Шупашкарта пурӑнакансен пурнӑҫ условийӗн шайӗ чи лайӑх та хӑтлӑ пултӑр тесе тӑрӑшсах ӗҫлеҫҫӗ

Шупашкарта пурӑнакансен пурнӑҫ условийӗн шайӗ чи лайӑх та хӑтлӑ пултӑр тесе  тӑрӑшсах ӗҫлеҫҫӗ

Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкарта иртекен Атӑлҫи хулисен Ассоциацийӗн пӗрлехи пухӑвӗнче пӗлтернӗ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ сӑмаха малалла тӑснӑ май, ҫапларах палӑртнӑ: «Чи пӗлтерӗшлӗ те актуаллӑ ыйтусене сӳтсе явни паха.  Чи паха ӗҫ опычӗсем пирӗншӗн кӑна мар, пуриншӗн те пӗлтерӗшлӗ. Пурсӑмӑра та пӗр тан лайӑх аталанса пыма витӗм кӳреҫҫӗ.

Пирӗн тӗллев – хальхи стандартсемпе килӗшӳллӗн пурнӑҫ условийӗсене май килнӗ таран лайӑх туса хурасси тата кашни ҫынна, уйрӑмах – ҫитӗнекен ӑрӑва, хӑй тӗллӗн пурӑнма кирлӗ пек хӑтлӑ условисемпе тивӗҫтересси. Шупашкар хули Чӑваш Енӗн визит карточки шутланать.  Апла пулсан, вӑл малашне те кал-кал аталантӑр тесе хамӑртан мӗн килнине пӗтӗмпех йӗркелесе пама тӑрӑшӑпӑр. Шӑпах ҫакӑн валли ДОМ. РФ пӗрле Шупашкар агломерацийӗн мастер-планне ҫирӗплетнӗ. Эпир сирӗнпе Раҫҫей Федерацийӗн кашни субъекчӗшӗн ҫӗршыв Президенчӗн аталанӑвӑн тӗрлӗ хатӗрӗсене:  промышленноҫ, инфраструктура, социаллӑ, инвестици  хывмалли йышӑнӑвӗпе ҫыхӑннӑ пысӑк майсене куратпӑр. Хула ҫыннисем ҫакӑн пек йышӑнусемшӗн тав тӑваҫҫӗ, ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫа кӗртсе пыма  витӗм кӳреҫҫӗ», тенӗ вӑл. 

Олег Николаев ҫавӑн пекех Чӑваш Енре республикӑри компетенцисен центрӗсем: транспортпа, шывпа, электричествӑпа тата пурнӑҫпа тивӗҫтерекен ытти ҫул-йӗр  йӗркеленнине палӑртнӑ. «Ҫак компетенцисен центрӗсене, тӗпрен илсен Чӑваш Республикин тӗп хулинче тӑраканскерсене, пирӗн кашни муниципалитет патне сервис евӗр ҫитермелле»,  тенӗ вӑл.

Шупашкар агломерацийӗн мастер-планне пурнӑҫлани муниципалитетӑн таварсен калӑпӑшне 2030 ҫул тӗлне 24%  таран ӳстерме витӗм кӳрет.  2022 ҫулхипе танлаштарсан,  2030 ҫулсем тӗлне 25 пин ытла ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме пулӑшӗ. Ҫурт-йӗр строительствине, инвестицине, туризма аталантарса вӑй илме те май парасси никама та иккӗлентермӗ.

Ҫавна пула экономика, промышленность вӑй-хӑватне ӳстерме, ҫавӑн пекех халӑха ӗҫпе тивӗҫтерессине, ҫав шутра ял хутлӑхӗнче 35% ӳстерме, предпринимательствӑна хастартарах аталантарса пыма майсем уҫса парасси те куҫ кӗретех пулӗ. 

 Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Игорь Комаровӑн пулӑшуҫи Алексей Симонов пирӗн ума ҫӗршыв лидерӗ ҫав тери пысӑк тӗллевсем лартнине асӑннӑ. «Социаллӑ ҫирӗплӗхе сыхласа хӑвармалла тата территорие ҫирӗп аталантарассине тивӗҫтермелле. Владимир Путин ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Президент должноҫне кӗнӗ чухне кун пирки тепӗр хут палӑртнӑ.  Кирлӗ пек йышӑнусен яланах тухӑҫлӑ, тӗрӗс пулмалла.  Вӗсен Раҫҫей ҫемйин пурнӑҫӗн ырлӑхӗпе пахалӑхне ӳстермелле», тенӗ вӑл муниципалитет управленийӗн тытӑмне аталантарас тата ӳстерес енӗпе тунӑ тӗп сӗнӳсене аса илтерсе.

 Ку пурӑнмалли лайӑх хутлӑха, ҫав шутра пуҫаруллӑ проектсене пурнӑҫа кӗртессипе те хастар ӗҫлемеллине чӗнсе каланӑ вӑл.  Кашни ҫыннӑ сӗнӗвне шута илни паха. Халӑхпа кулленех курнӑҫмалла, вӗсен кӑмӑл-шухӑшне те пӗлмелле.  Малта пыракан тӗслӗх ӗҫсене кулленех хамӑрӑн пурнӑҫра усӑ курмалла. Муниципалитет управленийӗн центрӗсене, регионсен управленийӗн ӗҫ тӑвакан центрӗсене, туса хумалла. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен те ҫак ӗҫе хатӗр пулмалла, муниципалитет аталанӑвӗн программисене вӑхӑтра тӳрлетӳпе тивӗҫтермеллине те палӑртса каланӑ паянхи канашлура.  



23 мая 2024
15:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter