменчӗсен содержанине тата варалакан япаласен чикӗллӗ концентрацийӗсенчен, ҫавӑн пекех шыв хытӑ пулнине, йӳҫеклӗхне, пӑтранчӑкне, температурине, тӗсне, шӑршине тата ытти кӑтартусене хирти условисенчех палӑртма май парать.

Ҫӑлкуҫсене упраса хӑварас тата сыватас тӗллевпе наука тӗпчевӗсене Чӑваш Республикинчи Экологи культурипе перекетлӗ ҫутҫанталӑкпа усӑ курмалли ҫулталӑка халалланӑ, ӑна Чӑваш Енри Ҫӑлкуҫсен проекчӗ шайӗнче йӗркелесе ирттереҫҫӗ.

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Вырӑс географи обществин тата Раҫҫей экологи обществин республикӑри уйрӑмӗсемпе мӗнпур муниципалитет, шкул,  эколог хастарсен юхӑмӗсем хутшӑннипе вырӑнсенчен пӗтӗмлетӳ ӗҫӗсене пухса пыраҫҫӗ. Ун хыҫҫӑнхи Чӑваш Ен Цифра министерстви пулӑшнипе пирӗн регионти мӗнпур ҫӑлкуҫӑн Цифра карттине туса хурӗҫ.

 «Енчен те ҫак ҫӑлкуҫсем патне ҫитсен вӗсем мӗнлерех шайра пулнине ӑнланӑпӑр, вӗсене сыватма вӑй хурӑпӑр, ҫынсем унта килме, канма, шыв ӗҫме пултарччӑр тесе тирпей-илем кӗртӗпӗр, экологи туризмне аталантарма  тӗрлӗ майсем тупӑнӗҫ», – тесе палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Раҫҫей экологи обществин Чӑваш Енри регион уйрӑмӗн председателӗ Андрей Миронов ҫапла каланӑ: « Шупашкарти залив хӗрринчи ҫӑлкуҫ шывне тӗрӗслев тума, юхан шыва хула шывӗ мӗн чухлӗ сиен кӳнипе кӳменнине палӑртма тӗллев лартнӑ.  Паян эпир Атӑл шывне питех таса мар шыв юхса кӗменнине курса ӗнентӗмӗр.    Варалакан япаласен калӑпӑшӗ паян Атӑла, шел пулин те, ял хуҫалӑх уй-хирӗсенчен, ҫулсенчен, промышленность площадкисенчен диффузлӑ сток тӑрӑх лекет. Шыва микропластикпа варалани  сисӗнет. Шел пулин те,  пӗр хутчен усӑ курӑнакан савӑт-сапапа усӑ курни те тепре чухне самаях йывӑрлӑх кӑларса тӑратать, кун пекки вара пирӗн тӑрӑхра кӑна мар, тӗнчипех пур», – палӑртнӑ вӑл.

 «Атӑл кунӗ» акцине тӗпе хурса  Шупашкар хулин Хусан ҫыранӗн территорийӗнчен 100 яхӑн волонтер 3 тонна ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ. Экологи ҫулталӑкӗнче «Раҫҫей шывӗ» акци шайӗнче 1 пин ҫухрӑма яхӑн ҫырансене тата шывсен ҫывӑхӗнчи акваторине тасатма палӑртнӑ, экологи акцийӗсене республикӑра пурӑнакан 7300 ытла ҫын хутшӑнӗ.

Пӗтӗм Раҫҫейри «Экосистема» экологи юхӑмӗн волонтерӗсемпе хутшӑннӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑра Атӑла сыватас енӗпе пысӑк ӗҫ туса пынине пӗлтернӗ. «Кӑҫал эпир тата икӗ тасатмалли сооружени туса пӗтерӗпӗр. Малтан хуларан Атӑла тӳрремӗнех юхса тухни халӗ пуҫтарӑнать, тасалать, кайран тин юхан шыва таса шыв кӗрет, – тенӗ вӑл,  пуласлӑхри тӗллевсем тата та пысӑккине хыпарланӑ.

Чӑваш Республикин ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов республикӑн Строительство министерствипе пӗрле тата «БОС» ГУП шывпа тивӗҫтерессине тата шывпа усӑ курассине аталантармалли концепци хатӗрленине, ун шайӗнче шыв тасатакан сооруженисем тӑвассине пӗлтернӗ: «Паян Чӑваш Енре  шыв-шурсенчен 42% тасалса пырать, пирӗн тӗллев – 2030 ҫул тӗлне 70–75%  таран кӑтартӑва ҫитересси. Объектсене палӑртнӑ ӗнтӗ, хӑш-пӗрисем тӑрӑх проектсем пур,  смета документацийӗ хатӗрлеҫҫӗ», – тенӗ вӑл.



21 мая 2024
13:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter