Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль ҫӗнтерӳҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура саламлама Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ

Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль ҫӗнтерӳҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура саламлама Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ

Мероприяти регионта пурӑнакансемшӗн, кино курма юратакансемшӗн, питӗ лайӑххине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Телевизорпа куракан е радиопа илтекен паллӑ ҫынсемпе тӗл пулса калаҫма та аван тенӗ вӑл.

«Муниципаллӑ округӗсенче пурӑнакансем хапӑл тусах Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери 17-мĕш кинофестивале ҫитсе, хӑйсене кӑмӑла каякан кионосене кураҫҫӗ. Кинозалсене пурне те «Культура» наци проекчӗсене тӗпе хурса пурнӑҫа кӗртсе пынӑ. Кӑҫал 15 муниципаллӑ округра ҫӗнӗ залсем хута янӑ. Ял ҫыннисем хаваспах килеҫҫӗ, кино курса хӑйсен кӑмӑлне тултараҫҫӗ. Кӑҫал «Чапаев» фильма ҫӗнетсе ылмаштарнӑ хыҫҫӑн халӑх патне кӑларнӑ. Василий Иванович Чапаев вара пирӗншӗн – паллӑ ҫын кӑна мар, чӑн-чӑн паттӑр, эпир унпа мӑнаҫланайратпӑр, республикӑра пурӑнакансенчен нумайӑшӗ шӑпах та, ҫак кионона курма кӑмӑл туни те ҫакнах ҫирӗплетеет», — тенӗ Олег Николаев.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ фестивале йӗркелекенсене тата жюрие тав тунӑ, вӗсем хӑйсен авторитечӗпе тата профессионализмӗпе ҫӗнӗ хутшӑнакансене илӗртнине палӑтнӑ. Республика Правительстви кинофестиваль ҫӗнӗ киносемпе пуянлантӑр тесе ӳлӗмрен те тӗрев пама хатӗррине асӑннӑ вӑл.

Киноискусствӑна тата патриотизм темине аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери кинофестивалӗн ятарлӑ призне Олег Николаев Александр Прошкина — кинорежиссера, сценариста, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх артистне, мероприятин илемлӗх ертӳҫине ятарлӑ приз парса чысланӑ.

Пӗтӗм тӗнчери XVII-мӗш кинофестивалӗн гран-прине «Сивӗ сывлӑш» картинӑна (режиссерӗ Нахид Азизи Седиг, Иран) тивӗҫлӗ пулнӑ.

Яланхи пекех илемлĕ тулли метражлă фильмсен тата халăхсен тата регионсен фильмĕсен конкурсĕсем куракансен кӑмӑлне тултарнӑ.



30 мая 2024
11:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter