Чӑваш Енре вунпӗрмӗш класра вӗренекенсемпе тӑххӑрмӗш класра вӗренекен 19 пин ачашӑн юлашки шӑнкӑрав янӑрӗ

Чӑваш Енре вунпӗрмӗш класра вӗренекенсемпе тӑххӑрмӗш класра вӗренекен 19 пин ачашӑн юлашки шӑнкӑрав янӑрӗ

Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Етӗрне муниципаллӑ округра пулнӑ май пӗлтернӗ. Паллӑ кун вӗренӳ учрежденийӗсенче юлашки шӑнкӑрав янӑранӑ. Малашнехи пурнӑҫ ҫулӗнче професси суйласа илесси чи пӗлтерӗшлӗ пулнине, ҫамрӑк яш-кӗрӗмшӗн питӗ яваплӑ тапхӑр пуҫланнине аса илтернӗ тепӗр хут мероприятине пухӑннисене саламланӑ май регион Пуҫлӑхӗ.

Пӗтӗмпе  кӑҫал Чӑваш Енре 4712 вунпӗрмӗш класра вӗренекенсемшӗн тата 14 477 тӑххӑрмӗш класра вӗренекенсемшӗн юлашки шӑнкӑрав янӑрӗ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ уява пухӑннисене саламланӑ май, ҫапларах палӑртса каланӑ: «Чӑваш Республикин аслӑ вӗренӳ заведенийӗсем 11-мӗш класра вӗренекенсене, колледжсене, профессионалитетсене – 9-мӗш классенче вӗренекенсене кӗтеҫҫӗ. Эпир юлашки вӑхӑтра аслӑ шкулсенче тӑрӑшакансене валли ҫамрӑк яш-кӗрӗме тарӑн пӗлӳ пама кирлӗ пек мӗнпур условисене хатӗрлесе пама тӑрӑшатпӑр. Хальхи вӑхӑтри пӗлӗве илччӗр тата, уйрӑмах пӗлтерӗшли, вӗреннӗ чухнех професси ӑсталӑхне кирлӗ хӑнӑхусем хатӗрлеччӗр тесе питӗ нумай ӗҫ тӑватпӑр. Шкулсемпе, колледжсемпе, вузсемпе пӗрле ӗҫлетпӗр, чи кирли - паян ҫӗршыв аталанӑвӗн пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗсене пурнӑҫлакан малта пыракан предприятисемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени. Тӑван шкулта ирттернӗ ҫулсене, пӗрремӗш утӑмсем тунӑ тата пӗрремӗш пӗлӳ илнӗ вырӑна хакласса шанса тӑратӑп. Пурнӑҫ ҫулӗпе хӑюллӑн утӑр, анчах ҫак кашни ҫыншӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ хаклӑхсене асра тытӑр. Вара сирӗн ҫӗнтерӳсем, тӑван ҫӗрпе питӗ ҫирӗп ҫыхӑну тытасси, туссене хисеплесси, чи кирли вара – вӗрентекенсене, аҫӑр-аннӗре юратни, хисеплени пулӗ. Эпир вара сирӗнпе кашнинпех мӑнаҫланӑпӑр, ҫитӗнӳсемшӗн савӑнӑпӑр. Пурин те ырӑ ҫулпа утмалла пултӑр!», – тенӗ вӑл.

Тин ҫеҫ шкултан вӗренсе тухакансемпе калаҫнӑ  май, Олег Николаев хӑй вӑхӑтӗнче, шкултан вӗренсе тухсан, тӳрех аслӑрах тӑванӗсемпе канашласа, строительство техникумне ӑс пухма ҫул тытнине хыпарланӑ. Аслисем  питӗ усӑллӑ канаш панине те асӑнса хӑварнӑ вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче. Строительство кирек-епле тапхӑрта та питӗ кирлӗ, апла пулсан професси пӗлӗвне илни, ӗҫ тупма май панине палӑртнӑ вӑл.  

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ  муниципалитетра  инвестициллӗ проект ӗҫӗпе кӑсӑкланнӑ. Палӑртса хӑваратпӑр, объектӑн хакӗ 195 млн тенкӗпе танлашать.

  «Ку вӑл пуян историллӗ тата паллӑ вырӑнлӑ авалхи хулашӑн питех те актуаллӑ. Етӗрне округӗ – М-7 «Волга» федераллӑ трассӑпа иртсе ҫӳрекенсем валли Чӑваш Ене кӗмелли хапха пулни паллӑ. Ҫапла вара автотуризма аталантарма хушма майсем уҫӑлаҫҫӗ. Юлашки 4 ҫулта округра турпоток икӗ хут ӳснине шута илсе: 2020 ҫулта ӑна 1,5 пин ытла турист ҫитсе курнӑ, 2023 ҫулта вара – 3 пин ытла, хӑна ҫурчӗ туристсемшӗн пирӗн мухтавлӑ хулара ытларах юлма хушма аргумент пулса тӑрӗ. Объекта уҫнӑ хыҫҫӑн  пирӗн тӑрӑха курма килекенсен йышӗ 5 пин ҫын ытла ҫитессине те шансах тӑратпӑр», – тесе сӑмаха ҫавӑрса каланӑ Олег Николаев.

 

 



24 мая 2024
14:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter