Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Химик кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Химик кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Енри хими промышленноҫӗн хисеплӗ ӗҫченӗсемпе ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе  химик Кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Хӑйсен кун-ҫулне ҫак кӑсӑк та хӑйне евӗр ӗҫпе ҫыхӑнтарнӑ специалистсене, ҫемье династийӗсене пӗрлештерекен хими производстви Чӑваш Республикишӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Унӑн витӗмӗпе хӑй вӑхӑтӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар хули хӑвӑрт аталанса ҫӗкленнӗ, Вӑрнар муниципаллӑ округӗшӗн те вӑл лайӑх аталанма пулӑшакан стратегилле май шутланать.

Хими предприятийӗсемпе вӗсен ӗҫченӗсем промышленноҫ вӑй-хӑвачӗн никӗсӗ пулса тӑраҫҫӗ, республика экономикин тӗп шӑнӑрне йӗркелеҫҫӗ, хими промышленноҫӗн ҫӗршыври тата тӗнчери рынокӗнче паллӑ вырӑн йышӑнса тӑраҫҫӗ.

Эсир туса кӑларакан таварсемпе тӗрлӗ отрасльте – медицинӑран пуҫласа ял хуҫалӑхӗ таранах – анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Хальхи вӑхӑт кӑларса тӑратнӑ йывӑрлӑхсен тапхӑрӗнче пирӗн технологи суверенитетне тивӗҫтерме ҫав шутра эсир те хастар хутшӑннине асӑнмаллах. Раҫҫейре водород перекиҫне туса кӑларакан, ҫӗршыври потребитель-предприятисемшӗн импорта туллин улӑштарма пултаракан центр пӗлтӗр шӑпах Чӑваш Ен пулса тӑчӗ.

Раҫҫейре эсир туса кӑларакан сайра йышши япаласем – кальци гипохлоричӗпе натри перкарбоначӗ, Ацетонанил Н, антрихинонлӑ водород перекиҫӗ тата ӳсен-тӑрана хӳтӗлемелли хими хатӗрсем хавхаланупа мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуратаҫҫӗ. Чӑваш Енри хими комплексӗ ҫитӗнӳсемпе лӑпланса ларманни, аталанӑвӑн ҫӗнӗ ҫулӗсене уҫни, производствӑсем хута яни тата халь ӗҫлекеннисене ҫӗнетни, ҫитӗнекен ӑрӑва професси суйласа илме пулӑшни чӑннипех савӑнтарать. Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗлтӗр хими класӗсем тата федераци проекчӗн «Профессионалитет» центрне уҫни ҫакна ҫирӗплетекен ырӑ тӗслӗх шутӗнче.

Хисеплӗ ӗҫтешсем, сире тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан ӗҫӗршӗн тата сирӗнтен нумайӑшӗшӗн пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ пулса тӑнӑ профессие чунтан парӑннӑшӑн тав тӑватӑп. Сире ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, сывлӑх, телейпе ырлӑх, предприятисене вара – кал-кал аталану сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                        Олег Николаев



26 мая 2024
08:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter