Ачасемпе ҫамрӑксен «Зарница 2.0» ҫарпа спорт ӑмӑртӑвӗсене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев уҫнӑ

Ачасемпе ҫамрӑксен «Зарница 2.0»  ҫарпа спорт ӑмӑртӑвӗсене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев уҫнӑ

Пӗрремӗш хут «Зарница 2. 0» ачасемпе çамрӑксен çарпа спорт вăййисем Пӗтӗм Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен обществӑпа патшалӑх юхӑмӗ хутшӑннипе ҫӗнелнӗ форматпа иртеҫҫӗ. Чӑваш Республикинчи «Пӗрремӗшсен юхӑмӗ», ҫамрӑксене ҫарпа спорт хатӗрленӗвӗпе патриотлӑх воспитанийӗ паракан центр, ҫарпа патриотизм воспитанийӗн вӗренӳпе методика центрӗ, Чӑваш Республикинчи «АВАНГАРД» ҫамрӑксене вӗренӳпе патриотизм воспитанийӗ памалли  методика центрӗнче вӑй хуракансем хутшӑнаҫҫӗ.

Пӗтӗмпе вӑййа регионти 26 муниципалитет тата хула округӗсенчи 25 пин ытла ачапа ҫул ҫитмен ҫамрӑк хутшӑннӑ, ку пӗлтӗрхинчен 2 хут нумайрах. Вӑйӑсен пӗрремӗш тапхӑрӗнчи 6,5 пине яхӑн ҫӗнтерӳҫӗ  муниципаллӑ округсемпе хула финалӗсенче тупӑшнӑ.

Вӗренӳ ҫулӗ хушшинче «Зарница» вӑйӑсен шайӗнче 200 ытла пултарулӑх, практика, теори ӑмӑртӑвӗ йӗркеленӗ. Командӑсем валли вӑйӑсен программипе пӗтӗмӗшле ҫар ӑслӑлӑхне, стройпа утассине, пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ парассине, радиаци, хими тата биологи хӳтӗлевӗпе ҫыхӑннӑ тата та ытти чылай мероприятисене пӑхса хӑварнӑ. Ҫавӑн пекех «Командир ялан малта пырать» конкурс тата «Тӑван ҫӗршыв историйӗ» теори  пӗлӗвӗсене ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем те кун йӗркинчех тӑраҫҫӗ.

 «Чӑваш Енре ҫамрӑк армеецсен вӑййисем нихӑҫан та  пӑрахӑҫланманнишӗн, эпир тепӗр хут сирӗнпе пӗрле мӑнаҫланатпӑр. Патриотизм темипе, пӗрне-пӗри пулӑшу парасси ыйтусемпе ачасемпе мӗн пӗчкрен ӗҫлесе пыраҫҫӗ. Шансах тӑратӑп, округри тата Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусенче ҫӗнтерӳҫӗсем хӑйсене тивӗҫлипех кӑтартса парассине. Мӗнле калас, пултаруллӑ ҫын пур енӗпе те пултаруллӑ. Яланхи пекех, лайӑх спортсменсем лайӑх вӗренеҫҫӗ, пурнӑҫра та  вӗсен ялан ӑнса пырать. Сирӗн те ҫавнашкалах пулассине эпир туятпӑр. Эпир вара, аслисем, сире  яланах аталанса вӑй илсе пыма тӗрев пама хатӗр. Май пур таран кирлӗ пек условисем те хатӗрлесе тӑратма шантаратпӑр. Чи кирли вара – ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑласси, ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫесси»,  тесе чӗнсе каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, ӑмӑртусене хутшӑнакансене саламланӑ май.  

Палӑртса хӑваратпӑр, пирӗн регионта «Зарница» тата «Орленок» ҫарпа спорт ӑмӑртӑвӗсене 1968 ҫултан пуҫласа ирттерме тытӑннӑ.

Пурӗ Чӑваш Республикинче ҫарпа патриотизм темисемпе тӑрӑшакансен клубӗсем 90, ҫамрӑк армеецсен ушкӑнӗсем – 300 ытла.

2023 ҫулта республика шайӗнче иртнӗ «Зарница»  ҫарпа спорт вӑййисене 28 команда хутшӑннӑ, «Орленокра» – 31 команда хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартса панӑ.  Муниципалитетсен шайӗнче пулнӑ ӑмӑртусенче  12 000 ытла яш-кӗрӗм хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.



22 мая 2024
17:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter