Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Узбекистанӑн премьер–министрӗпе Абдулла Ариповпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Узбекистанӑн премьер–министрӗпе Абдулла Ариповпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ

Чӑваш Республики 84 ҫӗршыв-партнерсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет. Републикӑн чи ӑнӑҫлӑ пиллӗк ҫӗршыв-партнерӗсен йышне вара Узбекистан кӗрет.  Республикӑсен килӗштерсе ӗҫлесси ҫулсерен ҫирӗпленсе пырать. 2023 ҫулта Чӑваш Енпе Узбекистанӑн тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ 2022 ҫулхипе танлаштарсан 2,1 хут ӳссе 27,8 млн. долл. танлашнӑ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей регионӗсен IV Форумӗнче Узбекистанӑн премьер-министрӗпе Абдулла Ариповпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ.  

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, кӑтартусем Пӗтӗм тӗнчери «Иннопром. Центральная Азия» курав хыҫҫӑн ӳснӗ, унта  шӑпах та,  Ҫӗнӗ Шупашкарпа  Узбекистан Республикин Карши Кашкадарьинский облаҫӗ пӗр-пӗрин хушшинчи ӗҫлӗ ҫыхӑнӑва сарасси пирки килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ пулнӑ, юлташла икӗ хула пӗр-пӗин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантарасси пирки калаҫса татӑлнӑ.   

Узбекистан Республикинчи Кашкадарья облаҫӗнчи Карши  тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем хушшинче тӑванлӑха палӑртнӑ.

Паян суту-илӳпе экономика, промышленноҫ, социаллӑ сферӑсенче, АПК тата тракторсем тӑвассинче ӗҫтешлӗх анлӑн вӑй илсе пырать.

Чӑваш Ен Узбекистана  вӑрлӑх сухан, ҫӗр уми,  тракторсене пуҫтарма кирлӗ пек мӗнпур хатӗрсене ӑсатма хатӗр.

Малашлӑхлӑ ҫул-йӗр шутне  керамика сантехникине туса кӑларасси пулма пултарать. Кашкадарья облаҫӗнче керамика изделийӗ-тӗрлӗ сантехника туса кӑларма кирлӗ тӑм кӑлараҫҫӗ. Малтанласа пирӗн регионти предприятисене Украинӑран таварсене илсе килнӗ пулнӑ.

Ҫавӑн пекех Узбекистан экономикине аталантарса пыма, кирлӗ пек сферӑсене валли   ҫамрӑк специалистсене професси тӗлӗшӗнчен хатӗрлеме калаҫса татӑлнӑ.  Паян Чӑваш Енри  аслӑ шкулӗсенче Узбекистанӑн 172 гражданинӗ ӑс пухать, ҫав шутра 137-шӗ И.Н. Ульянов ячӗллӗ  Чӑваш патшалӑх университетӗнче тарӑн пӗлӳ илет.  Чӑваш Республикин Правительствипе Кашкадарьинский облаҫӗн Хокимиято  пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлеме ӗҫ хутне алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Экономикӑра, суту-илӳре, сывлӑх сыхлавӗпе, культурӑра, туризмпа, вӗренӳ пайӗнче, наукӑра тата та ытти сферӑсенче пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме ӗҫ хутне ҫирӗплетнӗ. 

Уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче сумлӑ хӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне Олег Николаева Абдулла Арипов  Тӗп Азири чи авалхи хуласенчен  пӗрне Бухаруна пырса курма йыхравланӑ. Регион Пуҫлӑхӗ хисеплесе чӗннине йышӑннӑ.  



27 мая 2024
08:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter