2024 ҫул вӗҫленнӗ тӗлне Чӑваш Енре концессипе виҫӗ шкул туса пӗтерӗҫ

2024 ҫул вӗҫленнӗ тӗлне Чӑваш Енре концессипе виҫӗ шкул туса пӗтерӗҫ

Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Шупашкар округӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнче ҫӗнӗ шкулсене 2025 ҫулта  уҫма палӑртса хунӑ. 

Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Олег Николаева вице-премьер  Раҫҫей Президенчӗн Чӑваш Енри  полномочиллӗ представителӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ. Асӑннӑ канашлӑва  «ВЭБ.РФ» аналатарассипе ӗҫлекен патшалӑх корпорацийӗн бизнес-блокӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ, «ПроШкола»  тулли мар яваплӑ обществӑн  генеральнӑй директорӗ Алиса Денисова,  Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров, Чӑваш Республикин  строительство министрӗ Михаил Коледа, муниципалитетсен пуҫлӑхӗсемпе подрядлӑ организацисен ертӳҫисем хутшӑннӑ. 

 «Пирӗн тӗллев шкулсен строительствине кӑҫалхи ҫул вӗҫленнӗ тӗле  тата та лайӑхрах йӗркелесе пырасси, ӗҫ тухӑҫлӑхне, хӑвӑртлӑха ӳстересси. Ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсен кӗтнӗ ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртесси те тӗп ыйтусенчен пӗри.  Пӗр сӑмахпа каласан, объектсене графикпа килӗшӳллӗн, вӑхӑтра пурнӑҫа кӗртесси пӗлтерӗшлӗ»,  тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Шупашкар хулинчи объекта «СЗ «Стройтрест №3» АО пурнӑҫать, вӗсем  мӗнпур ӗҫрен 41 процентне туса пӗтернӗ.  Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче  «СЗ «СК «Старатель» ООО пурнӑҫлать. Вӗсем палӑртса хунӑ ӗҫсенчен  46 процентне  пурнӑҫланӑ.  Шупашкар округӗнче «СЗ «Ипотечная корпорация Чувашской Республики» АО пурнӑҫлать, вӗсем палӑртнӑ планран 56 процентне пурнӑҫа кӗртме те ӗлкӗрнӗ.

 



28 мая 2024
11:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter