Чӑваш Ен – перекетлӗ управленийӗн чи лайӑх практикисемпе Раҫҫейре пӗрремӗш вырӑнта тӑрать

Чӑваш Ен – перекетлӗ управленийӗн чи лайӑх практикисемпе Раҫҫейре пӗрремӗш вырӑнта тӑрать

 Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫумӗнчи «Тухӑҫлӑ регион» проекта пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев канашлӑва пухӑннисене саламланӑ май, ҫапларах палӑртса каланӑ: «Тухӑҫлӑ регион» шайӗнче ӗҫ-хӗле йӗркелемелли принципсем патшалӑх влаҫӗн тата муниципаллӑ йӗркеленӳсен мӗнпур органӗсемшӗн тӗп условийӗсенчен пӗри пулса тӑрӗ. Вӗсене пурнӑҫа кӗртсе, хӑнӑхнӑ процессене трансформацилесе тата харпӑр хӑй тухӑҫлӑхне ӳстерме вӑй-хӑват тупса эпир патшалӑх, муниципалитет пулӑшӑвӗсен тата халӑх патне илсе ҫитерекен ӗҫсен пахалӑхне ӳстеретпӗр», – тенӗ.

Проекта улшӑнусен 567 проекчӗпе 86 организаци хутшӑнать. Проектсене пурнӑҫлассин экономики ӗҫ вӑхӑчӗн 545 пин ытла сехетне перекетлеме май парать, унӑн  виҫи пӗрремӗш кварталта 123 млн ытла тенкӗпе танлашнӑ.

2024 ҫулхи пӗрремӗш кварталта оптимизаци проекчӗсен чи лайӑх практикисем тесе Чӑваш Ен Ӗҫ министерствин проекчӗсене йышӑннӑ, вӑл сахал тупӑшлӑ ҫемьесене тата пӗччен пурӑнакан сахал тупӑшлӑ граждансене 10 кунран пуҫласа 5 кун таран регистрацилемелли срока чакарнӑ, экономика эффекчӗ вара ҫакӑнтан 1,5 млн тенкӗпе танлашнӑ. Ҫавӑн пекех министерство вӑрҫӑ ачисене пурӑнмалли пӳлӗмсемпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлемелли тӑкаксене укҫан компенсацилессине оптимизацилеме пуҫарнӑ. Халӗ унпа ӗҫ хучӗсене  документсене хутпа йӗркелемелли процедурӑсӑр пуҫне ним пӗлтермесӗр усӑ курма пулать, йышӑну тумалли сроксем вара 15-рен пуҫласа 5 ӗҫ кунӗ таран чакнӑ.

Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн министерстви регионӑн туризм отрасльне тишкерсе тӗпчемелли информаци базине йӗркелес процесне икӗ хут  сахаллатнӑ.

 



31 мая 2024
07:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter