Чӑваш Енре ҫуллахи тапхӑрпа канакан ачасен йышӗ 1,5 хут ӳсет

Чӑваш Енре ҫуллахи тапхӑрпа канакан ачасен йышӗ 1,5 хут ӳсет

Ачасем хушшинче  ҫуллахи тапхӑрпа сывлӑха ҫирӗплетекенсемпе канӑва хутшӑнакансен йышне кӑҫал 1,5 хут та ытларах ӳстерме палӑртнӑ, вӑл 72668  ача, танлаштарас пулсан 2023 ҫулта 45264 ача хӑйсен канӑвне тата сывлӑхне ҫирӗплетнӗ.  Палӑртса хӑвармалла, канӑва кӑнтӑрлахи тапхӑрпа йӗркелес текенсен йышӗ 2 хут нумайланнӑ, кӑтарту 50 пине те ҫитнӗ. 2023 ҫулта пурӗ те  22840 ача хӑйсен сывлӑхне ҫирӗплетме пултарайнӑ.  Хула тулашӗнчи лагерьсенче пӗтӗмпе 19267 ҫын канать, вӗсене Чӑваш Республикин Ӗҫлев министерстви ҫумӗнчи социаллӑ хӳтлӗх паракан центрсем  йӗркелесе тытса пыраҫҫӗ.    Йывӑр лару-тӑрӑвка лекнисем , палӑртнӑ категорире ҫитӗнекен ачасен канӑвне те кирлӗ пек шайра йӗркелесе пама палӑртса хунӑ, 3,4 пин ачан сывлӑхне ҫирӗплетсе ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатса пыма витӗм кӳрӗҫ.   

Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ачасен канӑвӗпе сывӑхне ҫирӗплетес ыйтусемпе тимлекен ведомствӑсем хушшинчи комиссийӗн ларӑвӗнче каланӑ.  Палӑртса хӑваратпӑр, ачасен ҫуллахи тапхӑрпа иртекен кану вӑхӗчӗ ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен тытӑнать. 

Ҫавӑн пекех нумай ачаллӑ ҫемьесенчи 5,5 пине яхӑн ачана, сахал тупӑшлӑ ҫемьесенче пурӑнакан шӑпӑрлансене, инвалид-ачасемпе сывлӑх енчен хавшак ачасен, ҫул ҫитменнисен, профилактика учечӗсенче тӑракан ачасене кантарасси те планра пур.  Пӗр сӑмахпа каласан, ҫуллахи тапхӑрта ачасен канӑвӗ кӑсӑклӑ тата усӑллӑ пулассине пурте пӗлсех тӑратпӑр. 

Пӗтӗмпе ачасене канупа сывлӑха ҫирӗплетмелли организацисен реестрне 312 организаци, ҫав шутра 16 стационарлӑ   майпа канӑва йӗркелеме витӗм кӳрекеннисем, кӑнтӑрлахи тапхӑрпа  канӑва йӗркелеме пулӑшакан 296 лагере, ҫав шутра Чӑваш Ен Ӗҫлев министерствин социаллӑ пулӑшу паракан центрӗсен ҫумӗнче 10-шне кӗртме палӑртнӑ.

Ача-пӑча канӑвӗпе сывату инфратытӑмне модернизацилемелли федераци программи шайӗнче 2023 ҫулта Шупашкар хулинчи «Бригантина» тата Ҫӗрпӳ округӗнчи «Звездный» лагерьсенче хута янӑ. 2024 ҫулта Шупашкар хулинчи «Березка» 2 ача-пӑча лагерӗнче тата  «Звездный» Ҫӗрпӳ округӗнчи 2 ача-пӑча лагерӗнче 4 корпус хута яма палӑртса хунӑ. Ҫулсерен вӗсенче  900 ача хӑйсен канӑвӗпе сывлӑхне йӗркелеме пултараҫҫӗ.

 «Ҫуллахи тапхӑрпа кану вӑхӑчӗ пуҫланиччен,  кану учрежденийӗсен кану объекчӗсене тишкернӗ май тупса палӑртнӑ ҫитменлӗхсемпе асӑрхаттарусене пурне те  пӗтермелле.  Ачасене валли кӑсӑклӑ кану йӗркелесе пама тӑрӑшмалла.  Паллӑ, чи кирли – ачасене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси. Ку ыйту малти вырӑна яланах тухса тӑмалла», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Республика Пуҫлӑхӗ кану организацийӗсене квалификациллӗ медицина ӗҫченӗсемпе тивӗҫтермеллине те чӗнсе каланӑ ларура.

Чӑваш Ен Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, сывлӑха ҫирӗплетмелли кашни организацине медицина организацийӗсем – кураторсем (вӗсем 14) ҫирӗплетнӗ.  Вӗсем кирлӗ пек медицина пулӑшӑвӗсемпе кулленех  тивӗҫтерме хатӗррине те хыпарланӑ ведомствӑра тӑрӑшакансем. Коронавирус инфекцийӗ сарӑлассинчен те кулленех сыхӑ тӑма палӑртнӑ ятарлӑ специалистсем.

6 пин ача валли 31 профильлӗ смена йӗркелӗҫ.

 2024 ҫулта ҫавӑн пекех вӗренӳрен пушӑ вӑхӑтра 14 ҫултан пуҫласа 18 ҫула ҫитмен 15335 ачаран кая мар вӑхӑтлӑх ӗҫе вырнаҫма палӑртнӑ. Ӗҫлӗх службин органӗсем вӑхӑтлӑх ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме 281 договор тунӑ, вӗсен шайӗнче ҫул ҫитмен 6185 ачана ӗҫе вырнаҫтарнӑ, ку вӑл ҫулталӑка пӑхса хӑварнӑ йышӑн 40,3% пулать.

 



22 мая 2024
08:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter